Çирĕп ыйтакан Юрий Виноградов

15 Кăрлач, 2016

Юрий Михайлович Виноградов - чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пуçламăш, вăтам тата аслă шкулăн учебникĕсемпе меслет сĕнĕвĕсен тата чăваш чĕлхин орфографи словарĕн авторĕ, доцент.

 

Юрий Михайловича Чăваш Енре те, йăхташăмăрсем тĕпленнĕ республикăсемпе облаçсенче те чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен йышĕнче пĕлмен ĕçтеш çук та пулĕ: пĕрисене вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕрентнĕ, теприсене Чăваш Республикин вĕренÿ институтне вĕренме килсен пĕлÿпе ăсталăха ÿстерме пулăшнă.

Юрий Виноградов 1946 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Макар /халь Ишимбай/ районне кĕрекен Йĕкенпуç /Васильевка/ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Михаил Степанович Васильев географи, хими, ботаникăпа зоологи учителĕ пулнă, шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ. Амăшĕ Ирина Вавиловна ачисем çуралсан колхоз ĕçне пăрахса кил хуçалăхне тытса пурăннă.

 

Малалла вулас...

Комментари

ачисем мĕн ятлă?

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.