Комментари хушас

22 Нарăс, 2014

Пÿрне йĕрĕ мĕн тума кирлĕ?

Çынсем хăйсен ирĕкĕпе тăвакан дактилоскопи пирки илтрĕм. Унашкалли пирĕн республикăрах пур-мĕн. Калăр-ха, çакă мĕн тума кирлĕ?

Владимир К. Канаш районĕ.

Республикăн Шалти ĕçсен министерствин пресс-службинчен çакăн пек хурав илтĕмĕр:

- Федерацин 2008 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ çинчен» кăларнă 128-ФЗ/ саккунĕпе килĕшÿллĕн Раççей ШĔМĕн территори органĕсем районсен шайĕнче çĕр-шыв гражданĕсен патшалăх дактилоскопи регистрацине пурнăçлаççĕ. Çакна çынсем хăйсен ирĕкĕпе тăваççĕ.

Илнĕ информацие - çынсем хăйсен ирĕкĕпе панă пÿрне йĕрĕсене - республика ШĔМĕн информаци центрне яраççĕ, вĕсемпе чи малтанах çынсене паллама усă кураççĕ. Калăпăр, тĕрлĕ инкек-синкек вăхăтĕнче /çав шутра аварисем, шыв илни, çĕр чĕтренни, пушарсем тата ыт.те/ документсем юрăхсăра тухсан, çавăн пекех çынсем шар курсан хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи регистрацийĕ витĕр тухнисем кам пулнине палăртасси чăрмав кăларса тăратмĕ.

Ас тăвăма çухатакансене - маларах мĕн пулса иртнине манса каякансене - пÿрне йĕрĕсене пама сĕнеççĕ. Кунашкалли чирлĕ е ватă çынсен пулма пултарать. Кун пек чухне дактилоскопи тăванĕсене çынна тупма пулăшать.

Çынсем хăйсен ирĕкĕпе дактилоскопи енĕпе регистрациленнĕ май илнĕ кăтартусем вăрттăнлăх шутланаççĕ, вĕсемпе усă курас тĕлĕшпе саккун чарусем палăртать. Дактилоскопие патшалăх пошлини е урăх тÿлев илмесĕрех пурнăçлаççĕ. Тĕплĕнрех ЧР ШĔМĕн Интернетри сайтĕнче пĕлме пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.