Комментари хушас

3 Çĕртме, 2015

Пăр керменĕ йыхравлать!

Паян конькипе ярăнма юратакансемпе хоккейпа туслисемшĕн, спортсменсемпе ачасемшĕн пысăк уяв - Чăваш Ен тĕп хулинче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕ уçăлать.

Пысăк та хăтлă кермене 2011 çулта тума пуçланă. Анчах укçа-тенкĕ çитменнине пула строительство вăрăма тăсăлса кайнă. ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - спорт объектне тумашкăн тĕрлĕ çăлкуçран 1,6 млрд тенкĕ тăкакланă. Тĕслĕхрен, «Физкультурăпа спорта аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен 2014 çулта - 120 млн, кăçал - 150 млн уйăрнă. Маларах «Газпром» пĕрлешÿ /250 млн тенкĕ/ тата ытти инвестор пулăшу панă, банкран та кредит илнĕ. Строительствăна «Голицын» компани /ертÿçи - А.Коротков/ пурнăçланă.

Шупашкарти чи пысăк та чаплă спорт сооруженийĕ континент шайĕнчи хоккей лигин ыйтăвĕсене те тивĕçтерет. 7,5 пин çын вырнаçакан тĕп арена, тренировка ирттермелли каток, тренажер залĕ, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем, кафе, конференц-зал, медицинăпа сиплев центрĕ, автомобильсене лартмалли лапам, хуçалăх пÿлĕмĕсем т.ыт. «вырăн тупнă» керменте. Малашне унта хоккейçăсем, шорт-трекерсем, фигуристсем, баскетболистсемпе волейболистсем ăмăртусене хатĕрленĕç, тĕрлĕ турнир-чемпионат ирттермелли тĕп лапам та, концертсемпе уявсем йĕркелемелли центр та пулса тăрĕ вăл. Калăпăр, июнĕн 24-27-мĕшĕсенчех çĕнĕ объектра «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав ĕçлесси те паллă.

Кун пек объект пирĕн çĕршывра пĕрре мар. Çак пуянлăхпа Хусан, Санкт-Петербург, Тольятти, Саранск, Белгород, Петрозаводск тата ытти хула мухтанма пултарать. Акă, эпир те, Чăваш Республикинче пурăнакансем, Пăр керменĕллĕ пултăмăр. Вăл пире яланах хапăл туса кĕтсе илĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.