Улмуççи хуппи хăйпăнсан
Чылай çул ÿсекен улмуççи /21 çул/ вуллин аялти пайĕнчи хуппи çуркаланса пĕтнĕ, тĕллĕн-тĕллĕн хăйпăнса ÿкес пекех. Вулă çинче шапа хуранне асаилтерекен вырăнсем йĕркеленнĕ. Йывăçăн çамрăк тураттисен хуппи те çуркаланать. Мĕн тумалла, улмуççие епле сиплемелле?
Лариса иванова. Канаш районĕ.
Ватă улмуççисене, паллах, çамрăккисемпе улăштарсан аван. Анчах лайăх сорт пулсан е йывăç сире пĕр-пĕр ырă çынна асаилтерсен ăна çăлма май пур. Вăхăт иртнĕçемĕн çын та, йывăç та тăтăшрах чирлет, çавăнпа улмуççи хуппи хăйпăнни сайра тĕл пулакан пулăм мар. Хăйпăнма тытăннине пĕр çĕртре кăна асăрхасан çав вырăна ятарлă тимĕр щеткăпа ?ăна сад инструменчĕсем сутакан кирек мĕнле лавккара та туянма пулать% тасатмалла, хăйпăнма пуçланă хуппа илсе пăрахмалла та йывăçа шуратмалла. Тасатнă чухне йывăçăн сывă пайне сиенлетесрен асăрханăр. "Чирлĕ" вырăна сипленипе пĕрлех ытти туратпа вулла та шуратăр. Çакă ытлашши пулмĕ, чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хÿтĕленме пулăшĕ. Кун пек чухне улмуççи пĕр çулталăкран вăй илет. Енчен те йывăç хуппи пĕр вырăнта çеç мар, турат йĕри-таврах хăйпăнсан ку турата йăлт касмалла. Капла тусан эсир вăл е ку чире аталанма памастăр. Каснă вырăна садра усă куракан хутăшпа сĕрме ан манăр.