Пучинкесем энциклопеди кăларасшăн
Хальхи вăхăтра «энциклопеди» сăмах çăвар уççи пулса тăчĕ. Ăслăлăх кăларăмĕсене вулакансем патне çитерес тĕллевпе кам кăна ĕçлемест-ши? Коллективсем кăна мар, уйрăм çынсем те тăрăшулăх, пуçарулăх кăтартаççĕ. Хуласен, районсен, ялсемпе поселоксен, тĕрлĕ шайри вĕренÿ заведенийĕсен, фабрикăсемпе заводсен т.ыт.те. Çавăн пек кĕнекесем кун çути кураççĕ. Ку ыйту ÿлĕмрен те кун йĕркинчех тăрĕ, çынсем ăна татса панă чухне тивлетлĕх-тивĕçлĕх палăрăмĕсене чи малти вырăна хурĕç.
Хыçа хăваракан çулсене, вунă çуллăхсене, унтан ĕмĕрсене вăхăт пĕр сиктермесĕрех шутланă майăн истори хăйĕн çул-йĕрĕпе малаллах кайса пырĕ, анчах вăл кирек хăçан та çын ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăнса тăрĕ, пуласси пĕр унран кăна килĕ. Пытармăпăр: вăхăтăн чарусăр чуппинче тепĕр чухне пурнăç куçăмне асăрхаса илме те çăмăлах пулмĕ. Эпир вара хамăрăн тимлĕхпе тата тăрăшулăхпа унăн пулăмĕсене «тытса юлма» та пултарăпăр. Мĕнле майпа? Çакна пурнăçа кĕртес тесен пирĕн хамăрăн ăс-хакăллăхпа ас тăвăма çеç хавшатмалла мар. Вĕсем - çынлăхăн чи лайăх енĕсем.
Шăпах çав шухăшпа хавхаланать те паян Йĕпреç районĕнчи Пучинке салинче ĕмĕрне ирттерекен Анатолий Иванович Петров. «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă» текен ваттисен сăмахне ун пиркиех каламан-ши? Ара, çуралнă тăрăхпа тачă çыхăннă унăн кун-çулĕ инженер-строитель дипломне илсен, «Красный партизан» колхоза кĕрекен ялсенче общество çул-йĕрне чылай хывнă, ун хыççăн асăннă хуçалăха 13 çул ытла ăнăçлă ертсе пынă, кайран вара район администрацийĕн пуçлăхĕн йывăр лавне 8 çула яхăнах тăвалла талпăнса туртнă çын тивĕçлĕ канăва тухсассăн та кĕрĕк арки йăваласа ларасшăн мар.
«Пирĕн хамăра сăпка сиктерсе ÿстернĕ атте-анне кĕтесне пур енлĕн те тĕплĕн пĕлмелле, - тет ветеран. - Хыçа юлнине, ун хыççăн килекеннине ăса хывса ăнланма тăрăшнипе пĕрлех тăван тăрăхра пулса иртекен ырă улшăнусене хак пама вĕренмелле, аслă ăрусем хăварнă пархатарлă йăла-йĕркене малалла хушса-аталантарса пыни обществăна истори ас тăвăмне çухатасран хăтарса хăварма пулăшĕ.
Пуçăма иленнĕ шухăшăмсен тĕрĕслĕхне ентешĕмсене ĕнетерÿллĕн кăтартса парас тесе Пучинке салипе Çирĕклĕ, Савкка тата Çĕнĕ Кĕлĕмкасси ялĕсен энциклопедине хатĕрлесе кăларас тĕллев тытрăм. Вăл ыттисенчен уйрăмрах пулĕ. Пĕрремĕшĕнчен, унăн авторĕ - пĕр-пĕр журналист е тавра пĕлÿçĕ мар, пĕр шухăш-тĕллевпе пĕрлешнĕ ушкăн. Иккĕмĕшĕнчен, çак кĕнекере Пучинке ял тăрăхĕнчи 4 ялта пурăнакан пур çемье çинчен те кĕскен çырса кăтартни вырăнлă пулĕ. Çакна йышăнмаллах - хальлĕхе эпир хамăр ĕçлесе пурăнакан тăрăхпа унăн çыннисем çинчен ытла та сахал пĕлетпĕр-ха.
Паллах, çак пуçару ăшă сăмаха тивĕçет. Ăна ĕçпе çирĕплетесси йывăрлăх-чăрмавпа тата канăçсăр шыравпа çыхăннине лайăх пĕлет Анатолий Иванович. Пулас энциклопеди валли кирлĕ материалсем пухма йĕркеленĕ ушкăн ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ. Яваплă çынсем кашни килте пулнă, кашни çемьен пурнăç çулне тĕплĕн палăртакан кăтартусен ытларах пайне вырăнти «редакцине» - «Красный партизан» колхоз правленине - çитерсе пама та ĕлкĕрнĕ. Çынсем Петровпа ытти хастар пуçарăвне хапăлласа йышăнни çакăнтан та уçăмлăн курăнать: вĕсем, пулас кĕнеке кашни çемье сĕтелĕ çинче выртма тивĕçлĕ тесе, пурте хăйсем пултарнă таран укçа-тенкĕпе пулăшасшăн. Ĕç-хĕл кунашкалах кал-кал пырсан Пучинкесен энциклопедийĕ 2015 çулта - колхоз пĕрлешсе пысăкланнăранпа 65 çул çитнĕ тĕле - кун çути курас шанăç пур.
«Эпĕ ентешĕмсене чун-чĕререн шанатăп, - тет Анатолий Иванович. - Вĕсем пур ĕçе те йышпа, нимелле тума хăнăхнă. Темĕнле йывăр, кăткăс самантсенче те пĕрлешÿллĕ хуçалăха сыхласа хăварчĕç. Пулас кĕнекере иртнĕ вăхăтпа пĕрлех паянхи кун таппи те сисĕнсе тăмалла. Пĕр кил-йыш туйăмĕллĕ çынсене пĕрлештерекен çемьесенче телей, ăнланулăх хуçалантăр тесен хутшăнусен çирĕплĕхĕпе ăс-хакăллăхĕ тата кăмăлсен пĕрлĕхĕ чи малти вырăнта пулмаллине лайăх тавçăрса илнĕ пирĕн таврара...»
Анатолий Иванович мана Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай хăйне халал сăмахĕсем çырса парнеленĕ «Чунăм манăн, чунăм» кĕнекине кăтартрĕ. Унта «Пучинке» ятлă сăвă та пур иккен. «Пучинке вăл - таврара пĕртен пĕрре», - хавхаланать сăвăç, авалхи чăваш ялĕн çыннисен ÿсĕм-çитĕнĕвне курса. Çакăн пек чыса тивĕçекен тăрăхра пурăнакан кашни çыннăн аллинче хăйсен тĕп кĕнеки пулмаллах. Ăна «Камай уйне» килекен хăнасем те хапăлласах йышăнасса шанас килет.
Геннадий КУЗНЕЦОВ.
Йĕпреç районĕ