Комментари хушас

23 Ака, 2015

Кăнтăр

Çак сăмах хальхи вăхăтра наркотик синонимĕ пекех илтĕнет. Çапах та авалхи кĕнекесемпе юмахсене вулар-ха - Раççейре, Чăвашра та кашни пахчара тенĕ пекех кантăр ÿснĕ.

Кантăр - чи авалхи ÿсен-тăран. Çынсем ăна пирĕн эрăччен пин çул маларах акса ÿстерме пуçланă. Кантăр тĕрлĕ халăх çыннисене тăрантарнă та, тумлантарнă та.

Унăн тунинчен çирĕп йышши çип хатĕрлеççĕ, промышленноçра брезент, михĕ, вĕрен-пăяв туса кăлараççĕ. Сÿс те кантăртанах пулать. Унпа йывăç пÿрт стенисене ăшă каймалла мар питĕлеççĕ.

Кантăр вăрри паха йышши çу парать, унпа техника тĕллевĕпе те усă кураççĕ, олифа, çуллă сăрăсем хатĕрлеççĕ. Кантăр çăвĕ тĕттĕм сарă-симĕс тĕслĕ. Пахалăхĕ енĕпе хĕвелçаврăнăш тата йĕтĕн çăвĕнчен юларах парать. Кулинарире усă курма тасатаççĕ /рафинированное масло/. Чăх-чĕпшĕн кантăр вăрри питĕ лайăх çимĕç шутланать.

Сăмах май, вăйлă витĕм кÿрекен наркотик-гашиш хатĕрлеме Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне /СНГ/ кĕрекен çĕршывсенче анлă сарăлнă культурăпа мар, Пакистанра тата çурçĕр-хĕвелтухăç Афганистанра ÿсекен кантăрпа усă кураççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.