Комментари хушас

24 Ака, 2015

Кашни ветерана - хваттер

Паллах вĕсем пурте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçу хирĕсенче эрни-эрнипе окопсемпе траншейăсенчен, çĕрпÿртсенчен тухмасăр, пăшала алăран вĕçертмесĕр çапăçнă паттăрсем, нимĕç фашисчĕсене тĕппипе çапса аркатса тăнăç пурнăçа таврăнса хăтлă çурт-йĕр çавăрма, юхăннă хуçалăха çĕклеме, ача-пăча çуратса йăха тăсма ĕмĕтленнĕ. Нумайăшĕн ĕмĕчĕ чăнлăха çаврăнайман: вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайман, «эпĕ чĕрĕ-сывă таврăнтăм!» тесе тăванĕсене савăнтарайман. Аслă Çĕнтерĕве туптанисен - чĕррисен тата пуç хунисен - умĕнче эпир кашниех татма çук пысăк парăмра. Чĕрĕ юлнă тата халĕ пурăнакан çĕнтерÿçĕсене патшалăх çĕршывăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварнăшăн тав туса вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшать.ъ

Чăваш Енре, акă, сăмахран, 2010 çултанпа 5538 фронтовика, вăл шутран - 1324 вăрçă инвалидне, пурнăç условийĕсене лайăхлатма тĕрев панă. Çак тĕллевпе федераци хыснинчен тата республика бюджетĕнчен уйăрнă 5,27 млрд тенкĕпе усă курнă.

Çак хисепе тивĕçнисенчен пĕри - Павел Иванов çемйи. 17 çул тултарсанах нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма тухса кайнă Павел Николаевич. Вăл Тутар Республикинчи Апас районĕнчи Тапăр-Черки ялĕнче çуралнă. 13 çула кайсан вĕсен çемйи Донбаса куçса кайнă. Пĕр тапхăр тăшман оккупациленĕ çĕрте те пусмăрлăхра пурăнма тивнĕ Ивановсене. Хĕн-асап, нуша чылай тÿснĕ çамрăк нимĕç фашисчĕсемпе вирлĕн çапăçать. Керчь хулишĕн пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ пĕрремĕш наградăна - «Паттăрлăхшăн» медале - Павел Иванов вăрçă чарăннă хыççăн Шупашкара куçса килсе кунти электроаппаратура заводĕнче ĕçлеме тытăнсан 1953 çулта тин кăкăрĕ çине çакать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.