Комментари хушас

24 Утă, 2015

Студентсен отрячĕсенче ‐ чи хастаррисем, ÿркенменнисем

"Чăваш Республики студентсен ĕç отрячĕсен юхăмне аталантарас енĕпе малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать, уйрăмах вожатăйсем нумай. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççейри студентсен отрячĕсен Тĕп штабĕ 2010 çулта педагогика отрячĕсен Тĕп площадкине Чăваш регион уйрăмĕн никĕсĕ çинче йĕркелерĕ", - тенĕччĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен "Раççейри студентсен отрячĕсем" /РСО/ общество организацийĕн тĕп штабĕн ертÿçи /командирĕ/ Михаил Киселeв кăçал Шупашкара çуллахи ĕç сезонне уçма килнĕ чухне.

"Раççейри студентсен отрячĕ­сем" - çĕршыври çамрăксен чи пысăк организацийĕсенчен пĕри. Вăл çулсеренех 240 пин ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерет. РСО çамрăксене граждан тата патриот воспитанийĕ парас енĕпе те тăрăшать. 2014 çулта Раççейри студентсен отрячĕсен юхăмĕ 55 çулхи юбилейне тата хăйĕн аталанăвĕн хальхи тапхăрĕн 10 çулне паллă турĕ.

Студентсен педагогика отрячĕ­сем çĕршывĕпех анлă сарăлнă. Вĕсем хĕрсемпе каччăсене пушă вăхăтра укçа ĕçлесе илме май панипе пĕрлех професси ăсталăхне ÿстерме, ачасемпе пĕр чĕлхе тупмашкăн хăнăхма пулăшаççĕ. Педагогика отрячĕсен /пирĕн республикăра пĕтĕмпе 20 ытла/ хастарĕсем Чăваш Енри çеç мар, Краснодар крайĕнчи, Крымри лагерьсенче вожатăйра ĕçлеççĕ, çавна май, паллах, хăйсен сывлăхне те çирĕплетме пултараççĕ. 2010 çулта Тĕп площадкăна Чăваш Рес­публикинче туса хунă терĕмĕр. Вăл педагогика отрячĕсем валли хушма ĕç вырăнĕсем шырать, ĕçе координацилесе тăрать, ĕç паракансен ассоциацийĕпе тата влаç органĕсемпе çыхăну йĕркелет. Тĕп площадкăн хăйĕн интернет ресурс пур: унта чи çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, методика сĕнĕвĕсене вырнаçтараççĕ. Çак сайтрах педа­гогикăпа çыхăннă вакансисен банкĕпе те паллашма май килет. 2013 çулта педагогика отрячĕсен Тĕп площадкин статусĕ Удмурт регион уйрăмне куçнă.

Чăваш Енре çавăн пекех стро­ительство, проводниксен, ял­ху­çалăх, сервис отрячĕсем пур. Сăмах май, вĕсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Акă республикăра кăçал çуллахи ĕç сезонне уçнă чухне çĕнĕ 6 отряда свидетельство, сту­дентсен педагогика 14 отрядне сертификат, 381 çамрăка Вожатăй ăсталăхĕн шкулне пĕтернине ĕнен­терекен документ пачĕç. "Чă­ваш çамрăкĕсемпе Сочири стройкăра тĕл пулма тÿр килнĕччĕ те - вĕсем обћектсенче тăрăшса ĕçленипе, дисциплинăна çирĕп пăхăннипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе уйрăлса тăнине ăнлантăм", - терĕ çав тĕлпулурах Михаил Киселв. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн республикăри студентсен строительство отрячĕсене Пĕтĕм Раççейри стройкăсене халĕ те хаваспах хутшăнтараççĕ.

Акă июнĕн 27-мĕшĕнче "Проспект 15" отряд /унăн йышне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универ­ситечĕн 14 студенчĕ кĕнĕ/ Амур облаçне Пĕтĕм Раççейри студентсен стройкине - "Восточный" космодрома - кайнă. Унта хутшăнма Раççейĕн 25 субћектĕнчи 45 отряд ирĕк çĕнсе илнĕ. Ку космодром тĕнче уçлăхне ирĕклĕн çитессине тата космоспа çыхăннă чи пысăк тĕллевсене Раççей территорийĕнче татса парассине тивĕçтерĕ. Унсăр пуçне космодрома уçни социаллă пурнăçпа экономикăна та ырă витĕм кÿрĕ: Инçет Хĕвелтухăç регионĕнче 80 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕр­­ке­­леме планлаççĕ. "Проспект 15" отряд пĕлтĕр "Мускав - Санкт-Петербург" федераци трассине тунă çĕре хутшăннă. Кăçал вара пысăк хăвăртлăхлă çак автомобиль çулĕн строительствинче Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн "21 регион" отрячĕн хастарĕсем вăй хураççĕ. Июлĕн 13-мĕшĕнче çула тухнă вĕсем. ССО йышĕнчи 25 çынна ЧР Çамрăксен пуçарăвĕсен цен­трĕн директорĕ Юлия Аланова, Раççейри студентсен отрячĕсен Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçи /командирĕ/ Елена Наумова тата унăн заместителĕ /комиссар/ Олеся Жувакова, аслă шкул ертÿлĕхĕ саламланă. "Эпир хамăрăн отряд чысне тивĕçлипе хÿтĕлĕпĕр, "Мускав - Санкт-Петербург" феде­раци трассине тумашкăн каймалли путевкăна ахальтен мар тивĕçнине ĕнентерĕпĕр", - тенĕ "21 регион" отряд командирĕ Дмитрий Филип­пов.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн "Энер­гия-21" отрячĕ /29 çын/ июль пуçламăшĕнче студентсен "Мирлĕ атом-2015" стройкине /Челябинск облаçĕ, Озерск/ çул тытнă. Ку обћекта тăвас ĕçе хутшăнас текен отрядсен хушшинче çуркунне кон­курс ирттернĕ. Унта пĕр сезонран кая мар ĕçленĕ пĕрлешÿсем заявка тăратма пултарнă. Аса ил­те­ретпĕр: "Энергия-21" 2012 çулта йĕркеленнĕ, унăн йышĕнче - электроэнергетика /халĕ энер­гетика тата электротехника/ факуль­те­­­тĕнче ăс пухакан студентсем çеç. Стройка вĕçленсен чи лайăх отряда, командира, комиссара тата боеца палăртĕç.

Çуллахи вăхăтра чукун çул çинче ĕç нумайланать, çавăнпа унта студентсене те ĕçлеме илеççĕ. Пирĕн республикăра пассажир вакунĕсен проводникĕ пулас текен çамрăксене икĕ уйăх вĕрентеççĕ /220 сехет/, квалификаци экзаменне ăнăçлă тытнисене удостоверени параççĕ. Кăçал республикăри вĕренÿ 9 организацийĕнче ăс пухакан 51 студент çакнашкал документа илнĕ. Июнь пуçламăшĕнче "21 экспресс" проводниксен отрячĕн йышĕнче 15 студент "Мускав - Краснодар крайĕ" рейспа ĕçлеме пуçланă. Июль пуçламăшĕнче 36 проводник Раççейĕн тĕп хулине кайнă, вĕсем "Мускав - Санкт-Петербург - Анапа" направленипе тăрăшĕç. Ялхуçалăх отрячĕсенчи хĕрсемпе каччăсем республикăри тата ун тулашĕнчи организацисенче вăй хураççĕ.

Çапла, студентсен ĕç отрячĕсен хастарĕсем вăхăтне усăллă та кăсăклă ирттернипе пĕрлех тĕнче курса çÿреççĕ, тавракурăмне анлăлатаççĕ. Ача-пăча лагерĕнче, стройкăра тата ытти çĕрте пухнă опыт вĕсене малашнехи пурнăçра та кирлĕ пулма пултарать. Ÿр­­кенменнисем çулла çеç мар, çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ ме­ро­приятие - фестивальсене, конкурссене, семинарсене - хутшăнаççĕ. Хастарскерсем валли çĕнĕ проекта - "РСО боецĕн пĕрлехи картти" - ĕçе кĕртме хатĕрленеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăксен хушшинче студентсен ĕç отрячĕсен ят-сумне ÿстересси. Çак карттă РСО боецĕн удостоверенийĕ пулса тăрать, асăннă юхăмăн партнерĕсен дисконтлă системипе усă курма май парать. Вăл феде­рацин Атăлçи округĕн пĕтĕм регио­нĕнче пĕрешкел пулать.

"Пирĕншĕн чи кирли - çуллахи ĕç сезонĕ вĕçленсен пĕтĕм сту­дент тăван тăрăхне йĕркеллĕ те сывă таврăнтăр, хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă юлтăр", - терĕ çÿлерех асăннă мероприятирех Раççейри студентсен отрячĕсен федерацин Атăлçи округĕнчи штаб ертÿçи Василий Ислаев. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмеллех. Студентсен отрячĕ­сен хастарĕсене Чăваш Ен чысне çÿлте тытасса шанатпăр!

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.