Комментари хушас

8 Нарăс, 2014

Чăваш тата Шупашкар шашкисем

«Чăваш шашки» мĕнле вăйă?

Ю.ТАРАСОВ.
Муркаш районĕ.

Чул хулара пурăнакан Виктор Медведев сĕтелçи вăййисен çĕнĕ тĕсĕсене шухăшласа тупнă. Вĕсене «чăваш шашки» тата «Шупашкар шашки» ят панă. Вăйă йĕрки пирки «Необычные шашки» кĕнекере çырса кăтартнă.

«Чăваш шашкине» йăлана кĕнĕ шашка хăми çинче выляççĕ. Комплект тăватă тĕслĕ 32 шашкăран тăрать. Шуррипе кăвакки - пĕрремĕш, хурипе хĕрли - иккĕмĕш вылякан валли. Хура тата шурă шашкăсем диагональпе малалла куçаççĕ, кăваккисемпе хĕрлисем - вертикальпе тата горизонтальпе малалла тата айккинелле. Вылякан шашкăна пĕрре куçарнă хыççăн ăна тепĕр тĕслипе /хăйĕннипех/ ылмаштарать.

Тăшманăн темиçе шашкине «çисе яраканăн» шашкисен тĕсĕсем тата вăйă йĕрки улшăнать: шурри кăваккипе, хĕрли хурипе е тепĕр майлă ылмашăнаççĕ.

«Шупашкар шашкине» «тĕрлĕ вăйă йĕркиллĕ шашка вăййи» шутне кĕртеççĕ. Ку вăйăра кашни выляканăн аллинче икĕ тĕрлĕ шашка, куçмалли тата «çисе ямалли» темиçе тĕрлĕ йĕрке.

«Шупашкар шашкине» 10х10 тăваткăлсенчен тăракан хăма çинче выляççĕ. Шурăпа кăвак /пĕрремĕш выляканăн/ тата хурапа хĕрлĕ /иккĕмĕш выляканăн/ 40 шашка вăййа хутшăнать. Пурте диагональпе малалла куçаççĕ, ют шашкăсене горизонтальпе тата вертикальпе «çисе яраççĕ». Шурă тата хура шашкăсем вăйăран кăларнисен вырăнне йышăнаççĕ. Кăваккисемпе хĕрлисем ахаль шашкăсем пекех тăшман шашки урлă сиксе кайма пултараççĕ.

Виктор Медведевăн кĕнекинче «чăваш тата Шупашкар» шашкисем пирки ытти вун-вун шашка вăййи пекех тĕплĕ çырса кăтартнă. Ăслайçă каланă тăрăх - кÿршĕре пурăнакан халăхсене /чăваш, тутар, мари/ хисеплесе вăййа çапла ятсем панă. Кунсăр пуçне кĕнекере «горький, казак, эрĕнпур, урал, еврей, абхаз, сухуми, сири, тибет» шашкисем - пĕтĕмпе 50 тĕс - пирки каласа ăнлантарнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.