Комментари хушас

30 Утă, 2015

Савнă хĕр чĕкеç пек

Юрату вутне шыв сапса сÿнтерме çуккине пĕлсе тăрсах саврăм сана. Пăхман хĕвеле пăхтарма, юратман çынна юраттарма май çуккине ăнкарсах çутă пуласлăха шантăм, эсĕ мана чунран савса пĕр чашăкран апат çиме килĕшессе кĕтрĕм. Анчах сана манăн юрă питĕ хăвăрт йăлăхтарчĕ - савман çыннăн юрри те хитре мар çав. Пирĕн юрату кĕленче савăт ÿксе чăл-пар саланнăн питĕ хăвăрт арканчĕ...

Астăватăн-и: кĕркуннеччĕ ун чухне. Çумăр пĕтĕм тĕнчене кÿреннĕн витререн тăкнă пек ислететчĕ. Санăн, çÿхе кĕпе тăхăннăскерĕн, шултра чечеклĕ сунчăкна та çил вĕçтерсе кайрĕ. Çул урлă чĕркуççи таран шыва ашса каçрăмăр. Лап-лачкам йĕпеннине пăхмасăрах мана хирĕç пăхрăн та тĕнче илемне тин çеç курнă хаваслă ачана пирвайхи хут асăрханăн йăл култăн. Çавăнтах канăçа çухатрăм, пуçăма хупăрласа илнĕ йывăр шухăшсем, кун-çулăмăн çав тапхăрĕнче пулнă йывăрлăхсем самантрах манăçрĕç. Ĕмĕрне шăв-шавлă мегаполисра ирттерекен çын кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл сассипе, куçа йăмăхтаракан çырла-кăмпан асамлă шăршипе тулнă улăха пуçласа лекнĕн туйрăм хама. Юратăвăн авăрне вăл тĕпсĕррине тавçăрнă çĕртех пĕр тăхтаса тăмасăр лекес килчĕ... Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.