Комментари хушас

7 Утă, 2015

Аттестатсăр-и? Ăна кăçалах илме шанчăк пур!

Шкул пĕтерекенсем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытни çинчен вулакана пĕлтерсех тăтăмăр. Акă кăçалхи кампани пĕтĕмĕшле хыçа юлчĕ те - пĕтĕмлетÿ тума вăхăт çитрĕ. Çак сăлтавпа июнĕн 2-мĕ-шĕнче ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче брифинг йĕркелерĕç. Ăна министрăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ертсе пычĕ.

Светлана Владимировна пÿ-лĕме йăл кулăпа килсе кĕнине журналистсем ырă паллă пекех йышăнчĕç: вĕренÿ ведомстви кăçалхи ППЭ кампанийĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе кăмăллă пулнине маларах та палăртнăччĕ. Математикăпа иртнĕ никĕс шайри экзаменсăр пуçне Чăваш Ен мĕнпур предметпа Раççейри вăтам кăтартусенчен лайăхрах шайра палăрнă. 100 бала тивĕçнисен шучĕ - пĕлтĕрхинчен 1,5 хут ытларах.

- Çакна малтанах кĕтнĕччĕ. 2001 çултах сăнав шайĕнче хута кайнă ППЭ тĕлĕшпе Чăваш Енĕн мар-тăк хăш регионăн опыт пысăк пулмалла-ха? Ресурс центрĕсем мĕн чухлĕ уçрăмăр, çуллен кашни экзамена тĕплĕн тишкеретпĕр, йăнăшсене шута илсе пыратпăр - çакă пахалăха ÿстерме витĕм кÿретех, - шухăшне çирĕплетрĕ С.Петрова. - Саккуна пăхăнаслăх шайĕ ÿсни те курăнать - шкул ачисем хăйсене кăна шанмаллине ăнланса ППЭне лайăхрах хатĕрленни куçкĕрет.

Чăн та, математика тĕ-лĕшĕпе кĕтменлĕх сиксе тухнă. Профиль шая суйласа илнисем - 73 процент /республикăри вĕренÿ ведомстви вĕсен йышĕ 40-50 процентран иртессе шутламан/. Те вĕрентекенсем ытлашши хĕтĕртнĕ, те выпускниксем хăйсен пĕлĕвне пысăклатса хакланă - экзамена хутшăннисенчен 12,6 проценчĕ "иккĕ" илнĕ. Хăйсен шăпине тĕрĕслесе пăхма май панă хушма кун та малтанхи тĕ-рĕслевре "çунса кайнисем" темшĕн-çке профиль шайри заданисенех суйласа илнĕ. Çапла 174 выпускник йывăр задачăсене каллех шăл витереймен. Çавна май аттестатсăр тăрса юлнă.

- Пăрăнми экзаменсене /вырăс чĕлхи, математика/ тытайманнипе аттестат илейменнисен ППЭне сентябрьте килме май пур. Ун чухне вĕсем иртнĕ çулхи выпускниксем шутланĕç ĕнтĕ. Кĕркуннех тепĕр хут тĕрĕслеве хутшăнма май пуррин лайăх енĕсем темиçе: ăнсан - куçăн мар майпа та пулин професси пĕлĕвĕ паракан пĕр-пĕр заведение вĕренме кĕмешкĕн май пулать, шкулта пухнă пĕлÿ сĕвĕрĕлсе-манăçса ĕлкĕреймест. Пăшăрханмалли сăлтав каччăсемшĕн çеç пулĕ - çара йыхравличчен экзамен тытса ĕлкĕрĕç-и? - тĕплĕн ăнлантарчĕ Чăваш Республикин вĕренĕвĕн çĕнĕ технологийĕсен центрĕн директорĕ Галина Арзамасцева.

100 балл пухнисем çинчен брифингра уйрăммăн чарăнса тăчĕç. Пурĕ 61-ĕн кăçал унашкаллисем. Чи çÿллĕ картлашка çине хăпарнисене тепĕр хутчен ятарлă комисси çирĕппĕн тĕрĕслесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Саккăрăшĕн кăтартăвĕсене чакарнă. Экзаменра 100 балл пухакансене вĕрентсе кăларакан шкулсен географийĕ анлăлансах пырать. Унчченрех Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар кăна мухтанайнă вĕсемпе, кăçал вара - районти шкулсем те çак чыса тивĕçрĕç. Вăрнар, Вăрмар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш районĕсенчи çакнашкал пысăк пĕлÿллĕ ачасем вĕрентсе кăларнă педагогсем ырă сăмаха кăна тивĕç.

ППЭ çирĕп йĕркепе иртни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Йĕркене пăсни малтанхи çулсемпе танлаштарсан икĕ хут чакни çинчен пĕлтернĕччĕ. Палăртма кăмăллă: кăтарту лайăхланни тĕрĕслев пункчĕсенчи йĕркелÿçĕсем пахалăхлă ĕçленипе те çыхăннă. Халиччен экзамен тыттаракансем айăпа кĕнĕ тĕслĕхсем чылайрах пулнă. Кăçал унашкалли - виççĕ кăна: йĕркелÿçĕсем ППЭ заданийĕсене палăртнă вăхăт çитиччен кăшт маларах уçнине видеокамерăсем ÿкернипе пĕлнĕ.

Патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнисен йышĕнче те ирттереççĕ, журналистсемпе ятарласа тĕл пулнă май ун çинчен те калаçу пуçарчĕç. Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тĕп шкулне пĕтерни çинчен аттестат алла илме хатĕрленекенсен икĕ пăрăнми /обязательнăй/ экзамена - вырăс чĕлхипе тата математикăпа - ятарлă йĕркере палăртнă минимум балран сахал мар пухмалла. ППЭре чи аял чикĕ урлă каçнисен вуннăмĕш класа куçма ирĕк пур, анчах çакă хальхи вăхăтра хăйне хăй пулмасть - вĕренекенĕн аслă класра пĕлÿ илме заявлени çырмалла /хăй вĕренекен шкултах юлмашкăн та/. Профиль класа лекес тесен вара чылай шкулта хушма тĕрĕслев витĕр тухма тивет - пĕр сăмахпа, ун пек ушкăнсенче "ăнсăртран" çакланнисем ан пулччăр теççĕ.

Хальхи вăхăтра çĕршыври вĕренÿ тытăмĕн пĕр пĕтĕмĕшле тĕллевĕ - çамрăксене инженерипе техника специальноçĕсене вĕренме илĕртесси. Çавна май пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен аслă класĕсенче аслă пĕлÿ илес тĕллевлисем кăна юлмалла тесе шухăшлаççĕ. Ыттисемшĕн вара тăххăрмĕш класс хыççăн техникумсемпе колледжсен алăкĕсем уçăлма тивĕç. Мĕнех, кашни саманан - хăйĕн ыйтăвĕ. Паян çĕршыв пултаруллă физиксене, инженерсемпе программистсене ытларах курасшăн.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.