Комментари хушас

29 Ака, 2015

Петуни хăçан акмалла?

Петуни чечекне пÿрт умĕнчи пахчана хăçан акмалла-ши? Вăл лайăх çурăлтăр тесен мĕн тумалла?

Галина Ландышева. Етĕрне районĕ, Йÿçпан ялĕ.

1. Петуни вăрлăхне çанталăк ăшăтсан, май уйăхĕн çурринче уçă вырăна акаççĕ. Хăвăртрах шăтса тухма йăрана полиэтилен пленкăпа хупламалла.

2. Тепĕр мелпе вара ÿсен-тăрана февральтех акмалла. Тăпрана кĕркуннех хатĕрлеççĕ. Çĕрĕк тăприне хăйăрпа тата садри тăпрапа хутăштармалла. Хатĕрскере йывăç ешчĕке тултарса урама е верандăна шăнтма лартмалла. Январь пуçламăшĕнче ăшă вырăна куçармалла.

3. Тăпра лайăх ăшăнсан, типсен унта чечек акмалла. Акас умĕн тарăнах мар йĕр тумалла, шăвармалла. Унта çÿхе хут салфетка хумалла. Кăштах çĕр çумне пусăрăнтармалла. Йывăç патакпа вăрлăха хут çине хурса тухмалла. Ăна çĕрпе хупламаççĕ. Çиелтен шывпа кăштах сирпĕтмелле, ешчĕке полиэтилен пленкăпа хупламалла.

4. Хĕл вĕçĕнче калча хатĕрлеме пулать. Мĕншĕн тесен çак чечекĕн хăш-пĕр тĕсĕ майĕпен çитĕнет. Çеçкене лариччен самай кĕтмелле.

5. Ешчĕке пÿлĕме, лампа айне, лартмалла. Калчана шăтса тухма 20-23 градус ăшă кирлĕ. Пĕрремĕш çулçи курăнсанах ?10-20 кунран% пленкăна илсе ÿсен-тăрана уçăлтармалла. Сывлăш температури 13-15 градус ăшă пулмалла. Виççĕмĕш çулçи тухсан сайратмалла ?калча çăра шăтсан%.

6. Чечеке 3-4 кунра пĕрре шăвармалла. Çанталăк ăшăтсан ăна çĕр çине куçарса лартма юрать. Пĕр хут усă куракан пластик стакан тĕпне шăтармалла. Унти тăпрана хура тул е вир хуппи хушмалла. Çак мелпе куçарса лартнă петуни çирĕп те аван çитĕнет, маларах çеçке çурать.

Хĕл иртнĕ май вăрлăха пахчана тÿрех акма тивĕ. Çапах малашне калчана хĕлле хатĕрлеме сĕнесшĕн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.