Комментари хушас

20 Çу, 2015

Хуралтă вырăнне - кермен?

Хăй вăхăтĕнче Шупашкарта ĕç вăйĕ çитменнипе Чăваш Ен тулашĕнчен те, унăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те çĕр-çĕр рабочи куçса килнĕ, станоксен умне тăнă, е кирпĕч хунă, е... Ĕç вырăнĕпе кашнинех тивĕçтернĕ пулсан, пурăнмалли кĕтес çинчен çаплах калама хĕн - общежитисенче те чылайăшĕ валли вырăн тупăнман. Çемьеллисем пирки калама та кирлĕ мар. 1960-мĕш çулсем хыççăн Шупашкар хулин айккисенче, çырма хĕррисемпе /мĕн пытармалли пур - тĕпĕсенче те/ - ăçта пушăрах лаптăк пур, вĕсенче татăк-кĕсĕк хăмаран çапса тунă, кăшкарне пăчкă кĕрпипе тултарнă, тăррине рубероидпа витнĕ хуралтăсем /вĕсене ÿсĕмри çынсем лайăх астăваççĕ/ ÿсе-ÿсе ларатчĕç. Халĕ кам пĕлмест-ши "Шанхай" поселока? Кунти кутран-кута "хĕсĕннĕ" пĕчĕк çеç лапчăк пÿртсенче чăваш халăхĕн миçе ăрăвĕ çуралса çитĕнмерĕ-ши? Аш-какай комбиначĕн проездĕнче те, МОПР тата Пĕрремĕш Пионер урамĕсем текен вырăнсенчи витепе танлаштармалли çуртсенче халăх мĕн чухлĕ асапланмарĕ-ши? Кашниех çак терт вăхăтлăх тесе шухăшланă, вăхăт çитсен хăтлă хваттерлĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Саманасем улшăннă май вĕсен умне пысăк хăрушлăх тухса тăнă: çак хуралтăсене лартнă чухне вĕсем хула влаçĕнчен нимĕнле ирĕк те илмен-çке. Лешĕсем те ун чухне асăрхаманçи пек пулнă, ахăртнех. Паян, авă, çурчĕ те хăйсен мар иккен, çĕр лаптăкĕн саккунлă докуменчĕ те çук. Апла-тăк...

Хула анлăшĕпе ÿссе-аталанса пынă май унăн инфратытăмне çĕнетме, хăтлăлатма çĕр çитменни палăрма тытăннă. Çавăнпа генеральнăй планпа килĕшÿллĕн хула администрацийĕн хăтлăхсăр, лапчăк çуртсемлĕ /чăн та, кун пек калани те тÿре килмест - вĕсем вырăнне икĕ-виçĕ хутлă коттедж та чылай çĕкленнĕ/ çĕнĕ микрорайонсем тума йышăннă. Унта пурăнакансен вара ăçта кайса кĕмелле? Çакă уйрăм çынсемпе влаç тытăмĕсен хушшинче ăнланманлăх, çивĕч ыйтусем çуратать.

Хула администрацийĕ çав вырăнсенче нумай подъездлă çуртсем çĕклеме тĕп подрядчика палăртас тĕллевпе ирттернĕ аукционра "Лидер" ООО çĕнтернĕ. Ăна кивĕ çуртсен хуçисене е палăртнă нормăпа /33 тăваткал метр/ хваттерпе тивĕçтерме, е ятарлă комисси хакланипе укçан компенсаци пама килĕшÿсем хатĕрлеме сĕннĕ. Хăмаран çапса тунă пÿртсен çыннисем нормăпа килĕшнĕ, çĕнĕ хваттер илме документсене алă пуснă. Хăтлăрах çуртсенчисене асăннă норма "çырлахтарман". Пĕр пĕтĕмлетÿ патне çитес вырăнне вĕсем халăха пăтратма, тĕрлĕ сас-хура сарма, алă пуснисен шухăшне улăштарма ыйтса ÿкĕтлеме тытăннă. Саккуна пăхăнмасăр "засыпушка" лартнисем те, çĕршĕн нимĕнле документ илменнисем те хăйсен прависене "кăшкăрашу мелĕпе" хÿтĕлеме тытăннă. Умра суйлав пулнипе ăна политика сĕмĕ кĕртме хĕмленекенсем те тупăннă. Ыйтăва республикăн ертÿлĕхĕпе татма килĕшмесĕр Мускавра, унти массăллă информаци хатĕрĕсенче, пулнă. Забастовка ирттересси çинчен пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев подрядчикпа килĕшÿ туманнисен шаннă çыннисемпе курнăçрĕ. Тĕлпулăва Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Ладыков, ЧР строительство министрĕ - вице-премьер Олег Марков, шалти ĕçсен тата прокуратура органĕсен яваплă çыннисем, генподрядчик представителĕсем хутшăнчĕç.

- Пĕрле темле йывăр лару-тăруран та тухма, кирек мĕнле ыйтăвăн хуравне те тупма пулать, - терĕ Михаил Васильевич "Кувшинка" микрорайон аталанăвĕпе паллаштарнă май. Тĕлпулăва килнисенчен ытларахăшĕ халăхра "Аш-какай комбиначĕн проезчĕ" текен вырăнтанччĕ.

- Эпир икĕ енĕн интересĕсене те хÿтĕлеме тăрăшатпăр. Енчен çакна пăхăнмасан каллех сас-хура каять, хирĕçтăру амаланать. Пурнăç саккунĕсене улшăну кĕртнине те асрах тытмалла. Ĕлĕкхи йĕркепе пурăнма тăрăшни те килĕшÿллех мар. Ăнланман самантсене калаçса килĕшсе уçăмлатма тăрăшни аван... - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев та, хула ертÿлĕхĕ те кунти лару-тăрăва питĕ лайăх пĕлсе тăраççĕ пулин те кашнине уйрăммăн итлерĕç. Тавлашуллисен ыйтăвĕсене "Лидер" ООО представителĕ Алексей Лапшин хуравларĕ. Алексей Юрьевич пур сĕнĕве те шута илни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх мунча пысăкăш пÿртре хăй вăхăтĕнче 7-8 çынна, е ытларах та, пропискăна тăратнă. Хăшпĕр çуртăн хуçи те паллă мар, çу вăхăтĕнче кăна кунти виçшер сотка çĕрĕ çинче чавма-лартма килеççĕ. Хăтлăрах çуртсенчисем /коттеджрисем тейĕпĕр/ компенсаци шайĕпе сĕнекен хваттер калăпăшĕпе килĕшмеççĕ. Çакна шута илсе ятарлă хаклав комиссийĕн йышне çирĕплетнĕ, юридици специалисчĕсем ĕçлеççĕ.

Генподрядчик темиçе позицире çĕклекен çуртсенчи чылай хваттер хуçи паллă ĕнтĕ. Ĕнерхи тĕлпулу хыççăн вĕсен йышĕ ÿсесси иккĕленÿсĕр. Мĕншĕн тесен уççăн калаçнă хыççăн шухăш-кăмăлĕ улшăннисем пулаççех тесе çирĕплетме пулать.

 

Юрий ЛИСТОПАД

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.