Комментари хушас

10 Утă, 2015

Чун ыйтнипе çыратăп

Шупашкар районĕн «Тăван ен» хаçатĕнче пичетленнĕ «Чун хушнипе çыратăп» статьяна вуласа тухнă хыççăн манăн та каламалли тупăнчĕ. Унăн авторĕ - «Слава» хуçалăхра агрономра ĕçленĕ Фадей Константинов Ишек пасарĕнче хăйĕнпе пĕр ÿсĕмри юлташне тĕл пулнă. Иккĕшĕ чылайччен юмахланă. Пĕлĕшĕ те тăрăхласа, те йĕплесе уйрăлас умĕн: «Фадей, эсĕ çамрăк çынах мар пулин те райхаçатра статьясем пичетлесех тăратăн. Ку аван-ха. Анчах халăхра сан пирки: «Укçашăн çырать», - йышши хыпар сарăлнă. Тĕрĕсех-и?» - тенĕ-мĕн.

Ыйтăвне çийĕнчех хуравлама тăхтанă Ф.Константинов. Шухăшласа тăнă хыççăн çапларах каланă: «Акă, илсе пăхар-ха хамăр пурăнакан тăрăхри хăшпĕр пулăма. Ют пурлăха хапсăнакан йăкăртасшăн, ĕçкĕç пырне чÿхесшĕн, элекçĕ япăх хыпар сарасшăн, суеçĕ пустуй пуплесшĕн хыпса çунаççĕ. Пулăç вăлтапа пĕве хĕрне васкать, ясар çын айккинелле чупать. Эпĕ вара хаçата çырма кăмăллатăп. Çын хушнипе мар, чун туртăмĕпе...»

Фадей Константинов шухăшĕпе килĕшетĕп, мĕншĕн тесен хам та хаçат-журналпа 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çыхăну тытма пуçланă, пурнăçа та çак ĕçпе çыхăнтарнă тесен ытлашши пулмĕ. 1970 çулта СССР /РФ/ журналистсен союзĕн членне илчĕç, виçĕ кĕнеке кăларма пултартăм.

Ман шухăшпа - гонорар автора çырнăшăн, ĕçленĕшĕн хавхалантарнă тÿлев пулса тăрать. Уншăн чылай тар тăкма тивнине хăшĕ-пĕри чухламасть те, ăнланмасть те. Общество корреспонденчĕн тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă пулмалла, пурнăç уттипе тан пымашкăн нумай вуламалла, кашни статья вулакана усă кÿтĕр тесе тăрăшмалла.

Пĕрремĕш заметкăна Ишлей вăтам шкулĕнче столовăй, буфет ĕçлеме пуçлани çинчен районти «Ленинец» хаçатра пичетлерĕм. Уншăн ярса панă «1 тенкĕ те 04 пус» тесе çырнă, вăхăт иртнĕ май самаях тĕксĕмленнĕ извещение халĕ те упратăп.

Ман пирки те йĕплĕ чĕлхеллĕ пĕр арçын: «Укçашăн çырать», - тенĕ. Вăл Хачăк ялĕнче чи малтан «Рекорд» телевизор туянни çинчен хаçатра заметка кăларнăччĕ эпĕ. Редакцисем авторсене хавхалантарни япăх-и вара? Çапах та вĕсемпе çыхăну тытакансем хăйсен материалĕсене чĕре хушнипе çыраççĕ, çĕнĕ номер вулакансемшĕн интереслĕрех, содержанийĕпе пуянрах тухтăр тесе тăрăшаççĕ.

Турă панă пултарулăх - кашнин хăйне май, пĕри атăçăра ăнăçтарать, тепри платник ĕçне ăста. Манăн вăл та, ку та пиçсех пĕтмест, хаçат-журнала вара хаваспах çыратăп, чунпа канатăп, киленетĕп.

 

Александр Мокин.

Шупашкар хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.