Комментари хушас

1 Утă, 2015

Спортпа туслисене йыхравларĕ кану кунĕ

Çак кунсенче спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чун каничченех рехетленчĕç ахăртнех. Епле-ха унсăрăн: республикăри тĕрлĕ район-хулара вун-вун спорт мероприятийĕ иртрĕ.

Олимп кунĕ

Йăлана кĕнĕ спорт уявне кăçал Мускавра Олимп вăййисем пулнăранпа 35 çул çитнине халалларĕç. Ку таранччен Олимп кунĕнче кÿлмек хĕррине тухаканччĕ. Ку хутĕнче уяв çĕнетсе хăтлăлатнă "Олимпийский" стадионта иртрĕ. Аса илтеретпĕр: нумаях пулмасть спорт объекчĕ командăсен Европа чемпионатне йышăнчĕ. Тĕнчери чи сумлă ăмăрту Раççей спортсменĕсем Европăри чи вăйлă 11 командăна çĕнтернипе вĕçленни халĕ те пин-пин çын асĕнчех пулĕ. Çак шухăшах ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников Олимп кунĕ пуçланнине халалланă савăнăçлă церемонире палăртрĕ. "Эсир те пирĕн паттăр атлетсем пек çитĕнÿ тума ăнтăлăр, кулленхи пурнăçра пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла утăр", - терĕ Сергей Владимирович.

Яланхи пекех уяв массăллă чупуран пуçланчĕ. Спортпа туслисене паллă бобслейçă, Раççей спорт мастерĕ Ирина Скворцова тата РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов саламларĕç. Çак кун çанталăк калама çук шăрăх тăчĕ пулин те старта 400 ытла çын тухрĕ. Вĕсен йышĕнче çамрăксемпе çитĕннисем кăна мар - сумлă ветерансемпе шкул ачисем, пĕчĕк шăпăрлансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ. "Чи çамрăк чупуçă" ята вара 9-ти Анна Сидягина тивĕçрĕ, чи асли - 80 çулти Александр Захаров. Вăрăмах мар дистанцие парăнтарса чи пысăк парнесене Раисия Ивановăпа Александр Новиков çĕнсе илчĕç. Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн республикăри спорт аэробикин тата тхэквондо федерацийĕсен хастарĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Унтан маттурккасем ташă флешмобне ирттерчĕç. Кĕвĕ-çемĕ янăранă вăхăтра стадиона пухăннă пĕр çын та ташламасăр чăтаймарĕ.

Олимп кунĕн программи кăçал çав тери пуян пулнине палăртмалла. Спорт уявĕ тĕрлĕ лапамра тăсăлчĕ. Пĕринче сусăр спортсменсем кÿмепе чупас енĕпе тата дартс турнирĕсенче тупăшрĕç. Ку ăмăртусенче вара пуринчен те вăйлăраххисем Чăваш Енри паллă парабадминтонçă Павел Попов тата Надежда Орлова пулчĕç. Тепĕр лапамра баскетболистсем вăй виçрĕç, волейболистсем те вĕсенчен юлмарĕç. Футбол уйĕнче Атăлçири футбол ветеранĕсен ассоциацийĕн кубокне çĕнсе илессишĕн регионсен хушшинчи турнир иртрĕ. Ăмăртăва Киров облаçĕнчи "Маяк" команда та килнĕ. Вăл çĕнтернипе вĕçленчĕ те футболистсен матчĕ.

Çемье фестивалĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртăва кăçал Çĕрпÿ тăрăхĕ йышăнчĕ. Йăлана кĕнĕ фестиваль çултан-çул вăй илет, унăн сумĕ те çулсерен ÿсет. Кăçал, тĕслĕхрен, унта спортпа туслă 31 çемье хутшăнчĕ. Çакна уява килнĕ сумлă хăнасем - ЧР спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Яковлев, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Андреев, "Чăваш Ен" фонд ертÿçи Михаил Федотов та палăртрĕç.

Çемье командисем виçĕ ушкăна пайланса çăмăл атлетика тата хутăш эстафетăсенче, дартс тата ишевçĕсен турнирĕсенче тупăшрĕç. Пысăк тĕрĕслев витĕр тухса фестивалĕн чи çÿллĕ пьедесталĕ çине Çĕнĕ Шупашкарти Васильевсем, Канаш тăрăхĕнчи Павловсем тата Йĕпреç районĕнчи Калитовсем хăпарма тивĕç пулчĕç.

Сывлăх кунĕ

Çак куна хулара пурăнакансем уйрăмах кĕтеççĕ тейĕн: çуллахи вăхăтра ĕç пÿлĕмĕсенче пăчăхса ларнă хыççăн Атăл хĕррине е спорт керменĕсене çитсе шыва кĕме, сывлăха çирĕплетме май пур-çке. Чăн та, шăматкун çынсем пляжсене васкарĕç. Унта вĕсем шывпа киленчĕç кăна мар, спорт лапамĕсенче волейболла, футболла, бадминтонла, мечĕкле тата ытти вăйăра выляса савăнчĕç.

Шупашкар хула администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пресс-служби пĕл-тернĕ тăрăх - хулари спорт мероприятийĕсене 2000 ытла çын хутшăннă. Сывлăх кунĕн программи вара пуян пулчĕ: хула çыннисем спорт шкулĕсем йĕркеленĕ уçă уроксенче "вĕренме", ăсталăх сехечĕсенче паллă спортсменсемпе тренерсен опычĕпе паллашма, тренажерпа фитнес залĕсенче ÿт-пĕве тĕреклĕлентерме, бассейнсенче ишме, катоксенче конькипе ярăнма пултарчĕç.

Уйрăм керменсем те кĕрлесе тăчĕç. Тĕслĕхрен, "Спартакра" Шупашкарти электроаппарат завочĕн ĕçченĕсем волейбол турнирĕнче вăй виçрĕç, хулари 10-мĕш спорт шкулĕнче çамрăксем сĕтелçи теннисла вылярĕç, Валериан Соколов ячĕллĕ шкулта çемьесен эстафети иртрĕ.

Вĕçĕнче çакна каласа хăварас килет: канмалли кунсенче яланах спортăн тĕрлĕ енĕпе темиçешер ăмăрту иртет. Вĕсенче профессионал спортсменсем чи вăйли пулассишĕн кĕрешеççĕ, çамрăксемпе ветерансем хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ, çемьесемпе шкул ачисем те тупăшу хирне час-час тухаççĕ. Спорта юратакансемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем вара кашни кун спорт лапамне васкаса чун киленĕвне тупаççĕ.

 

А.МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.