ХĔВЕЛÇАВРĂНĂШ ТЫМАРĔ ТАСАТАТЬ
Пÿрене хăйăртан хĕвелçаврăнăш тымарĕпе тасатни чулсем пулса каясран хÿ-тĕленме пулăшать теççĕ. Рецептне çырса кăтартсан аванччĕ.
И. ВАСИЛЬЕВ.
Вăрмар районĕ.
1 стакан тымара 3 литр шыва ямалла, 7-10 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тымарне пăрахмалла мар. Шĕвеке кунне 5-6 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 2-3 кун.
Шĕвек пĕтсен юлнă тымара каллех 3 литр шыва ярса 15 минут вĕретмелле. Çавăн пекех ĕçмелле, анчах хальхинче пĕрер касăк лимон хушмалла.
Виççĕмĕш хут çав тымарах 3 литр шыва ярса 20 минут вĕретмелле. 2-3 кун çавăн пекех ĕçмелле.
Пĕрремĕш виçерен хатĕрленине ĕçсе пĕтерсен çĕнĕ тымартан шĕвек вĕретмелле, тепĕр курс пуçламалла. Вăл вĕçленсен - тепре... Тасату курсĕ валли вăтамран 250-300 грамм хĕвелçаврăнăш тымарĕ кирлĕ.
Хăйăр икĕ-виçĕ эрне сипленнĕ хыççăн тухма пуçлать, шăк тутăх тĕслĕ пулать. Шĕвеке шăк çуталичченех ĕçмелле.
Хатĕр шĕвеке пÿрене пулăшакан, паразитсене хирĕçле курăксен пуххи хушсан лайăх. Тĕслĕхрен, чăрăштăррине /хвощ полевой/, сар çип утине /зверобой/, хурăн çулçине, сĕлле, кишĕр çеçкин чечекĕпе симĕс вăррине пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тымар шывне вĕретнĕ хыççăн ямалла. 15-20 минут лартмалла та сăрăхтармалла.
Çак мелпе пÿресене çулталăкра пĕрре тасатмалла. Хăйăрпа пĕрле вĕтĕ оксалат тата урат чулсем ирĕлсе тухаççĕ, шыçни иртет. Унсăр пуçне апатланăва тĕрĕс йĕркелемелле: рационра чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла пĕ-çернĕ апатран икĕ хут ытларах пулмалла.
Асăрханăр! Шултра чулсем тата коралл евĕрлисем пулсан, шăк-арлăх тытăмĕн мăкăльлĕ чирĕсем, пÿрепе чĕре çитменлĕхĕ, гипертони аптратсан, операци хыççăн пÿрене тасатмалли процедурăсем юрамаççĕ.
Организма тасатмалли кирек мĕнле меслетпе усă курма пуçличчен тухтăрпа канашламалла.