Орфографи

21 Утă, 2015

Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?

НУМАЙ ЧУХНЕ ЭПИР «ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ПĔР ПУЛАР!» ЛОЗУНГА КАЛАМА ЮРАТАТПĂР. ПĔРЛĔХĔ ĂÇТА? ОРФОГРАФИ ТАВРА ÇАПĂÇНИНЧЕ-И? ВĔРЕНТŸ ИНСТИТУЧĔН ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА КАФЕДРИНЧИ ХĂШПĔР ÇЫНСЕМ ТĂТĂШАХ ПĔР АВТОРСЕНЕ УРА ХУРСА ВĔРЕНŸ КĔНЕКИСЕНЕ ВĂХĂТРА ШКУЛ АЧИСЕМ ПАТНЕ ИЛСЕ ÇИТЕРЕССИНЕ ЧАРСА ТĂНИНЧЕ-И?

Иван Андреевич Андреев профессора Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре те аван пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе филологи наукисен докторĕ сумлă та курăмлă ĕçсем туса хăварчĕ. Анчах та юлашки вăхăтра И.А.Андреев профессор çырнă чăваш чĕлхи учебникĕсенче Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин хăшпĕр членĕсем йăнăшсем тупма пуçларĕç. Тĕслĕхрен, кăçалхи июнĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ вĕренÿпе меслетлĕх канашĕнче И.А.Андреевăн 6-мĕш класс учебникĕнчи «Хамăр тăрăхри пахчаçимĕçсем» пай ятне тĕрĕс мар çырнă, пая «Хамăр тăрăхри пахча çимĕç» тесе тÿрлетмелле терĕ Ю.М.Виноградов. Герман Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕнче ĕçленĕ Г.Л.Никифоров та унпа пĕр шухăшлă пулчĕ. Вĕсен шучĕпе, «пахчаçимĕç» нумайлă хисеп форминче тăма пултараймасть иккен. Эппин, «пахчаçимĕçсем» тесе усă курни Иван Андреевичăн йăнăшĕ пулса тухать.