Комментари хушас

21 Утă, 2015

Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?

НУМАЙ ЧУХНЕ ЭПИР «ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ПĔР ПУЛАР!» ЛОЗУНГА КАЛАМА ЮРАТАТПĂР. ПĔРЛĔХĔ ĂÇТА? ОРФОГРАФИ ТАВРА ÇАПĂÇНИНЧЕ-И? ВĔРЕНТŸ ИНСТИТУЧĔН ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА КАФЕДРИНЧИ ХĂШПĔР ÇЫНСЕМ ТĂТĂШАХ ПĔР АВТОРСЕНЕ УРА ХУРСА ВĔРЕНŸ КĔНЕКИСЕНЕ ВĂХĂТРА ШКУЛ АЧИСЕМ ПАТНЕ ИЛСЕ ÇИТЕРЕССИНЕ ЧАРСА ТĂНИНЧЕ-И?

Иван Андреевич Андреев профессора Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре те аван пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе филологи наукисен докторĕ сумлă та курăмлă ĕçсем туса хăварчĕ. Анчах та юлашки вăхăтра И.А.Андреев профессор çырнă чăваш чĕлхи учебникĕсенче Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин хăшпĕр членĕсем йăнăшсем тупма пуçларĕç. Тĕслĕхрен, кăçалхи июнĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ вĕренÿпе меслетлĕх канашĕнче И.А.Андреевăн 6-мĕш класс учебникĕнчи «Хамăр тăрăхри пахчаçимĕçсем» пай ятне тĕрĕс мар çырнă, пая «Хамăр тăрăхри пахча çимĕç» тесе тÿрлетмелле терĕ Ю.М.Виноградов. Герман Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕнче ĕçленĕ Г.Л.Никифоров та унпа пĕр шухăшлă пулчĕ. Вĕсен шучĕпе, «пахчаçимĕç» нумайлă хисеп форминче тăма пултараймасть иккен. Эппин, «пахчаçимĕçсем» тесе усă курни Иван Андреевичăн йăнăшĕ пулса тухать. Çакăн йышши предложенисем Иван Андреевич хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекисенче тата пур: 1/ Çуррине сад йышăнать, тепĕр çуррине ытти çимĕçсем - çĕрулми, кишĕр, купăста, помидор, кăшман, ыхра, сухан /6-мĕш класс, 50 с./; 2/ Ыхрапа хăяр, помидор е ытти хăшпĕр çимĕçсене тăварланă çĕрте усă кураççĕ /6-мĕш класс, 111 с./; 3/ Çĕр хăйĕн илемĕпе чуна килентерет, çимĕçĕсемпе тăрантарать /6-мĕш класс, 193 с./; 4/ Çавăнпа кунта пахча çимĕçсене нумай лартмастпăр; Эпĕ дачăра атте-аннене пулăшатăп, çĕр чаватăп, çум çумлатăп, пахча çимĕçсем пуçтаратăп /И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова, вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли хатĕрленĕ учебник, 2014, 100 с., рецензенчĕ Ю.М.Виноградов/. Илсе кăтартнă тĕслĕхсенче Иван Андреевич «çимĕç» сăмаха, «пахча çимĕç» сăмах майлашăвне нумайлă хисеп форминче усă курнă. Çакна та йăнăш тесе шутламалла-и?

Пахча çимĕçĕн нумайлă хисеп форми пуррине Иван Андреевич çырнă предложени тĕслĕхĕсемпе çирĕплетсе патăмăр. Пахча çимĕçсем тени пахчара ÿсекен çимĕçсен ячĕсене пĕтĕмлетсе каламалли сăмах шутланать. Кайăксем, кăмпасем, чĕрчунсем, йывăçсем, тĕмĕсем пĕтĕмлетÿ сăмахĕсемпе пĕр ретре тăрать тесе çирĕплетме пулать.

И.А.Андреев çырса хăварнă вĕренÿ пособийĕсене çĕнетекенсене Ю.М.Виноградов ятлă-сумлă профессор çырса хăварнă ĕçсенче тата мĕн чухлĕ йăнăш тупса вĕсене тÿрлеттерĕ-ши, тата мĕн чухлĕ «йăнăш çырнă сăмахсене» кăларса пăрахтарĕ-ши? Шухăшлаттаракан ыйту ку.

Юрий Михайлович шучĕпе, куç, ура, кăкăр, хăлха сăмахсене, куç харши, пит çăмарти сăмах майлашăвĕсене пĕрреллĕ хисепре çеç усă курмалла. Çак сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене нумайлă хисеп форминче усă курни йăнăш пулать тесе çирĕплетет вăл. Анчах та илсе кăтартнă тĕслĕхсене нумайлă хисеп форминче Константин Васильевич Иванов та, Çеçпĕл Мишши те, Иван Андреевич профессор та, чăваш халăхĕн ытти паллă çыравçисем те анлă усă курнă. Хăшпĕр тĕслĕхсене илсе кăтартатпăр: 1/ Питне аллисемпе хупларĕ, шатра пичĕ пÿрнисене вутпа пĕçертнĕ пек çунтарасран вăл шак хытса кайса чĕлхесĕрле тертленчĕ /Çеçпĕл Мишши, Çырнисен пуххи, 1989, 238 с./; 2/ Эй, эп савнă, юратнă куçсем - сĕм кăваклăхра ик хура çăлтăр ... /Çеçпĕл Мишши, Çырнисен пуххи, 1989, 188 с./; 3/ Ма чун вылять? Е сар хĕре курса киленчĕç куçăмсем ... /Çеçпĕл Мишши, Çырнисен пуххи, 1989,150 с./; 4/ Куçĕсемпе пăхнă чух каччăн чунĕ çĕкленет /К.Иванов, Çырнисен пуххи, 90 с./; 5/ Вăл амăшĕн пушмакĕсене хывнă та унăн урисене çума ăшă шыв илсе килнĕ /138 с./; 6/ Чăнах та, Машук кÿпшĕм питлĕ, пит çăмартисенчен пÿрнепе тĕксенех юн пĕрĕхсе тухас пек. Çуланса тăракан куç хупанкисем тачка, куçĕсем пачах путса кĕнĕ /М.Ухсай/, 158 с.; 7/ Юратмасть вăл кукăр алăсене /Н.Терентьев, «Çил çинчи çеçпĕл» драма/.

Çÿлерех кăтартнă предложенисен тĕслĕхĕсене темĕн чухлĕ илсе кăтартма пулать. Прозăра та, поэзире те нумай вĕсем. Вĕрентекенсен умне ирĕксĕрех çакăн пек ыйту сиксе тухать, вĕренекенсене мĕнле ăнлантарса памалла вара? Константин Иванов та, Çеçпĕл Мишши те, Иван Андреев та, чăваш халăх писателĕн ятне илнĕ çыравçăсем те тĕрĕс мар çырнă темелле-и?

Мăшăрлă япалана пĕлтерекен сăмахсене пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ пулнă чух тата вĕсем фразеологизмсен, ваттисен сăмахĕсен тытăмĕнче тăнă чух, паллах, пĕрреллĕ хисепре усă куратпăр. Тĕслĕхсем, 1/ Куç хăрать те, алă тăвать; 2/ «Вĕсене куçран çухатас марччĕ-ха», - тетĕп хам /И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли хатĕрленĕ учебник, 2005, 197 с./; 3/ Ачасем те çулталăк таран амăш кăкăрне ĕмеççĕ /И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли хатĕрленĕ учебник, 2005, 60 с./; 4/ Хĕвел çутинче çарансем çийĕн асамат кĕперĕсем куçа илĕртеççĕ /И.А.Андреев, 8-9-мĕш классем валли хатĕрленĕ учебник, 2001, 227 с./; 6/ Çапла çын куçĕнчен пăхса сыпăнтаркаласа пурăнать çак икĕ мĕскĕн чун; Куç умĕнче каллех - Лизаветăпа палламан яшсем /А.Павловская, «Вĕрене шывĕ те пылак» роман/; 7/ Эс куç хыврăн теприне /Н.Силпи, «Чĕререн сана юратса», 18 с./.

Орфографире те уйрăм çынсем çеç хуçаланни питĕ тĕлĕнтерет. Акă 2014 çулта Ю.М.Виноградовпа Л.Г.Петровăн 6-мĕш класра чăваш чĕлхи вĕрентмелли вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. «Каюра» сăмаха çак вĕренÿ пособийĕнче «кай ура» сăмахпа улăштарчĕç. Редакторсем те, авторсем те çакна хирĕç пулчĕç. Анчах та вĕренÿ пособийĕн авторĕсем халăх шухăшне ним вырăнне те хумарĕç. Малашне ытти авторсен те «каюра» вырăнне «кай ура» çырмалла тесе пĕтĕмлетÿ турĕ Ю.М. Виноградов.

«Çĕршыв» сăмаха вăйпах дефиспа çыртарасси те Ю.М.Виноградов кафедра ертÿçинче ĕçленĕ чухне пулса пычĕ. Пĕлтĕрхи пĕр вĕренÿпе меслетлĕх канашĕнче çĕршыв сăмаха пĕрле çырнă вĕренÿ кĕнекине алăра силлесе «Ку вĕренÿ кĕнекинче йăнăшсем пур. Çĕршыв сăмаха дефиспа çырман» тесе питлерĕ вăл. Сăмах наци шкулĕсен 5-мĕш класĕ валли çырнă «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ пособийĕ çинчен пырать /авторĕсем - Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф.Брусова/. Л.П.Сергеев профессор ятне çакăн пек майпа «варалама» пирĕн çĕр пăт тăвар çимелле. Ятлă-сумлă виçĕ автор хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекине вĕрентекенсем çав тери савăнса кĕтсе илнине палăртса хăваратпăр.

Кăçал маншăн, сакăр вĕренÿ кĕнеки авторĕшăн, чи тĕлĕнмелли çакă пулчĕ. Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринче методист пулса ĕçлекен Л.Г.Петрова, вырăс чĕлхиллĕ шкулта вăй хурса курманскер, эпĕ 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекине рецензилерĕ. Автор «куçĕсем» сăмаха тата «пахча çимĕçсем» сăмах майлашăвне нумайлă хисеп форминче панине тата хăшпĕр пĕчĕк кăлтăксене тĕп йăнăшсем шутне кĕртсе вĕренÿ кĕнекине пичете юрăхсăр тесе хакларĕ. Ю.М.Виноградов команди çак шухăшпа килĕшрĕ.

Рецензент автор ĕçĕ çинчен пĕр ырă сăмах та каламан. Вĕренÿ кĕнекин концепцине те тишкермен, пособине хула ачисен психологи уйрăмлăхĕсене шута илсе тунине те палăртман. Вĕренекенсем çак кĕнекепе ĕçлеме пултараççĕ-и, пултараймаççĕ-и? Çакăн çинчен пĕр сăмах та каламан. Рецензи кăшкарне тытса пыма хевти çитеймен рецензентăн. Пĕтĕм тĕллевĕ те автора пулăшасси мар, ăна çапса хуçасси пулчĕ.

Тĕрĕссипе, вĕренÿ кĕнекисем çырнă чухне эпĕ Иван Андреевич профессорăн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашса пынă, «куçсене», «пахча çимĕçсене» вĕренÿ пособийĕсене ăнсăртран кĕртмен. Çитменнине, çак вĕренÿ кĕнеки малтан икĕ хутчен пичетленсе тухнă. Вĕренекенсем унпа тулли кăмăлпа ĕçлерĕç. Ачисемшĕн шăл çемми пулса тăнă вĕренÿ хатĕрĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те питĕ савăнчĕ. Вĕрентекенсем çĕнĕ кăларăма питĕ кĕтеççĕ. Шел те, вырăс чĕлхиллĕ шкулта чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре кăшт-кашт чухлакан хăшпĕр çынсене пула вĕренÿ кĕнеки çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли тухса пĕтеймест.

Вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче чăваш чĕлхине мĕнле вĕрентмелли çинчен паха пĕтĕмлетÿсем тăвас тесен вырăсланнă чăваш тата вырăс ачисемпе сахалтан та вунă çул ĕçлесе пăхмалли çинчен асăрхаттарса хăварас килет. Хамăр ĕçлесе пăхни çеç тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума май парать. Айккинчен сăнаса тăни, вĕрентекенсен урокĕсем çинчен тиркевлĕн çеç калаçни çителĕксĕр.

Эпĕ вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли вĕренÿ кĕнекисем çырма пуçлани вунă çул ытла иртрĕ. Предмечĕ çĕнĕ пирки кĕнекисене çырма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Çавна пула малтанхи авторсен учебникĕсем ачасемшĕн чăннипех йывăр пулса тухрĕç. Çакă авторсем вырăс ачисем валли кĕнеке çырнă май вĕренекенсемпе хăйсемпе ĕçлесе пăхманнинчен килчĕ. Ĕç опычĕ пысăк пулни çеç мана вĕренекенсем ĕçлеме пултаракан вĕренÿ пособийĕсем çырма май пачĕ. Вĕрентекенсенчен те, ашшĕ-амăшĕнчен те тав сăмахĕсем çеç илтетĕп. Вĕренекенсем те вĕренÿ кĕнекисен материалĕпе хаваспа ĕçлеççĕ.

Мана, паллах, учебниксем çырас ĕçре Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин пулăшса пымаллаччĕ. Анчах та Ю.М.Виноградов кафедра пуçлăхĕ пулнă тапхăрта куллен ура хурса манăн сывлăха хавшатнисĕр пуçне эпĕ урăх пулăшу туймарăм. Пĕр вăхăтра сывлăх çав тери хавшаса кайнипе çырма та пăрахасшăнччĕ. Вĕрентекенсем тархасласа ыйтни çеç çак пысăк та ответлă ĕçрен пăрăнма памарĕ.

Юрий Михайлович авторсемпе вĕсене икĕ ушкăна пайласа /«пирĕннисем» тата «юттисем»/ ĕçлени пĕрле тумалли ĕçре темĕн чухлĕ чăрмав кÿчĕ, темĕн чухлĕ такăнтарчĕ. «Юттисен» шутне Л.Сергеев, Е.Андреева, Г.Брусова, В.Станьял, В.Пушкин, В.Дмитриев, О.Печников, М.Печникова, Г.Абрамова авторсем кĕчĕç. «Симĕс çутă» ытларах «пирĕннисем» валли çуталса тăчĕ.

Çĕнетнĕ орфографи чăваш халăхне 20 çул ытла калаçтарчĕ, чĕлхеçĕсене, писательсемпе поэтсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерчĕ. Вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче вĕренекен ачасем умне вара уйрăмах пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Мĕн тума кирлĕччĕ кун, кайăк, чечек ячĕсене /тунти кун, ытлари кун, ула такка, вĕлтрен тăрри, ăмăрт кайăк, кукша пуç, утмăл турат, хĕвел çаврăнăш тата ыт.те/ вĕренекенсене уйрăм çыртарни? Ачасене нушталантарма-и, вĕсен ăсне пăтратма-и? Е чăваш чĕлхи наукинче çĕнĕлĕх шухăшласа кăлартăмăр тесе мухтанма-и? Шухăшласа туман ĕçе пула хальхи вăхăтра вуланă чух та, çырнă чух та такăнатпăр.

Вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре ахаль те йывăрлăхĕ нумай. Лавне çăмăллатас тесе тăрăшмастпăр, кирлĕ маррине тиетпĕр те тиетпĕр. Чăваш орфографийĕ çăмăлланас вырăнне темиçе хут йывăрланчĕ çеç.

Чăваш орфографине çĕнетнĕ хыççăнхи малтанхи çулсенче хутлă сăмахсене пĕрле çырсан та, уйрăм çырсан та йăнăш пулмасть тесе пуçа минретрĕç. Сăмахсене икĕ тĕрлĕ çырасси хăех орфографи принципĕсен çирĕпсĕрлĕхне кăтартса пачĕ. Çĕнĕ орфографие йышăннă хыççăн И.А.Андреев çырнă вĕренÿ кĕнекисенче нумай вăхăт сăмахсене кивĕлле те, çĕнĕлле те çырнисем пулчĕç.

Тĕслĕхсене И.А.Андреев 8-9-мĕш классем валли хатĕрленĕ учебникран /2001/ илсе паратпăр: 1/ Тĕлĕнтереççĕ пире çав чĕрчунсем /70 с./; 2/ Чăваш çĕршывĕнче ĕлĕк-авал юманлăх йышлă пулнă ... /84 с./; 3/ Икĕ хутлă йывăç çурт тĕлне çитсессĕн мана пĕр шурă тутăрлă лутра хĕрарăм тата тепĕр тăла сăхманлă ватă çын, чăвашсем, тытса чарчĕç /Х.Ç/, 124 с; 4/ Атăлпа пĕчĕк юхан шывсем мĕншĕн ăшăхланса пыраççĕ-ха? /137 с./; 5/ Кукăр сăмсасем чăрăш йĕкелĕсене васкавлăн шĕкĕлчеççĕ /130 с./.

Тавлашуллă ыйтусем орфографире çеç мар, фонетикăра та пур. Л.П.Сергеев профессор [й’], [ç’], [ч’] сасăсене çемçе хупă сасăсем тесе вĕрентмелле тет. Çакăнпа нумай автор килĕшет. Анчах Ю.М.Виноградов çак хупă сасăсене хытăлăхпа çемçелĕх йĕркине пăхăнман хупă сасăсен шутне кĕртет. Шкул вĕренĕвĕнче кирлĕ-и çакăн пек арпаштару?

Нумай чухне эпир «Чăваш чĕлхипе пĕр пулар!» лозунга калама юрататпăр. Пĕрлĕхĕ ăçта? Орфографи тавра çапăçнинче-и? Ăна çăмăллатас вырăнне ятарласа йывăрлатнинче-и? Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринчи хăшпĕр çынсем тăтăшах пĕр авторсене ура хурса вĕренÿ кĕнекисене вăхăтра шкул ачисем патне илсе çитерессине чарса тăнинче-и?

Орфографие çĕнетÿсем кĕртетпĕр пулсан ăна халăхпа сÿтсе явмалла, халăх шухăш-кăмăлне итлемелле пулнă. Çакăн пек пăтрашуллă тата хирĕçÿллĕ самантсем çак таранччен тăсăлмĕччĕç. Чăваш орфографийĕнче туса ирттернĕ «эксперимент», чăнах та, питĕ хакла ларчĕ.

Чĕлхе комиссийĕ орфографин çивĕч ыйтăвĕсене хăвăртрах татса парасса шанас килет. Хальхи вăхăтра тухакан вĕренÿ кĕнекисемшĕн çакă уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Орфографи ыйтăвĕпе ĕçлекен комисси кĕртнĕ улшăнусем вĕренÿ кĕнекисенче ыран мар, паян пулмалла. Орфографи çирĕпсĕрлĕхне пула паянхи вĕренÿ кĕнекисенче «каюра» та, «кай ура» та «çĕршыв» та, «çĕр-шыв» та тĕл пулаççĕ.

Галина АБРАМОВА,

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей халăх вĕрентекенĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.