Комментари хушас

Хальхи вăхăтра холестерин пирки нумай калаçаççĕ. Пĕрисем - усăллă, теприсем сиенлĕ тесе каланине час-часах илтме пулать. Холестерин шайне тытса пыма çуллă çимĕç çиме юрамасть-мĕн. Тĕрĕсех-ши çакă? Организмра вăл ытлашши пухăнасран мĕнле асăрханмалла?

Анна Васильевна, ĕç ветеранĕ. Патăрьел районĕ.

Чăн та, нумайăшĕ холестерин сывлăхшăн сиенлĕ тесе шутлать. Анчах ку тĕрĕсех мар. Пурĕ виçĕ тĕслĕ холестерин пур. Вĕсем кашниех организма витĕм кÿреççĕ. Тĕплĕрех вĕсене тишкерер-ха.

ЯПĂХХИ ТАТА ЛАЙĂХХИ

Пирĕн пĕвер хăех холестерин туса кăларать - вăл клетка мембранне тата гормон синтезне йĕркелеме кирлĕ. Апла ку лайăх холестерин. Организмшăн та çителĕклех темелле. Анчах унсăр пуçне эпир апат-çимĕçпе те организма холестеринпа пуянлататпăр. Вăл каллех лайăх та, япăх та пулать. Ÿсен-тăран çăвĕнче, пулăра, мăйăрта усăллă холестерин нумай. Сиенли - çуллă аш-какайра.

Япăх холестерина организмран тасатса кăларма лайăххи кирлĕ. Унăн ĕçĕ такси пек. Енчен такси юрăхсăра тухсан сиенлĕ холестерин юн тымарĕсем çумне пухăнма тытăнать. Вăл юн тымарне хупласа лартма, инфаркт е инсульт патне çитерме пултарать.

СУСĂРРИ

Лайăх тата япăх холестеринсăр пуçне сусăрри те пур. Юн тымарĕсемшĕн сиенлĕ апат-çимĕçре нумай вăл. Анчах сусăр холестерин ыттисенчен тата хăрушăрах.

Ăсчахсем тĕпченĕ тăрăх, шăпах виççĕмĕш холестерин атеросклероза аталанма пулăшать. Ку чир вара чĕре ишемийĕ патне çитерет, вăхăтсăр пурнăçран уйăрать. Çитменнине – вăл лайăх холестеринпа та организмран тухмасть. Унтан асăрханмалли пĕртен пĕр мел - çуллă апат-çимĕç çимелле мар.

Холестерин шайне мĔнле

ЙĔРКЕЛЕМЕЛЛЕ?

Чир-чĕр шала кайиччен япăх тата сусăр холестерин шайне чакармалла. Çакна валли пысăк укçа та, эмел те кирлĕ мар. Кулленхи рациона улăштармалла кăна.

Пĕрремĕшĕ, çуллă аш-какай ан çийĕр. Услам çу та сахалрах çиме тăрăшăр. Вĕсем вырăнне пулă хатĕрлĕр - унра çу кислоти пур, вăл организмра лайăх холестерин йĕркелеме пулăшать.

Иккĕмĕшĕ, ÿсен-тăран çăвне ытларах çимелле ?олив, хĕвелçаврăнăш тата ытти те%. Мăйăр та усăллă кислотапа пуян.

ПĔЛМЕ

Çын чĕлĕм туртсан япăх холестерин сиенлĕхĕ ÿсет. Çавăнпа çак усал йăларан хăпма тăрăшăр.

Организма сиенлĕ япаласенчен тасалма хускану пулăшать. Вăй çитнĕ таран ĕçлемелле, утмалла, зарядка тумалла. Çур сехет утни те лайăх холестерин шайне 10 процент ÿстерет.

Енчен япăх холестерин шайĕ хăпарса кайнă пулсан эмел ĕçмех тивет ?сăмахран, станин%. Паллах, сипленме пуçличчен тухтăрпа канашламалла.

ÇĂМАРТА ÇИМЕЛЛЕ-ШИ?

Нумайăшĕ аш кăна мар, çăмарта та сиенлĕ тесе шутлаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл та выльăх апат-çимĕçĕ шутланать-çке. Анчах ку йăнăш пулать. Ашпа танлаштарсан çăмартара çу çук. Шăпах çура япăх холестерин нумай. Çавăнпа çăмарта çийĕр, унра усăллă белок туллиех.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.