ЭХ, ПУÇĂМ ЫРАТАТЬ!
Пуç тĕрлĕ сăлтава пула ыратма пултарать: ывăннипе, çителĕксĕр е ытлашши çывăрнипе, пăчă пÿлĕмре нумай вăхăт пулнипе, стресс хыççăн... Мĕнле халăх мелĕсем пулăшма пултараççĕ-ха?
Ывăннипе
- Пĕтнĕкĕн /мята перечная/ вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ 2 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 15 минут лартмалла, вăхăт-вăхăтпа пăтратса илмелле, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
- Шурă явăнчăк курăкăн /яснотка белая/ 1 чей кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕпе чей вырăнне ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
- Тĕттĕм пÿлĕмре 20-25 минут шăплăхра выртса канмалла. Сулахай алă тупанне - ĕнсе айне, сылтăммине кăвапаран çÿлерех кăкăр умне хумалла. Япăх пулăмсене манма кăмăлли çинчен кăна шухăшлама тăрăшмалла.
Юн пусăмĕ ÿссен
Артери гипертензийĕ аптратнă чухне пуç ыратнипе пĕрлех ăш пăтранма, пуç çаврăнма, хăлха шавлама, илтесси, тимлĕх япăхма пултарать. Васкавлă пулăшу вырăнне çак мелсемпе усă курма пулать.
- Чĕрĕ хăяра çаврашкасем туса касмалла, хупă куç хупанкисем çине 15-20 минута хумалла. Кунне пĕрре пуç ыратни иртичченех сипленмелле.
- Пĕр ывăç лачака тип курăкне /сушеница топяная/ çур литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла, ура ванни валли хатĕрленĕ шыва ямалла. Урасене унта 10-15 минут тытмалла. Шыв температури 37 градус ăшă пултăр.
- Пĕрер ывăç катăркас /боярышник/ çырлипе шăлан /шиповник çырлине термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Юн пусăмĕ чаксан
Гипотони чухне пуç ыратнин сăлтавĕ çанталăк тăрук улшăннипе е юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе çыхăнма пултарать.
- Сĕт хушмасăр лайăх кофе пĕçермелле, 350 миллилитр кĕрекен савăта ямалла. Çур лимон сĕткенĕ тата икĕ-виçĕ чей кашăкĕ сахăр хушмалла. Кофене тÿрех ĕçсе ямалла. Вунă минутранах сывлăх лайăхланма кирлĕ.
- Розмаринăн пĕр ывăç типĕ çулçине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 1 уйăх.
- Чавка пуçăн /клевер луговой/ 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - ыратни иртиччен.