Куççуль витĕр шăраннă юрăсем
Çак кунсенче Чăваш наци музейĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă "Кам-ха калĕ вăрçăра юрă-кĕвĕ кирлĕ мар тесе." курав уçăлчĕ. Вăл Наци музейĕн тытăмĕнчи Çар мухтавĕн музейĕн материалĕсене пуянлатать, яланхи экспозицири темăсене туллинрех уçса пама пулăшать. Мухтавлă уявпа çыхăннă куравăн тĕп тĕллевĕ - хăрушă вăрçăра паттăрлăх кăтартнă аттесемпе асаттесене пуç тайни тата пултарулăх интеллигенцийĕпе культура деятелĕсен Çĕнтерĕве çывăхлатас ĕçри тÿпине палăртни. Малалла вулас...