Комментари хушас

24 Ака, 2015

Кĕнекепе туслисем - чунпа пуяннисем

Чăваш наци библиотекин, ЧР Профессионал писательсен союзĕн тата Чăваш кĕнеке издательствин пуçарăвĕпе 2003 çултанпа «Чăваш Ен литератури» конкурс иртет. Унта çавăн пекех муниципалитет вулавăшĕсем, вулакансем хастар хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вун-вун кĕнеке çĕнтерÿçĕ пулчĕ, пин-пин вулакан илемлĕ литературăпа çывăхланчĕ.

Ĕнер вара 2013 çулта кун çути курнă кĕнекесенчен чи лайăххисене палăртрĕç, çавна май Наци библиотекине районсенчен библиотекарьсемпе вулакансем, тĕп хулара пурăнакан çыравçăсем пуçтарăнчĕç.

Чыслава ертсе пыракансем çакна палăртрĕç: кăçалхи вунвиççĕмĕш конкурса республикăри 21 районти тата 5 хулари 200 ытла вулавăш хутшăннă. Унта чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ 192 кĕнекене тăратнă. Чи-чи маттуррисене палăртас тĕлĕшпе 51133 вулаканăн сĕнĕвне шута илнĕ. Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов ертсе пыракан жюри çĕнтерÿçĕсене çак номинацисемпе палăртнă: «Чăваш кĕнеки» /тăван чĕлхепе çырнă проза произведенийĕ/, «Лучшая проза» /вырăсла çырнă произведени/, «Асамлă йĕрке» /поэзи жанрĕпе чăвашла çырнă произведени/, «Волшебная строка» /поэзи жанрĕпе вырăсла çырнă произведени/, «Ача-пăча тĕнчи» /чăвашла çырнă ача-пăча кĕнеки/, «Детская Вселенная» /вырăсла çырнă ача-пăча кĕнеки/, «Кĕнеке тĕп хули» /конкурс йĕркелес енĕпе чи лайăх ĕçленĕ район/, «Вулав çĕнтерÿçи» /7-14 çулти, 15-22 çулти, 22 çултан аслăраххисен хушшинче чи нумай вулакансем/.

Конкурсра çĕнтернисене, çавăн пекех ытти вулакана, писательсене Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова, жюри председателĕ Виталий Родионов, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев саламларĕç.

Туятăп: «Хыпар» тусĕсен конкурс çĕнтерÿçисен ячĕсене пĕлес килет. Паллаштаратпăр.

«Чăваш кĕнеки» номинацире Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» романне çитекенни пулман. Уншăн 8208 çын сасăланă. Ангелина Ивановна вулакансем хушшинче тата çак произведенисемпе те - «Саланнă кĕлте», «Сапаскар хĕрĕ», «Ыраш шăркана иккĕ лармасть» - палăрнă.

«Лучшая проза» номинацире - вырăсла пичетленнĕ кĕнеке - Кузьма Турханăн «Свияга впадает в Волгу» истори романĕ мала тухнă. Ăна Аристарх Дмитриев куçарнă.

«Ача-пăча тĕнчи» номинацире Николай Ишентей çырнă «Ырă ĕçсен команди» /калавсем/ çĕнтерчĕ. Ачасем валли вырăсла çырнă произведенисен хушшинче Надежда Медюкован калавĕсем палăрчĕç.

«Асамлă йĕрке» номинацин дипломĕсене «Чăваш литературин антологийĕ» кăларăма хатĕрлекен Виталий Родионовпа Валерий Алексеев тивĕçрĕç.

«Кĕнеке тĕп хули» ята хальхинче Çĕнĕ Шупашкарти библиотека /пĕрремĕш вырăн/, Элĕк районĕнчи /иккĕмĕш вырăн/ тата Комсомольски районĕнчи тĕп вулавăшсем тивĕçрĕç. Конкурс йĕркелес енĕпе вара Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Йĕпреç районĕсенчи тĕп библиотекăсене палăртрĕç.

Ялти вулавăшсем те хастарлăх кăтартнă. Сăмахран, Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелти вулавăшсене парнесемпе тата дипломпа хавхалантарчĕç. Унсăр пуçне тата темиçе библиотекăна конкурс дипломне пачĕç.

Чи нумай вулакансем хушшинче çаксене асăнмалла: 14 çула çитичченхисенчен - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти 6-мĕш «Б» класра вĕренекен Иван Ракова* Элĕк районĕнчи Тавăт шкулĕн 4-мĕш класĕнчи Алиса Григорьевăна* Муркашри вăтам шкулти 6-мĕш «Б» класри Ангелина Ястребовăна. 15-22 çултисем хушшинче Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Карина Семенова пĕрремĕш вырăна тухрĕ, 22-рен аслисенчен Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмĕнче пурăнакан Маргарита Михайловăна çитекен пулмарĕ.

Çĕнтерÿçĕсен шухăшĕсене пĕлес килчĕ. Мĕн хавхалантарнă вĕсене çав произведенисемпе ĕçлеме?

Аристарх Дмитриев: Кĕнеке - çынна ĕмĕр тăршшĕпе аталанма пулăшакан вăй. Кунне вунă страница та пулин вулама вăхăт тупакан çын телейлĕ тесе шухăшлатăп.

Кузьма Турхан произведенийĕ мана çамрăкранах кăсăклантарнă. Эпĕ ăна студент чухнех куçарма пуçланă. Кайран пĕр хушă чарăнса илнĕ. Çак ĕçе, пĕтĕмĕшле илсен, 7-8 çул патăм пулĕ. Икĕ кăларăмпа тухрĕ. Пĕрремĕшĕ çийĕнчех саланса пĕтнĕрен тепре пичетлерĕç. Турхан - энциклопедист. Истори факчĕсене тĕрлĕ архивра пуçтарнă. Истори чăнлăхĕ енчен произведени пысăк шайра. Илемлĕх енчен - ăна вулакан хаклать. «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романпа паллашиччен чăваш историйĕ çавăн пек тарăн иккенне пĕлмен. Çак ĕç маншăн тепĕр институт пĕтернĕ пекех пулчĕ. Акă, унăн дипломне те пачĕç. Маттур, Турхан! Сумлă ят. Манма юрамасть, ăруран ăрăва пытăр.

Николай Ишентей: Кунашкал конкурсра çĕнтерÿçĕ ята тăваттăмĕш хут илни хамшăн та кĕтменлĕх. Эппин, манăн кĕнекесем халăха кирлĕ.

Чăнах та, ача-пăча валли килĕшÿллĕ, юрăхлă кĕнеке хатĕрлесси питĕ яваплă ĕç. Ачасем хăйсем вуланă кĕнекери сăнарсенчен пурнăçа йĕркелеме вĕренеççĕ-çке. Паян ача мĕнле кĕнеке алла илсе вулать, ыран çавăн пек пуласлăх кĕтет пире. Ачасем шкул сакки çинче ырăпа усала уйăрма вĕренмесен каярах, çитĕннĕçемĕн, ыр-усал чиккине палăртми пулать çын. Кĕнеке чун-чĕрене уçма пултарсан тин вулакан ăна чăн-чăн тус вырăнне йышăнать.

 

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.