Комментари хушас

22 Нарăс, 2014

Тÿлемесен, ĕç кĕнекине памасан...

Шалăва вăхăтра тÿлеменшĕн ĕç паракансем тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ?

Ĕçрен хăтарнă хыççăн ĕç паракан çынна ĕç кĕнекине памасан, ĕçленĕ вăхăтшăн шалу тÿлемесен камран пулăшу ыйтмалла?

Юрий А. Тăвай районĕ.

Ыйтăвĕсем Тăвай тăрăхĕнчен те - вĕсене хуравлама та çак район прокурорне Оксана Ястребовăна сĕнтĕмĕр.

- РФ Ĕçлев кодексĕн 236 статйинче çапла çирĕплетнĕ: ĕç паракан шалу, отпускшăн, çын ĕçрен кайнă май тата ытти тĕслĕхре укçа тÿлеме палăртнă вăхăта пăссан унăн асăннă тÿлевсемпе процентсемпе /укçан компенсаци/ татăлмалла. Çав процентсем РФ Тĕп банкĕн çак вăхăтра вăйра тăракан рефинансировани виçин 1/300 виçинчен кая мар пулмалла - вăхăтра татăлман виçене тĕпе хураççĕ, укçа тÿлемелли кун хыççăнхи кунран тытăнса кашни куншăн процент хушăнать. Компенсаци виçине коллектив килĕшĕвĕпе, уйрăм норма акчĕпе е ĕç килĕшĕвĕпе пысăклатма юрать. Ĕç параканăн айăпĕ пур-и - пĕлтерĕшлĕ мар, çав компенсацие пур пĕр тÿлемелле. Сирĕн правасене пăснă тăк суда е район прокуратурине килмелле.

Ĕç кĕнеки пирки калас тăк - РФ Ĕçлев кодексĕн 80 статйипе килĕшÿллĕн ĕç параканăн çын ыйтса çырнине тĕпе хурса ăна вăл ĕçленĕ юлашки кун ĕç кĕнекине, ĕçпе çыхăннă ытти документа памалла.

Ĕç паракан ĕçлев саккунĕсене пăссан Патшалăхăн ĕçлев инспекцийĕнчен е прокуратура органĕсенчен пулăшу ыйтмалла. Калăпăр, çын ĕçрен кайнă чух шалу тĕлĕшпе унпа туллин татăлман. Кун пек тĕслĕхсенче çын укçана суд урлă хăй тĕллĕн те, прокурор /РФ Гражданла процесс кодексĕн 45 статйин 1-мĕш пайĕпе ăна çавнашкал полномочисем панă/ тавăç тăратнипе те шыраса илме пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.