Комментари хушас

17 Утă, 2015

Вăрмар районĕн пултаруллă ывăлĕ

Николай Прокопьевич Иванов-Пархатар тесен ăна Вăрмар районĕнче, Канашпа Тăвай таврашĕнчи чылай ялсенче пĕлмен çын çук. Аллă пилĕк çул вăл çынсен куçĕ умĕнчен каймасть: хăйĕн чăннипех пархатарлă, ырми-канми ĕçĕпе тулли савăнăç кÿрет, пĕлÿ парать, ăса кĕртет, çут тĕнче çине ăшшăн пăхма вĕрентет. Пĕр сăмахпа каласан, Вăрмар районĕн чĕрĕ те ĕмĕрлĕх палăкĕ вăл.

Николай Пархатар - паллă педагог, ăста баянист, поэт тата композитор. Унра нумай енлĕ пултарулăх. Вăл - 200 ытла пĕччен тата хорпа, 40 ытла эстрадăпа, 60 ытла ачасем юрламалли çепĕç юрăсен, 3 вĕрсе каламалли оркестр тата баян ансамблĕ, трубапа оркестр валли кĕвĕленĕ "Серенадăпа" "Элеги" кĕнекесен авторĕ. Музыка композицийĕсем çырма Ф.М. Лукин, А.М. Михайлов, В.А. Ходяшев композиторсем пулăшнипе хăнăхнă. 1961 çултанпа М.Юхма, Р.Шевлепи, Р.Сарпи, А.Тимофеев-Ыхра, Ю.Сементер, Ю.Петров-Вирьял, А.Казанов, И.Топрисов, В.Эктель тата ытти авторсен, хăйĕн сăввисемпе тăван халăх кăмăлне килекен юрăсем çырчĕ.

Чăваш тĕнчинче уйрăмах хăй сăввипе кĕвĕленĕ "Тăван ен" юрри питĕ анлăн сарăлнăччĕ.

Ăна Маргарита Туринге юрланине ытарма май çукчĕ. Юрă республикăри радиоконкурс лауреачĕ ятне те тивĕçнĕччĕ.

Николай Ивановăн "Тăван ен", "Тух-ха урама, савни", "Хуркайăксем вĕçеççĕ кăнтăра", "Ма пит саврăм-ши?", "Юрату пĕрре кăна килет", "Купăс кĕвви янăрать" тата ытти нумай юррине итлекенсем уйрăмах хапăлласа йышăнчĕç, - палăртать Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Николай Зимин музыковед. - Композитор-сăвăçăн çепĕç те илемлĕ юрри-кĕвви пурне те тыткăна илет. Вĕсене юрлама çăмăл, асра юлаççĕ, çавна май халăхра анлă сарăлнă. Художество пултарулăх коллективĕсем те вĕсемпе час-часах усă кураççĕ".

Акă тата: "Николай Ивановăн "Ман Вăрмарăм" ?сăввипе кĕвви хăйĕн% юрă районăн хăйне евĕр гимнĕ пулса тăчĕ, - çырнă Аркадий Казанов "Хыпар" хаçатра. - Ăна Шупашкартан радиопа та час-часах параççĕ".

Коля Иванов Вăрмар районĕнчи Шăхальте хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă ачи. Мĕн ачаран кĕвĕ-çемĕ юратса ÿснĕ. Шăнкăрчсен юрри, тăрисен тăрлатăвĕ, шăпчăк чеклатни чун киленĕçĕ пулнă. Шухă ачан кĕвĕ ăнкарăвĕ те вăйлă аталаннă. Шăхальти вăтам шкулăн тăваттăмĕш класĕнче вĕреннĕ чух ашшĕ-амăшĕ ăна хуткупăс туянса панă. Саккăрмĕш класра Маруç аппăшĕ Мускавран çĕнĕ хромка илсе килнĕ те ăна парнеленĕ. Эх, туртнă купăса, алăран яман. Çĕнĕ юрăсем вĕреннĕ. Часах вăл шкулти тата ялти пултарулăх ушкăнне ертсе пыма пуçланă. Уяв концерчĕсем лартнă, шкулта фестиваль-смотрсем ирттернĕ, кÿршĕ ялсене концертсемпе çÿренĕ. Вăйăçăсăр тăван ялта пĕр уяв та, туй та, акатуй та иртмен.

1956 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухсан Николай Иванов Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультетне кĕрет. Лайăх вĕренет. А. Галкин ертсе пыракан институт хорĕнче юрлать. Ю. Мясниковпа В. Алексеев педагогсен баян класне çÿрет. Пединститутра аслă пĕлÿ илнĕ хушăра Шупашкарти музыка училищинче Р. Жуковский патĕнче баян класĕнче куçăн мар майпа вĕренет. Çавăн пекех вăл кунта Г. Лисков, А. Петров, Г. Маркиянов патĕнче те ăсталăхне ÿстерет.

1960 çулта Н. Иванов Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш шкулĕнче вырăс тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентет. Тепĕр çулхине вăл Вăрмар районĕнчи Кавалти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕнче ĕçлет. Кунтан ăна ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн секретарьне суйлаççĕ. Николай Прокопьевич райкомра ĕçленĕ çулсенче мана районти "Комсомол прожекторĕн" штабне йышăнчĕç. Унпа комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Куславкка чăвашĕ Николай Титов паллаштарнăччĕ. "Сăвăç, баянист, - терĕ вăл. - Штанга çĕклессипе республика чемпионĕ, классикăлла кĕрешессипе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ... Тĕслĕх ил".

Тĕлĕнтермĕш. Çирĕм тăваттăри каччă институт пĕтернĕ, шкулсенче ĕçленĕ, спортра çитĕнÿсем тăвать, сăвăç тата купăсçă, юрăсем çырать. "Çĕнĕ çĕрсем уçнăшăн" медаль илме тивĕçнĕ...

Çук, пĕр çĕрте те тĕпленсе ĕçлеме шутламасть вăл. 1964 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче музыкăпа педагогика факультечĕ уçăлать. Николай Иванов унта вĕренме кĕрет. Иккĕмĕш аслă шкула 1968 çулта пĕтерет. Тăватă çул баян класĕнче А. В. Чернов патĕнче ялан "пиллĕк" паллăсемпе вĕренет. РСФСР тата Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ В. А. Ходяшев пулăшнипе баянпа фортепьяно валли пьесăсем, юрăсем çырать. Çĕнĕ факультетра вĕреннĕ çулсенче Николай Прокопьевич историпе филологи факультетĕнчи пултарулăх коллективне ертсе пырать, фестивальсемпе смотрсенче малти вырăнсене йышăнать.

Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парассине вăл самантлăха манмасть. 1963-1966 çулсенче Кĕтеснер вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература, 1968-1971 çулсенче Вăрмар вăтам шкулĕнче музыка учителĕ, ачасен музыка шкулĕнче баян калама вĕрентекен пулса ĕçлет. 1971-1992 çулсенче вăл Вăрмарти ачасен музыка, 1992-2000 çулсенче искусство шкулĕсен директорĕнче вăй хурать, ачасене баян калама хăнăхтарать. Шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне тума пĕтĕм вăйне парать. Ку тĕлĕнмелле пысăк ĕç пулнă. 2000 çултанпа кунтах директор заместителĕнче вăй хурать... Вăл тăрăшнипе çĕршер çамрăк пурнăç çулĕ çине тухнă.

Николай Прокопьевичăн педагогикăри стажĕ 50 çул. Унăн 30 ытла вĕренекенĕ музыка енĕпе аслă е вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ республикăри конкурссен лауреачĕсемпе дипломанчĕсем пулса тăнă. Кусем - Стас Григорьев, Ирина Данилова, Юрий Сергеев, Эдуард Федоров, Иван Филиппов тата ыт. те.

Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ", "ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем панă.

Вăл - А. Талвирпа В. Алентей ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ. Вун-вун кĕнеке авторĕ. Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ. Шăхаль ялĕн тата Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Николай Прокопьевич пурнăç урапин кашни çулĕнче нумай хисеплĕ те сумлă ят илнĕ. Вĕсене çырса та пĕтереймĕн.

"Сцена çине тухсан куракансем хапăллани, ырă сăмахсемпе хавхалантарни кун-çул уттинче мăшăр çунат хушать, - çырнăччĕ пĕр çырура ман пата Николай Прокопьевич. - Тата ĕçлес килет, çĕнĕ юрăсем çырма хистет ку. Çĕнĕ юрă итлекенсемшĕн хаклă парне пултăр тесе ĕмĕтленсе пурăнатăп. Вара эпĕ нумай çул хушши чыс-хисепе çухатмăп. Манăн юрă-кĕвĕ вĕçен кайăк пек ÿлĕмрен те вĕçтĕр".

Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ытамĕпе телей тата савăк кăмăл, пултарулăхра сулмаклă утăмсем сана, Николай Прокопьевич. Çапла пултăр!

Герман ЖЕЛТУХИН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.