Комментари хушас

17 Утă, 2015

Çăлкуçсем типрĕç. Куккук авăтать

Шурсухалсем Сиккасси ялĕ таврашĕнчи вăрманта ĕлĕк пăши, хир сысни, мулкач, пакша, кашкăр, тилĕ кĕшĕлтетнĕ теççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тукмак хÿресем хунани, сурăхсене тапăнни çинчен каласа параççĕ. Сывлăхĕ начаррипе е салтака кайма çул иртнипе Хĕрлĕ Çара илмен сунарçăсем вĕсене тытса пĕтереймен.

1960 çулсен вĕçĕнче акарçăсем кашаманпа хир сыснине пач хăвармарĕç. Каярахпа пĕрре те юлмарĕ тесе хăйсемех ÿпкелешме тытăнчĕç. Çĕнĕрен ĕрчетес тĕллевпе 1970 çулсен пуçламăшĕнче вертолетпа вĕсене пĕрер мăшăр илсе килсе янă терĕç. Халĕ кайăкçăсем сунартан таврăнсан вĕсен йĕрне асăрхани çинчен каласа панине илтнĕ. Ял таврашĕнчен тилĕ каймасть. Тепĕр чухне çывăхах пырать. Пăши, мулкач уçă вырăна тухаççĕ. Кĕркунне шĕшкĕлĕхре пакша мăйăр пуçтарать. Иртнĕ ĕмĕрте хальхи пек нумай марччĕ. Сиккасси варрипе юхса иртекен Вăрăм юханшывĕ çинче пĕр мăшăр чарлак куллен апатланать.

Пирĕн тăрăхра ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пушă вырттармаççĕ. Ачасене экологи пĕлĕвĕ парассишĕн тĕрлĕрен калаçу-вăйă ирттеретпĕр. Республикăра йĕркелекен акцисене хутшăнса кайăксене апатлантарма, ĕрчетме сырăш-вĕлле çакатпăр.

Çăлкуç чылай, анчах вырăнти влаç вĕсене тасатассишĕн çителĕксĕр вăй хурать. Колхоз йĕтемĕ çумĕнчисене килтен кăларнă каяшпа хупларĕç.

1970 çулсенче пирĕн ялсенче плотинасем тунă. "Урюм" ЯХПК Пилĕк пÿрне пĕвине пăхса тăрать. Геор кÿллине В.А.Антонов хуçалăх ертÿçи пулнă чухне тутарнă. Иртнĕ ĕмĕрте тарăнччĕ, шывĕ нумайччĕ.

1960 çулсен вĕçĕнче Топуртан çырмине пĕвелерĕç. Вăрмарти совхозран вĕт лăкă илсе килсе ячĕç. Çутă карп, карас, çуйăн лайăх ĕрчерĕ. Тытма çывăхран-инçетрен килетчĕç. Гидрохатĕрне уçса ячĕç те - шывĕ сахалланса юлчĕ.

Топуртан плотинине шыва кĕме 18 çухрăмри Канаш хулинчен те çÿретчĕç. Таврашĕ илемлĕччĕ, шывĕ тăрăччĕ. Çÿле хăпарса чăммалли пурччĕ. Ялйыш килĕштеретчĕ ку пĕвене. Вырăнти влаç ăна 7-8 çул каялла юсаттарса темиçе млн тенкĕ тăкакланă терĕç. Шел, килен-каян хăнасем килĕштернĕ илем ял тăрăхĕнчи пĕрремĕш ÿнерçĕн Н.Бабановăн ÿкерчĕкĕсенче çеç юлчĕ. Ялйыш плотинана тĕпрен юсаттарас ыйтăва кашни çул çĕклет пулин те лав паян та пĕр вырăнтах. Çÿп-çап куписем айĕнче çĕлен-калта çеç йăшăлтатать.

Ушкăнти шывĕ тăрăччĕ, тутлăччĕ. Хĕрарăмсем пăрçа яшки пĕçерме ăна йăтатчĕç. Пĕвери пулăсене алăпах тытнă. Халĕ çукпа пĕрех. Малтан ондатра ĕрчетчĕ, халĕ асăрхамастăп. Кунти 5-6 çăлкуç хытă каяш айне пулчĕ. Çавна пула шăрăхра пĕве типет.

Пирĕн вăрман иртнĕ ĕмĕртипе танлаштарсан палăрмаллах сайралчĕ. Темле сăлтава пула юлашки çулсенче куккуксем çăкалăхра çеç мар, ялта та авăтаççĕ. Улатакка, тăмана, чĕрĕп, пакша, чакак темшĕн яла иленчĕç. Çĕлен-калта вăрманта, вĕтлĕх çумĕнчи килкартинче, урамра, Вăрăм шывĕн çыранĕнче тĕл пулать. Шапа нумайланчĕ. 7-8 çул каялла пахчана таçтан тарантул килчĕ.

Лидия АНТОНОВА,

Канаш районĕнчи Сиккасси шкулĕн вĕрентекенĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.