Комментари хушас

15 Утă, 2015

КĔТМЕЛРЕ КАРОТИН НУМАЙ

Кĕтмел /брусника/ çырлинче усăллă япаласем нумай, каротин виçипе вăл шур çырлинчен, лимонран, грушăран, панулмирен, иçĕмрен, хура çырларан чылай ирттерет.

  • Япаласен ылмашăнăвне лайăхлатма кĕтмелĕн вĕтетнĕ 3-4 чей кашăкĕ çулçине 2 стакан шыва ямалла, шыв мунчине 15 минут лартмалла. Пÿлĕм температуринче 45 минут сивĕтмелле. Унтан сăрăхтармалла та малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3-4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  • Подагра чухне кĕтмелĕн 2 чей кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, ăшă вырăнта 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле.
  • Шăнса пăсăлсан 1 апат кашăкĕ çурмалла хутăштарнă кĕтмел çулçипе çырлине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 4-5 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.
  • Шăк çулĕсен чул чирĕнчен сыхланма 5 апат кашăкĕ кĕтмел çулçине тин вĕренĕ 2,5 литр шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Шĕвеке чĕрĕк литр шурă эрех хушмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  • Пиелонефрит /пÿре чирĕ/ аптратсан пĕр виçепе хурăн çырли çулçи, кĕтмел çулçи, петрушка вăрри, энĕç вăрри, пылак тымар илсе хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 10 минут пиçĕхтермелле. Илсен ăшă вырăнта 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4-5 хут çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.
  • Сыпă ревматизмĕ, подагра, полиартрит тертлентерсен кĕленчене çурринчен сахалрах кĕтмел çулçи тултармалла, хĕрринченех спирт хушмалла. Хĕвел çинче 3 эрне лартмалла. Кунне 2 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Шута илме. Кĕтмелĕн чĕрĕ çырлине хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит аптратсан çиме юрамасть. Пÿрен йывăр чирĕ пулсан çулçин шĕвекне тухтăр çырса парсан кăна ĕçмелле!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.