«Хурçă ут – хăватлăн ут!» викторина çĕнтерÿçисем паллă

27 Чÿк, 2018

Хисеплĕ те хаклă вулаканăмăрсем! Кĕçех пĕтĕм тĕнче пĕрремĕш трактора ăсталанăранпа 250 çул çитнине паллă тăвĕ.

«Трактор» текен техника хатĕрне шухăшласа кăларни пĕтĕм Çĕр чăмăрĕшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланнине халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕнче, çав шутра литературăра та, çак ятпа тăтăш усă курма тытăнни те çирĕплетет. Эсир, хисеплĕ авторсемпе вулаканăмăрсем, çак вăхăтра алăра тытакан журнал та иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «Трактăр» ятпа тухма тытăннă. Çавăнпа «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕ Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕпе /директорĕ А.Н.Сергеев/ пĕрле хăйне май викторина ирттерме палăртнăччĕ, ыйтăвĕсене журналăн çу /май/ уйăхĕнчи номерĕнче кун çути кăтартнăччĕ.

Ыйтăвĕсем чăннипех те кăткăс пулнине пăхмасăр тĕрĕс хуравсем те пулчĕç. Акă вĕсем, «Хурçă ут – хăватлăн ут!» викторина çĕнтерÿçисем:

1 вырăнта Ольга Агеева /Йĕпреç районĕн Энтриелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 7-мĕш класра вĕренекен, ертÿçи Л.Н.Наумова/.

2 вырăнтаМария Соколова /Элĕк районĕ/ тата Виктор Игнатьев /Канаш хули/.

3 вырăнта – Олег Егоров /Элĕк ялĕ/ тата Людмила Никитина /Муркаш районĕ/.

Чыслав раштав /декабрь/ уйăхĕн 14-мĕшĕнче 11 сехетре Шупашкарти Мир проспектĕнчи 1-мĕш çуртра вырнаçнă Трактор историйĕн музейĕнче иртĕ.

«Тăван Атăл» журнал редакцийĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари

Викторинăна хутшăнни çинчен ĕнентерекен хут панă пулсан, ачасемшĕн тата вĕсен ертÿçисемшĕн питĕ аван пулнă пулĕччĕ.

Наталия, пирĕн конкурса хутшăннишĕн тав тăватпăр. "Тăван Атăл" журналăн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова пĕлтернĕ тăрăх, викторинăна хутшăннисене сертификат параççĕ. Чылайăшĕ илнĕ те ĕнтĕ. Сертификата илме редакцие килмелле. 

Комментари хушас