Туслă, тăванла халăхсен уявĕ
Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах-мĕн. Акă, Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те хупăнчĕ. Ултă кун тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулине, Етĕрнепе Красноармейскине, Пăрачкава. Мĕншĕн шăпах вĕсене-ха? "Культура территорийĕ" ята кăçал шăпах вĕсем тивĕçнĕ.
Малтан палăртнă пекех унта вун-вун кинокартина кăтартрĕç, актерсем, режиссерсем, кинокритиксем, сценаристсем, продюсерсем хутшăнчĕç. Ытти çулта ятлăраххисем, паллăраххисем ытларах килнĕччĕ, кăçал, тен, сахалрах пулчĕç. Сăлтавĕ пирки маларах асăннăччĕ: экономика кризисĕ самай "ура хучĕ". Çавна пула чаплă-чаплă артистсенех хĕрлĕ кавир тăрăх та уттараймарăмăр, вĕсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен те ыйтса пĕлеймерĕмĕр. Апла пулин те лайăх кинокартинăсем пăхса килентĕмĕр. Çак шухăша кинофестивалĕн программа директорĕ, илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев темиçе тĕлпулура та палăртрĕ. Петер Франценăн илемлĕ фильмсен конкурсне тăратнă "Над темными водами" /Финлянди/ картинипе паллаштарнă вăхăтра та çакнах палăртрĕ: "Çак ĕçе Шупашкар кинофестивалĕнче çеç пăхма май пур, Раççей прокатĕнче вăл çук. Тен, пулмĕ те". Ыттисем пирки те - Вера Глаголеван "Две женщины", Винко Брешанăн "Дети священника" /Хорвати/, Алексей Горловăн "История одной старушки" /Казахстан/... - пысăк экран çине çывăх вăхăтрах тухасса шантармарĕ. Çавăнпа та фестиваль хула çыннисемшĕн чăннипех тем пек кĕтнĕ парне вырăннех пулчĕ. Малалла вулас...