Вăкăрпа йывăç турттарнă
Мария Авдеева Канаш районĕнчи Кайăкьялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Марье шăллĕ, Энтри, пилĕк çултах суккăрланнă. Ялта тĕшмĕше ĕненекенсем ăна тухатнă тесе те калаçкаланă. «Атте тĕп килтен уйрăлса тухсан çулталăкран çĕре кĕчĕ. Эпĕ ун чухне тăхăр çулта пулнă. Çурт-йĕр çавăрсан виçĕ çултанах çунса кайрăмăр. Пирĕн йыш пысăкчĕ. Асаттене Сергей Абрамов тесе чĕннĕ. Нимсĕр юлсан эпир Тимуç пиччен çуртне пурăнма куçрăмăр. Хăйсем таçта куçса кайнипе пурлăхне пирĕн çемьене парса хăварчĕç», - асаилет Марье аппа.
Хĕрача Çатăрка Çырминчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ: пир тĕртнĕ, хутăрланă, çум çумланă, çурлапа тырă вырнă...
- Пирĕн йăхра кирпĕч çапнă. Эпир, пĕчĕкреххисем, тăм çăрма пулăшаттăмăр, çарранах ашат-тăмăр. Лупас айĕнче кирпĕч çапнă, унтах типĕтнĕ. Хĕртме вара урăх вырăна куçарнă, - каласа парать кинемей.
17 çул тултарсан Мария Яковлевна Канашри педагогика училищинче ĕçленĕ.
- 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçлансан училищĕре вĕренекенсене фронта илсе кайрĕç. Эпир вара Канашри «Авангард» хуçалăха куçрăмăр. Мами вăрманĕнче çирĕм хĕр виçĕ уйăх йывăç касрăмăр. Пире темиçе хĕре ăна турттарма вăкăр пачĕç, ыттисене - лаша. Эх, асаплантăмăр вĕсемпе. Тепле хăваласан та утмастчĕç. Сахал мар ларса йĕнĕ. Çырма урлă каçнă чухне лавсем тÿнетчĕç. Каштасемпе тĕксе, вĕренсемпе туртса тăратнă та малалла утнă. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ. Çулла «Авангард» хуçалăх уй-хирĕнче тар тăкнă. Çĕнĕ Шелттем енче çул та тунă. Вăл вăхăтра ăçта хушнă - çавăнта ĕçленĕ. Пиртен ыйтса та тăман, каланă - пурнăçланă. Вăхăчĕ çапла пулнă. Каçхине те канса выртман, фронта çăм нуски, алсиш çыхса ăсатнă. Салтаксем валли махорка хутаçĕсем хитрелетсе çыхаттăмăр, - асаилÿ çăмхине сÿтет кинемей.
Вăрçă хыççăн, 1947 çулта, хĕр Кивĕ Шелттем каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă. «Мана пулас мăшăрпа, Ваççапа, Кивĕ Шелттем хĕрĕсем паллаштарчĕç. Кайран хăйсем те пирĕн ялах качча пычĕç. Упăшкапа çичĕ ача пăхса ÿстертĕмĕр.
Мария Яковлевна - салтак арăмĕ. Ăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата юбилей медалĕсем парса хавхалантарнă. Мăшăрне, Василий Авдеева, яланах ăшшăн аса илет вăл. Упăшки вăрçă тухнă хыççăн темиçе кунранах фронта кайнă, разведчик пулса çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн 1-мĕш степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденне, тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Вăрçăран аманса таврăннă. Кайран колхозра чылай вăхăт ĕçленĕ. Мăшăрĕ темиçе çул каяллах çĕре кĕнĕ.
Мария Яковлевна паян та аллине усса лармасть: чăххи-чĕппине пăхать, картишĕнче тирпейлет.
Таисия Иванова.
Канаш районĕ,
Çĕнĕ Шелттем ялĕ.