Комментари хушас

8 Çу, 2015

Икĕ çунатран пĕрин ăшшине те курмарăм

Çын хыпарсăр çухалмасть теççĕ. Анчах манăн атте Георгий Петров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă.

Анне Дария Леонтьевна 1948 çулта сарăмсăр вилчĕ. Тылра хастар ĕçленĕшĕн медаль те пурччĕ унăн. Аттерен çамрăклах пĕччен юлнă пулин те ятне яман вăл.

Мана вара, хÿтлĕхсĕр хĕре, пĕр çăмăллăх та пулмарĕ. Ара, эпĕ никама та кирлĕ пулман ĕнтĕ. Ял канашĕ ун чухне те ĕçленĕ-ха, анчах пулăшма никам та шухăшламан. Пирĕн класс ертÿçи Мускавран килнĕ çамрăк вĕрентекен Мая Михайловначчĕ. Эпĕ 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл пирĕн киле пырса курчĕ те районти вĕрентÿ пайĕнчен мана уйăхсерен 22 тенкĕ укçа памалла турĕ. Асапăма майра, чăвашла пĕлмен çын, ăнланчĕ. Паян кун та ăна ырăпа аса илсе тав тăватăп. Выçăллă-тутăллă, çĕтĕк çÿресех 10 класс пĕтертĕм çапла.

Ачалăхăмпа çамрăклăхăм çав тери тертлĕ иртрĕ. Атте вăрçа тухса кайнă чухне 6 уйăхри ача пулнă эпĕ. Анне вилнĕ чухне тăхăртаччĕ. Икĕ çунат айĕнче çуралса пĕрин ăшши те юлмарĕ. Асаннепе иксĕмĕр пурăнкаларăмăр. Унăн та куçĕ курмастчĕ. Аттен пиччĕшĕ Василий вăрçăра вилнĕччĕ, ун ячĕпе асаннене 50 тенкĕ укçа килетчĕ. Мĕнпур мул та çавă çеç пулнă.

9 çулта кăна пулин те кĕркунне мана та 5 чалăш ыраш ани виçсе пачĕ бригадир. Çурлапа вырма, кĕлте çыхма аннех вĕрентнĕччĕ. Хĕвелпе пĕрле тăрса вăл аниччен шăрăхра ана çинче асапланаттăм. Шкула кайма та вăхăт çитетчĕ - тулă ани ниепле пĕтме пĕлместчĕ. Ăна вырма çукчĕ тата - тăпăлтармаллаччĕ. Суратне те, çĕмелне те хамăнах тумаллаччĕ. Çăвĕпе тар юхтарса ĕçлесе илнĕ 5 михĕ тырра лашапа илсе килсен асанне те савăннипе, те хурланнипе макăрчĕ. «Тинех çăкăр çийĕпĕр», - терĕ.

Ача тесе ачашламан мана. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех лаша кÿлнĕ. Пĕр ирхине тислĕк тăкма тесе пуçтарăннăччĕ. Урапа çине ларса тилхепине тытма те ĕлкĕрнĕччĕ, те çук та - лаша çырманалла сиккипе чуптарчĕ, унтан каялла конюх умне ĕрĕхсе çитрĕ. Мĕнле ÿксе юлман-ши эпĕ? Çапла пĕр вилĕмрен çăлăнтăм.

Çуллаччĕ ун чухне. Бригадир мана урапа çине пĕр пичке лартса кÿршĕ яла солярка илме ячĕ. Хуçа патне килнех кĕтĕм. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитнĕччĕ ахăр. Мана итлесе те пĕтермерĕ вăл - кăшкăрма тытăнчĕ. Апат çиме чăрмантарнăшăн вăрçса пĕтерчĕ. Тухрăм та макăрсах ятăм. Ара, эпĕ хама валли ыйтмастăп-çке. Ярса парсан соляркăна трактор патне чиперех çитертĕм.

Çу кунĕсенче тислĕк тăкнă, утă турттарнă пулсан, хĕлле уйран улăм илсе кĕмеллеччĕ. Асаннепе иксĕмĕре колхоз уйăхсерен 8 килограмм тырă паратчĕ. Пĕррехинче ăна илме кайсан ампар хуçи ман çине сиксе ÿкрĕ. «Колхозăн пулăшмалла-им сире? Сирĕн ăна пулăшмалла мар-им?» - тесе вăрçрĕ. Ун чухне çумăр пĕлĕчĕсем капланса килнĕччĕ. Халăх михĕсем йăтатчĕ. Мана та вĕсем патне ячĕç, пĕр михĕ хучĕç хам çине. Эпĕ ун йывăрăшне чăтаймасăр ÿкертĕм. Йĕре-йĕре каласа кăтартрăм çаксене асаннене. Вăл мана лăплантарса: «Çав арçын вăрçăра та пулман, ача та ÿстермен. Çавăнпах çын нушине ăнланмасть», - терĕ.

Мĕншĕн çыратăп-ха çаксене? Аттесĕр, аннесĕр ÿсрĕм. Вăрçăран таврăнайман салтаксен ачисене тимлĕх уйăрманни чĕрене ыраттарать. Çĕнтерÿ кунĕнче те пирĕн ятпа пĕр ăшă сăмах та каламаççĕ-çке. Камшăн çапăçса вилнĕ-ши пирĕн аттесем?

Евгения ИВАНОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.