Комментари хушас

18 Ака, 2015

Тăван кил ăшши

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, Раççей Ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕн, Питĕр ăслăлăхпа искусство академийĕн чăн членĕн Анатолий Рыбкинăн куравĕ уçăлчĕ. Пирĕн ентеш Санкт-Петербургра ĕçлесе пурăнать, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитет. Çав вăхăтрах çуралнă яла тăтăш килсе çÿрет. "Манăн кивĕ ырă çурт" курава шăпах Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликасси, Нарат Чакки, Хуракасси тăрăхне халалланă вăл.

Унăн картинисене урăх художниксен ĕçĕсемпе пăтраштарма май çукки тавра калаçрĕç курава килнисем. Кашни пулăма пурнăçри пекех кăтартнă. Акă ялти пÿрте хĕвел çути кĕрет. Юр кайнă хыççăн чечексем çеçкене ларнă. Панулми пиçсе çитнĕ. Ишĕлнĕ çуртсем курăнаççĕ. Шăнкăрч йăви юр çине ÿкнĕ. Çакăнтах - куçпа виçейми илем, çутçанталăкăн кашни вăхăтăн хăйнеевĕрлĕхĕ.

Йăмăкĕ Валентина пахчара япала çăвать. Чăвашлăх хăвачĕ куçа туртать. Унăн мăшăрĕ Анатолий тавралăха сăнать. Кашни ĕç чун ăшăлăхĕпе тулнă.

Анатолий Рыбкинăн амăшĕ Татьяна Арсентьевна 90-ран иртсен çут тĕнчерен уйрăлнă. Ывăлĕн картинисенче чĕрĕ пекех хĕрарăм. Пĕринче - канма выртнă, тепринче - картишне тухнă, виççĕмĕшĕнче таврари хăтлăхпа киленет вăл. Акă çÿçне çивĕтлесе пуçĕ тавра çавăрнă. Чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ ытла та чипер, çыпăçуллă пулса тухнă. Унпа, паллах, художникăн нумай асаилĕвĕ çыхăннă. Тĕслĕхрен, пуçламăш класс вĕрентекенĕ 4 сехетре тетрадь тĕрĕслесе ларнине асăрхать ыйхăран вăраннă ывăлĕ. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайман ачасене Татьяна Арсентьевна киле чĕннĕ. Вĕсемпе пĕрле тĕпренчĕкĕ хăй сисмесĕрех пилĕк çулта çырма-вулама хăнăхнă.

Ашшĕн Петр Емельяновичăн сăнарĕ те çутă тĕссемпе сăрланса юлнă. Чире пула чутах сулахай урасăр юлман тăваттăри Анатолий. Ăна ашшĕ кăкăр таран çурхи шыва ана-ана кайса больницăна леçнĕ. Ун чухне арçын ачана ура çине тăратмашкăн Иван Петров хирург пулăшнă. "Вăл çутçанталăка илемлетнĕ, йывăç лартнă, çурт хăпартнă", - каласа кăтартать ашшĕ пирки Анатолий Рыбкин. Кил хуçи панулми йывăççисене сыпма пĕлнĕ. Çавăнпах çак çимĕç нумай картинăра тĕп вырăн йышăнать ахăр.

"Кăранташ татки те лÿчĕркеннĕ хут çеç - эсĕ вара мана чĕрĕ пекех ÿкернĕ. Мĕнле пултартăн?" - тĕлĕннĕччĕ пĕррехинче асатте Арсений Петрович. Вăл фронтовик, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, хор йĕркелÿçи, вăтăра яхăн юрă авторĕ пулнă. "Эсĕ хăвăн трофей баянупа çĕнĕ юрăсем мĕнле çыратăн тата? Пурĕ те çичĕ нота çеç вĕт", - терĕм ăна", - черетлĕ асаилĕвĕпе пайланать художник. Арсений Петрович çут тĕнчерен уйрăлсан та хор саланса кайман. Аслашшĕн ĕçне тăсакансем тĕнчипе ят-сум çĕнсе илнĕ художнике саламлама килнĕ. Вырăнти артистсем те тăван кил ăшши çинченех юрларĕç.

Ача чухне велосипедпа пулла çÿрени те манăçмĕ. Пĕрре çапла çул çинче çур çĕр иртни 2 сехетре вăрмантан хир сысни сиксе тухнă. Юрать-ха çухалса кайман вăл. Арçын ача хытă кăшкăрнинчен хăраса тискер чĕрчун тарса пытаннă.

Вĕренекенсем уроксем хыççăн тарăн çырма урлă каçса пĕр кинемей патне çÿренĕ. Унăн кăмаки шăтса пĕтнине пула класри пур ачана та сĕрĕм тивни - Анатолий Рыбкинăн пурнăçĕнчи тепĕр пулăм.

Шкул хыççăн Ваçликасси каччи Сĕнтĕрвăрри училищинче сĕтел-пукан тума вĕреннĕ. Темиçе çултан тин çамрăкăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă: Шупашкарти ÿнер училищин студенчĕ пулса тăнă вăл. Кайран çĕршыври чи сумлă аслă шкулта - Ленинградри СССР Ÿнер академийĕн И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче - ăсталăхне туптанă. Унтан Герцен ячĕллĕ педагогика институтĕнче ÿнерпе графика факультетĕнче ĕçлеме тытăннă.

1980 çулта Олимпиадăпа çыхăннă вырăна хăтлăх кĕртме Мускава чĕнсе илнĕ ăна. Çакăн хыççăн художник пултарулăх командировкисене çÿреме пуçланă.

"Пурнăçăмра Чукотка, Çĕпĕр, Петербург, Франци, Инди, Куба, Сири, Венгри, Поморье... кăна мар, тăван ял пурришĕн те питĕ хĕпĕртетĕп. Ачаран çывăх, урăх ниçта та çук уй-хирлĕ, вăрманлă, çырмаллă, Атăллă тăрăхра, ăшă, хăтлă атте-анне килĕнче чунра лăпкă", - Сергей Журавлевăн "Чăваш Ен художникĕсем" кĕнекере палăртать Анатолий Петрович.

Кураври картинăсемпе паллаштарнă май каллех тăван тăрăх çинчен сăмах пуçарчĕ вăл. "Çуралнă çĕршыв - çветтуй вырăн. Вăл кăмăла çĕклет, вăй парса тăрать. Чикĕ леш енне кайсан тăван тăрăх тата хытăрах туртать. Питĕрпе Чăваш Республики хушшинчи 1500 çухрăма туймастăп та", - тет художник.

"Унпа çыхăну тытсах тăратпăр, апла пулин те кунта эпир курман картина нумай. Хăш-пĕр çурт ишĕлсе анма, ял таврашĕ улшăнма пултарать, анчах художникăн ĕçĕсенче йĕри-тавралăх çаплипех юлать", - теççĕ унăн ентешĕсем Розăпа Петр Ефимовсем, Елена Павлова, Лидия Ефимова. Вĕсем художник чăваш мунчине юратни çинчен каласа кăтартрĕç. Çакă унăн картинисенчен те паллă.

"Кур-ха, ÿкерчĕкри амăшĕ тăрса утас пекех. Ăна вăл çав тери хытă юрататчĕ. Анатолий Петрович чекек курсан та савăнма пĕлет. Çутçанталăка сăнама юратать", - калаçăва тăсаççĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралнисем. Сăмах май, Ефимовсен хĕрĕ Татьяна та художник çулне суйласа илнĕ. Кураври картинăсенче ăна та тÿрех палласа илме пулать.

Художникăн ĕçĕсем урлă Чăваш Республикинче çакнашкал ялсем пуррине хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. Анатолий Рыбкин хула, республика, тĕнче шайĕнче 150 курав йĕркеленĕ. Кирек ăçта та ăна ăшшăн йышăннине палăртса хăварас килет.

Анатолий Рыбкинăн ĕçтешĕсем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем тухса калаçрĕç, унăн ĕçне пысăк хак пачĕç, унпа пĕрле савăннине палăртрĕç. Унсăр пуçне чăвашсене Питĕрте ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕç ăна.

"Ача чухне: "Сан ĕçÿсемпе куравсенче паллашма май килĕ", - тенĕ пулсан ĕненмĕттĕм. Çапах та эпĕ телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă. Художник ĕçĕ - пурнăç йĕрки. Чунпа ĕçлемесен халăха килĕшекен картина çыраймăн", - пĕтĕмлетрĕ Анатолий Петрович.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.