Комментари хушас

4 Утă, 2015

Ветеран Шоссе урамĕнче... шоссе çулпа утасшăн

Шупашкар районĕнчи Пархикассине тĕп хула вокзалĕнчен туххăмрах çитрĕм. Ял çыннисем Курбаткинсен çуртне кăтартса ячĕç. «Пирĕн тăрăхра - пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ. Вĕсем пек нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăр та урăх çук», - сăмах пуçарчĕ манпа ял-йыш.

Шоссесĕр... Шоссе урамĕпе утатăп. Тĕлĕнтермĕш мар-и çакă? Юрать-ха çумăрлă пулмарĕ, унсăрăн çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çитсе те кĕреймĕн. Ахальтен мар йĕпе çанталăкра çынсем федераци трассинчен пăрăнсанах пылчăк çăрма пуçланине пытармаççĕ.

Киле - Тав çырăвĕпе

«Василий Иванович... Чапаев пекех...» - алă тытрĕ 96-ри вăрçă ветеранĕ. Унтан мăшăрĕ çумне вырнаçса ларчĕ вăл. Курбаткинсем пĕрле пурăнма пуçлани - 50 çул. Пĕр-пĕрне упраса çак вăхăта çитнĕ те вĕсем. Çак мăшăр çинчен çырса та, каласа та пĕтереймĕн. «Мана упăшка нихăçан та кÿрентермен. Килте сасă хăпартса калаçса курман», - мăшăрĕ çине юратса пăхать хĕрарăм. Елена Григорьевна 43-ре - Тамарăна, 44-ра Луизăна çут тĕнче кăтартнă. Халĕ тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшне пăхсах, хавхалантарсах тăраççĕ.

Унччен те пулмарĕ, мăнукĕн ачи Иван чупса çитрĕ, çулталăкран иртнĕскер Василий Ивановичпа Елена Григорьевнăна выляттарма пуçларĕ. «Пĕчĕкскер 8 уйăхранпах утать, мăн кукашшĕпе мăн кукамăшĕ пекех правур вăл», - теççĕ ун пирки килтисем.

Нумаях пулмасть Курбаткинсен мăнукĕ Ян Михайлов хĕсметран таврăннă. Вăл та кукашшĕпе кукамăшне курма çитрĕ. Салтака юрăхлă ăру çитĕнтернĕшĕн тивĕçлипех мăнаçланаççĕ ватăсем. «Кукаçу пек таса чунлă, çирĕп кăмăллă пул», - пехил панă ăна çара ăсатнă чух. Тăван тăрăха Тав çырăвĕпе килнĕ вăл.

Пурте пĕрле пахча илемĕпе килентĕмĕр. Йĕри-таврари тĕрлĕ тĕслĕ чечек кирек камăн кăмăлне те çĕклĕ. Çамрăксем çакăнтах канмалли вырăн хатĕрлеççĕ. Калаçса лармалли уйрăм кĕтесе сăрлама пуçланăччĕ вĕсем. Унта аслă ăру çыннисене те хăтлă, канлĕ пулĕ.

 

Ир тăракан тутă пулнă

Тахçан малтан çак йăх Андреев хушаматпа çÿренĕ. Василий Ивановичăн ашшĕ хăйне килĕшекен Курбаткин хушамата 50 пин тенкĕпе илнĕ.

Шăпа Василин çирĕплĕхне пĕчĕкренпех тĕрĕслеме пуçланă. 3 çултах амăшĕсĕр юлнă вăл. Çапах шăпа кÿрентермен ăна. Арçын ачана амаçури Марфа Ивановна юратса çитĕнтернĕ. Курбаткинсен ачисем хĕвелпе тăрса ĕçе пуçăннă, унтан шкула васканă.

«Аттепе вутă татса çÿреттĕмĕр. Пĕрре столовăй çынни повара вĕренме сĕнчĕ», - аса илет Василий Курбаткин. Çемье пуçне те килĕшнĕ çак шухăш. Çаврăнăçуллă çамрăк повар, электромонтер профессине алла илнĕ. Çак ăсталăха ăша хывни ĕмĕр тăршшĕпех кирлĕ пулнă ăна.

 

Тăн çухатнисене... тыткăна

Василий Курбаткина 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнчех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. «Вăл каласа кăтартнине куççуль витĕр итлеттĕм», - тет хурланса Елена Григорьевна.

Çула тухнă салтаксемпе лашасене пĕр вакуна вырнаçтарнă. Çичĕ класс пĕтернĕ Василий Ивановича связиста вĕрентнине те палăртса хăварас килет. Çĕршыв хÿтĕлевçисемпе пĕрле Беларуç тăрăхне çитсе тухнă вăл. Тĕппипех çунтарса янă ялсем яланлăхах салтаксен асĕнче юлнă.

Тĕтĕм тухнине курсанах нимĕçсем бомба пăрахнă. Çавăнпах кăмака хутса ăшăнма та май пулман. Шартлама сивĕре юр çинче выртни те сывлăха усал витĕм кÿнĕ.

Пĕрре беларуç ялĕнче çакнашкал пăтăрмах пулса иртнĕ. Çăвăнса тасалнă 28 нимĕç мунчара выртса çывăрнă. Тăшман хуп турттарма пуçласанах тĕтĕм çулне пÿлсе хунă кил хуçи. Ирхине нихăшĕ те вăранайман. Совет салтакĕсем вĕсене хире кăларса юрпа витнĕ. Хĕç-пăшалне хăйсене илнĕ.

«Хăш чухне окопран тухма та май çукчĕ. Хырăмпа шуса апат илме каяттăмăр», - калаçăва тăсать çĕнтерÿçĕ-салтак.

Беларуçа ирĕке кăларассишĕн пынă хĕрÿ çапăçура Василий Ивановича хытах амантнă. Çурăм шăмминчи суран халĕ те хăй çинчен аса илтерсех тăрать ăна.

Тем тесен те телейлĕ çăлтăр айĕнчех çуралнă Василий Курбаткин. Связиста, пулеметчика, разведчика тăшман тĕп тăвайман. Пĕррехинче вĕсем нимĕç офицерне тыткăна илнĕ. Хайхискер совет çарĕшĕн пĕлтерĕшлĕ информаци пĕлтернĕ. Çакăншăн разведчиксене «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Çавнашкалах Тăван çĕршыв вăрçин орденне те тивĕçнĕ чăваш.

...Тăн çухатнă Василий Ивановича санитарсем вилнĕ тесе çапăçу хирĕнчех хăварнă. Ун чухне чунĕ тухнă салтаксене вăхăтра пытарма та ĕлкĕреймен. Нимĕçсем çавсен хушшинче чĕррисене шыранă, кайран вĕсене лагерьсене ăсатнă. Шăпах çапла лекнĕ те тыткăна Василий Курбаткин. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче чăн тамăк пуçланнă уншăн. 1945 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен мĕн кăна курман-ши вăл? «Кунне 200 грамм çăкăр, витĕр курăнакан яшка паратчĕç. Пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарса кайнă вăхăтра выçăллах пурăннă. Çи-пуç та çĕтĕлсе пĕтнĕ, кăшт тăхăнкаламалăх пултăр тесе саплăк çине саплăк лартаттăмăр. Совет салтакĕсене пăшал приклачĕпе хĕнетчĕç», - нушаллă çав вăхăта аса илсен çаплипех куççульленет ветеран.

Тыткăнри салтаксене Польшăна хăваласа кайнă вăхăтра тарса та пăхнă Василий Иванович. Тепĕр салтакпа иккĕшĕ полякран çăкăр ыйтнă та лешĕ вĕсене тыттарса янă. Кайран каллех Германие çуран илсе кайнă салтаксене. Çул çинче çитермен. Тырă пучахĕпе, купăста çулçипе хырăм выçнине ирттернĕ мăнтарăнсем. Çапах та совет çарĕ çĕнтерессе шанса чăтнă. Паллах, хăçан та пулсан тăнăç пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленнĕ вĕсем.

Кайран тыткăна лекнисене хытах тĕрĕсленĕ. Çакна та концлагерьте пулнисенчен никамăн та куç умне кăларас килмĕ. Хăрушсăрлăх служби Василий Ивановича айăпламалли сăлтав тупайман.

Вăрçă хыççăн та чылай вăхăт госпитальте сипленме тивнĕ унăн. Хăй вăхăтĕнче хытă шăннăран ури çине тухнă мăкăльсем канăç паман ăна. Çамрăк тухтăрăн кашни сăмахне ас тăвать Василий Иванович.

- Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас килет-и? Апла тăк туртма пăрахмалла, эрех ĕçмелле мар, - сĕннĕ шурă халатли.

- Унăн ятне-шывне, адресне пĕлнĕ пулсан тав туса çыру ярăттăм, - тет шурă çÿçлĕ ветеран.

 

Ферма хĕрĕ

«Пÿрт хăпартнă чухне пички-пичкипе эрех хатĕрленĕ. Анчах кил хуçи ăна сыпса та пăхман. Халĕ те Çĕнтерÿ кунĕпе саламлама парнесемпе килеççĕ. Ĕçмелли те, çимелли пур унта. Мăшăрăм эрех черкки тытмасть те», - çирĕплетсе калать Елена Григорьевна. Хăй çакăншăн савăннине пытармасть.

Унăн та шăпи çăмăл килмен. Инкĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Пиччĕшĕн сакăр ачине пăхма пулăшнă хĕр. Пĕве кĕрсен ĕне, сурăх, сысна фермисенче вăй хунă. Нихăш ĕçрен те хăраман çамрăк: 35-40-шер ĕне сума тивнĕ унăн.

Вăрçă вăхăтĕнче те çăмăл пулман тыл ĕçченĕсене. Апат-çимĕç кăна мар, пÿрте ăшăтма вутă та çитмен. 1943 çулта килте - амăшĕ, çапăçу хирĕнче пиччĕшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Тата ĕни те ÿксе вилнĕ. Çĕр йăтайми хуйхă йăтăнса аннăшăн мĕнешкел куляннă хĕр. Юрать-ха «Коммунизмшăн» колхоз ертÿçи пушмак пăру панă ăна.

 

Юратма та пĕлмелле

«Ачасем, мăнуксем çурални, аслă пĕлÿ илни, ĕçе вырнаçни - пурнăçри чи савăнăçлă самантсем», - тет Василий Иванович. Тĕпренчĕкĕ чирлесен унпа пĕрле больницăра та выртнă арçын. «Больницăра сивĕччĕ те хĕрĕме хам хырăм çине вырттарса ăшăтаттăм», - пытармасть ашшĕ. Кайран килтен утиял та илсе пынă.

Мăшăрне савăнтарма пусма, тутăр илсе панă кил хуçи. Пĕрре япала тупса илме йывăр вăхăтра Ишлей лавккине кĕнĕ вăл. Унта утиял сутнине курнă. «Пĕри 10 тенкĕ тăратчĕ. Тÿрех тăваттăшне чĕркеттертĕм - илме укçи çитмест. Юрать-ха хамăр ял хĕрарăмĕ кивçен пачĕ. Килтисем çĕнĕ япаласемшĕн мĕнешкел хĕпĕртерĕç. «Хальлĕхе нихăшне те тытмăпăр. Çĕн пÿрт хăпартсан кирлĕ пулĕç», - шухăш тытнă Елена Григорьевна», - хальхи пекех астăвать Василий Курбаткин.

Кил хуçи вăрмантан пĕренесем турттарма, хăма çуртарма пуçланă. Нимелле хăвăртах пысăк пÿрт хăпартнă вĕсем. Халĕ çамрăксем çĕнетсех, хăтлăлатсах тăраççĕ ăна. Лайăх пурăнмашкăн йăлтах çителĕклĕ.

«Тăвансене хĕрхенмелле, пулăшмалла. Вăй çитнĕ таран ĕçлемелле. Укçана перекетлĕ тытмалла. Ваттисене хисеплемелле. Эрех ĕçни, пирус туртни ырри патне илсе çитермест. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла», - ăса вĕрентсе калаççĕ вăрăм ĕмĕрлисем. Тата чунран юратма, пуррине упрама пĕлмелле. Сăмах май, вĕсен иккĕшĕн те ĕç стажĕ - 40 çул ытла.

«Пурăнас, мăнуксен ачисем çитĕннине курас килет», - малашлăх пирки сăмах пуçарсан палăртрĕç Василий Ивановичпа Елена Григорьевна. Телей кайăкне ĕмĕр тăршшĕпех алăран вĕçертмен килĕшÿллĕ çак мăшăр.

Çапах шоссесĕр урам патне тепĕр хут таврăнас килет. Василий Ивановичпа унăн хĕрĕ ял тăрăхĕн депутачĕ Луиза Васильевна асфальт çул сармашкăн укçа уйăрма ыйтса республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата депутатсем патне ямашкăн çырусем хатĕрленĕ. Пархикасси ял халăхĕ вĕсен шухăшне ырласа алă пуснă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Василий Курбаткин Шоссе урамĕнче шоссе çулпа утма ĕмĕтленет.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.