Комментари хушас

15 Ака, 2015

Камăн мĕн чухлĕ ÿсĕ?

Халĕ çĕршывра лару-тăру йывăр. Кăçалхи апрельтен ĕç пенсине индексацилĕç-ши? Камăн мĕн чухлĕ ÿсĕ-ши?

Ольга Николаева. Хĕрлĕ Чутай сали.

2015 çулхи апрельтен ĕç пенсине иккĕмĕш хут индексацилемеççĕ, мĕншĕн тесен пенси тупăшĕ инфляци шайĕнчен пысăкрах.

Социаллă пенси вара 10,3 процент пысăкланать. Ăна ĕçлейменнисем тата тĕрлĕ сăлтавпа страхлав /ĕç/пенсине илейменнисем тивĕçĕç. Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:

18 çул тултарман /23 çул тултарман, куçăмлă майпа вĕренекен/ тăлăхсем /ашшĕне е амăшне çухатнисем, тăлăх ачасем/;

I,II, III-мĕш ушкăн инваличĕсем /ĕç стажĕ пулмасан/, ачаран инвалида тухнисем;

65 çула çитнĕ ĕçлемен арçынсем, 60 çула çитнĕ хĕрарăмсем, енчен вĕсен ĕç стажĕ кирлинчен сахалрах пулсан /2015 çулта вăл 6 çултан кая мар кирлĕ/.

Апрельтен тÿлев шайĕ çаксен ÿсет:

çар службине призывпа кайса инвалида тухнă çынсен /вĕсен çемье членĕсен/;

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен тата Ленинград блокадине тÿссе ирттернисен;

радиацине пула е техноген инкекĕнче шар курнисен тата вĕсен çемье членĕсен;

космонавтсен тата тĕпчев ушкăнĕнче ĕçленисен.

Унсăр пуçне федераци çăмăллăхĕпе усă куракансен уйăхсерен тÿлекен виçе тата соцпакет хакĕ те ÿсет. Индексаци 5,5 процент /930,1 тенкĕ/ пулĕ.

Унта çакă кĕрет:

эмелпе тивĕçтерме - 716,4 тенкĕ;

санаторипе курортра сипленме - 110,8 тенкĕ;

хула çумĕнчи электричествăпа çÿрекен тата хуласем хушшинчи транспортпа сиплев вырăнне тÿлевсĕр кайма тата килме - 102,9 тенкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.