«Йывăр вăхăтра вăрçă çинчен кĕнеке вулатăп»

2 Mar, 2020

«Эпир 2006 çулта Тюмень облаçĕнчен куçса килтĕмĕр. Ун чухне виçĕ пепкене — Дианăна, Во-вăна, Кристинăна — кун çути кăтартнăччĕ. «Аслисем ураланчĕç ĕнтĕ. Шкула çÿреме пуçларĕç. Атя, тепĕр ывăл çурататпăр», — сĕнчĕ мăшăрăм. Пирĕн йыша йĕкĕреш — Кирилпа Костя — хушăнчĕ. Вĕсемпе аппаланса варта тепĕр пепке тĕвĕленнине те сисмен. Часах Рома çуралчĕ. Пилĕк е ытларах ачаллисене республика çурт çĕклесе пани çинчен пĕлтĕмĕр те çийĕнчех документсем пухма пуçларăмăр. 2009 çулта пире черете тăратрĕç. 2012 çулта икĕ хутлă çуртăн уççине тыттарчĕç. Каярах Павел çут тĕнчене килчĕ», — калаçăва пуçларĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччари Надежда Александрова. Эпĕ умлă-хыçлă çуралнă тĕпренчĕкĕсене пÿрне хуçлатса шутларăм. Пурĕ — çиччĕн! Çапах пăнчă лартма иртерех-ха. Надежда Гордеевна саккăрмĕш (!) пепкине кĕтет. Хальлĕхе асли хăй — çемьеллĕ, икĕ ача амăшĕ. Кĕçĕнни ача садĕнче тавра курăмне аталантарать.

Мунча хăпартнă, ĕне илнĕ

«Упăшкан Митьăн пиччĕшĕпе аппăшĕ Тюмень облаçĕнче пурăнатчĕç. Эпир те вĕсем хыççăн кайса пăхрăмăр та каялла таврăнтăмăр. Тăван тăрăх хаклăрах пулчĕ пирĕншĕн», — уçăмлатса хăварать кил вучахне упракан хĕрарăм.
2010 çулта унăн пĕрремĕш упăшкин кун-çулĕ аварире татăлнă. Ун хыççăнхипе 5 çул пурăннă. «Тен, ача парнелесен улшăнĕ, эрех ĕçме пăрахĕ?» — шанăç тĕвĕленнĕ хĕрарăмăн чунĕнче. Анчах, шел те, арçын усал йăларан хăпаймасăр пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
«Пĕлтĕр мунча, вите хăпартрăмăр. Ачасем питĕ пулăшрĕç. Сĕтел çинчен сĕт, тăпăрч ан татăлтăр тесе ĕне илме ĕмĕтленеттĕм. Шухăшланине пурнăçа кĕртмешкĕн вăй çитертĕмĕр. Халĕ пирĕн килте ĕне те пур», — тет пурнăçа сыпăнтарма пĕлекен хĕрарăм.
Çуркунне сысна çурисем туянса самăртать вăл. Çулла хур- кăвакал илсе çитĕнтерет. Çав вă-хăтрах пахча тулли çимĕç лартать. Тĕпренчĕкĕсем валли пăрçа, куккурус, хĕвел çаврăнăш вăрри акма ÿркенмест.
Варта аталанакан саккăрмĕш пепкен ашшĕ тавра та сăмах пуçартăмăр. «Юратнă çын яланах ĕçре. Пушă вăхăтра пирĕн пата килет, шăнкăравлать. Ăна ачасем ăшшăн йышăнчĕç. Вăл манран ас-лăрах пулин те çемье телейне тупайман. Ача çуралсан пĕрле пурăнас ĕмĕтпе пурăнатпăр», — чунне уçать Надежда Гордеевна.
Александровсем федерацин амăшĕн капиталĕпе Канашра общежитире пĕр пÿлĕм туяннă. Ре-спублика амăшĕн капиталĕпе мĕнле усă курмаллине те палăртса хунă хĕрарăм. Вун иккĕри Кирил-па Костьăн тата вун пĕрти Ромăн шкул хыççăн пĕр вăхăтра пĕлÿ илмеллĕ пулĕ. Шăпах патшалăх укçи вĕренме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшĕ вĕсене.

Ывăлĕ тĕревленĕ

«Аслисем кĕçĕннисене пăхма пулăшатчĕç. Эпĕ пахчара ĕçленĕ вăхăтра виççĕшĕ пĕрер ача йăтса çÿретчĕç. Садике леçнĕ вăхăтра пĕр ÿсĕмрисем — Кирилпа Костя тата Рома — çавăтса утнине хăнăхрĕç. Иккĕшне аллинчен тытсан пĕри тăрса юлатчĕ. Ăна каялла таврăнса çавăтаттăм», — çак самантсем яланлăхах унăн ăс-тăнĕнче çырăнса юлнă.
Надежда Александрова упăшкипе пĕрле аварие лекнĕ. Ун чухне арçын вилмеллех суранланнă. Хĕрарăм больницăра пĕр уйăх сипленнĕ.
Мăшăрĕ çĕре кĕрсен уншăн пурнăç илемĕ çухалнă. Хĕрарăмăн куляннипе вырăн çинчен тăма та вăй юлман. Шăпах çавăн чухне ывăлĕ Вова тĕрев панă ăна. Шкулти тăхтав вăхăтĕнче арçын ача амăшĕ патне киле чупса пынă. «Эсĕ апат çимесен эпĕ те çиместĕп, эсĕ чей ĕçмесен эпĕ те ĕçместĕп», — çывăх çыннине сĕтел хушшине чĕннĕ вăл.
«Авари хыççăн транспорта ларма та хăраттăм. «Анне, эсĕ кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратăн. Санăн хăвăн руль умне лармалла», — сĕнчĕç хĕрĕмсем. Тĕрĕссипе, ĕç пуçличчен яланах вĕсемпе канашлатăп. Чăнах, хама алла илсе водителе вĕрентĕм. Çăмăл машина туянтăм», — пурнăçăн тепĕр тапхăрне аса илет Надежда Гордеевна. Çавна май 5-мĕш разрядлă повар кафене ĕçе туххăмрах вĕçтерсе çитнĕ. Халĕ юрлă-çумăрлă çанталăкра виççĕри Павлушăна çăмăл машинăпа садике леçет. Тĕпренчĕкĕсене Шăхасанри бассейна илсе çÿрет.

Пĕчĕккисен те ыйхă килмен

Кирилпа Костя, тĕслĕхрен, амăшĕ пекех кĕнеке вулама юратаççĕ. «Йĕкĕрешсем 3650 тата 2450 грамм виçепе çут тĕнчене килчĕç. Пĕри, хăрах урипе тухнăскер, çуралнă вăхăтра нерв тытăмĕ сиенленнине пула хура-шур курчĕ. Вăл шăнăр туртнипе аптăратчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн чире парăнтарма пултартăмăр», — палăртать Надежда Александрова. Унăн витĕмĕпех ачисем шкулта ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Тĕпренчĕкĕсем амăшĕпе чуна уçса калаçма хăнăхнă. Вĕсем малашлăха палăртма, иртнине аса илме юратаççĕ. Кăмпана çÿреме кăмăллаççĕ. Пĕррехинче йĕрке хуралçисем сăмах пуçарнă вĕсемпе. «Эсир камсен ачисем?» — тĕпченĕ хайхисенчен. «Александровсен. Авă пирĕн икĕ хутлă çурт кунтанах курăнать», — пĕр-пĕрне пÿлсех хуравланă арçын ачасем. «Ăçта васкатăр?» — «Кăмпа татма каятпăр». Чăнах, ăмăртсах кăмпа пуçтараççĕ вĕсем. Амăшĕ çимĕçе маринадлать, тăварлать, пĕçерсе шăнтать.
Патшалăх çурт лартса париччен Александровсем пĕчĕк пÿртре хĕсĕнсе пурăннă. Çĕнĕ çĕрте — ирĕкре — ачасем çур çĕр иртичченех чупнă. «Анне, ку пирĕн кил-и?» — ырлăх çитнине пĕчĕккисем те ĕненесшĕн пулман.
«Йывăр вăхăтра вăрçă çинчен кĕнеке вулатăп. Çĕнтерÿ туптакансене, паллах, çăмăл пулман. Çав вăхăтрах ачасем çуратса çитĕнтернĕ. Халĕ, ĕлĕкхипе танлаштарсан, çи-пуç та, ĕçмелли-çимелли те çителĕклех. Апла тăк мĕншĕн пуç усмалла? Пăшăрханнине, чун тăвăнса килнине ывăл-хĕре кăтартмастăп. Амăшĕ лайăх пулсан ача килтен сивĕнмест», — пĕтĕмлетет Надежда Гордеевна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Александровсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари

ОЙ, КАК СОЧИНИЛИ)))
ПРО СЫНА, СИДЯЩЕГО В ТЮРЬМЕ ВО ВТОРОЙ РАЗ ПОЧЕМУ НЕ НАПИСАЛИ?
40 ДНЕЙ НЕ ПРОШЛО С ПОХОРОН МУЖА -ГУЛЯТЬ БЕСПОРЯДОЧНО НАЧАЛА, И ЕЩЕ ПРО ЭТО,НАПРИМЕР???
УЛИЦА БУНТ ПОДНЯЛА, КОГДА ИМ ДОМ НАЧАЛИ СТРОИТЬ...БОЯСЬ ТАКИХ "ПОРЯДОЧНЫХ" СОСЕДЕЙ!!!!
УЖАС.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.