Комментари хушас

16 Утă, 2015

Хурлăханaм,: хурлăхан

Хурлăхан çинчен юрă та хывнă чăвашсем. Вăл космонавтсене те вăй кÿнине палăртаççĕ унта. Апла пулсан ку çырла пуриншĕн те усăллă, сиплĕ. Ахальтен мар çитĕннĕ çын организмне аскорбин йÿçекĕпе тивĕçтерес тесен талăкра 35-40 штук хурлăхан çимелле. Унсăр пуçне хурлăхан Е витаминпа та пуян. Вăл вара çамрăклăха упрама пулăшать. Унти фитонцидсем грипп вирусĕсене пĕтереççĕ. Пахчара çутçанталăк аптеки ÿсет тейĕн.

Хăшпĕр кăтарту тăрăх, хура хурлăхан çĕршывĕ - Ази. Анчах вăл Европăри чылай çĕршывра ÿсет. Унăн нумай сорчĕ Раççейре те çитĕнет.

Пирĕн пахчасенче хура, хĕрлĕ тата шурă хурлăхан пур. Ятарлă пигмента пула çырлан тĕсĕ улшăнать. Тĕмĕрен тин çеç татнă çимĕç тĕрлĕ витаминпа пуян. Халăх каларăшĕ тăрăх - çырла мĕн чухлĕ тĕксĕмрех, çавăн чухлĕ усăллăрах. Чăн та, хура хурлăханра С витамин ыттисемпе танлаштарсан пилĕк хут ытларах. Хăшпĕр сортра 100 г çырлара асăннă витамин 568 мг.

Çырла пигменчĕсенче каротин пур. Вăл организмра А витамина çаврăнать. Иммунитета çирĕплетме пулăшать. Каротин организма ватăласран тата шыçă чирĕ сарăласран упрать, куçа çивĕчлетет.

Хурлăханра çавăн пекех рутин е Р витамин чылай. Вăл юн тымарне, пĕвер клеткисене, пÿрене çирĕплетет. С витаминпа хутăшсан атеросклерозран упрать.

Е витамин çамрăклăх элексирĕ шутланать. Организма ватăласран сыхлать. çавăнпа хурлăхана склероз чирĕнчен çиме сĕнеççĕ. Куç катаракчĕ пуласран упрать.

В ушкăна кĕрекен витаминсемпе те пуян çырла. Вĕсем вара пуçри юн тымарĕсене, нерв тытăмне, ăс-тăна çирĕплетеççĕ.

Хурлăханра çавăн пекех кальци, тимĕр, магни, фосфор нумай. Ытларах - кали ионĕсем. Вĕсем чĕре тĕртĕмне йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшаççĕ. Эфир çăвĕ вара организмри микробсене хирĕç кĕрешет.

Хурлăхан çырли çеç мар, çулçи те сиплĕ. ?на шăк хăвалакан эмел вырăнне усă кураççĕ. Цистит тата пиелонефрит чирĕсенчен аван. 2 л вĕрекен шыва 10 апат кашăкĕ хурлăхан çулçи ямалла, 10-15 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 стакан ĕçмелле. Пыл хушсан аван.

Диатез чирĕпе аптракан ачасене хурлăхан çулçин шĕвекĕнчен хатĕрленĕ ванна пулăшать. 1 стакан вĕтетнĕ çулçа вĕрекен шыва ямалла, сăрăхтармалла, ваннăри шывпа хутăштармалла. Унта кашни кун 10 минут лармалла. Сиплев курсĕ - 8-10 кун.

Лайăх тухăç пуçтарса илес тесен хурлăхана апатлантармалла, шăвармалла, ытлашши турачĕсене касмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.