Савнă ялăм вунă çултан...

19 Нарăс, 2014

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Татьяна Петрова сăвă-калав хайлама кăмăллакансемпе уроксем хыççăн «Çамрăк çыравçă», «Радиокорреспондент» кружоксенче занятисем ирттерет. Самана уттипе тан пырас тĕллевпе хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе анлă усă курать, вĕренекенсене пултарулăха аталантарма ирĕклĕ темăсем сĕнет. Татьяна Николаевна ăс панă 20 ытла ача чăваш чĕлхипе литература çулне суйласа илнĕ.

Педагога ял ватăлса пынипе пĕрлех хуçалăхсенче специалистсем çитменни, ытти çивĕч ыйту та хытах шухăшлаттараççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çамрăксем çуралнă кĕтесрен ан сивĕнччĕр тесе уроксенче те, ытти чухне те уçă калаçусем йĕркелет.

Нумаях пулмасть вĕренекенсем «Савнă ялăм вунă çултан...» сочинени çырчĕç. Паллашар-ха çамрăк авторсен хăш-пĕр йĕркипе.

Вероника АНДРИАНОВА, 9-мĕш класс. «Савнă ялăм - Тăван çĕр-шывăн уйрăлми пĕчĕк кăна пайĕ. Чÿречекасси - трасса хĕрринчех, çавăнпа Çĕрпÿ, Шупашкар хулисене çитме йывăрах мар. Ял илемлĕ вырăнта, юнашарах Энĕш юхса иртет. Пурĕ 4 урам, эпĕ Çамрăксен ятлинче пурăнатăп.

Малтанхи вăхăтра «Рассвет» ЯХПК чиперех ĕçлетчĕ, анчах вăл темиçе çул каялла хупăнчĕ. Шел, ялта ача питĕ сахал.

Вунă çул иртсен вăл татах пĕчĕкленессĕн е пĕтсе ларассăн туйăнать. Апла ан пултăр тесен халăха ĕçпе тивĕçтермелле. Пурăнма çурт-йĕр те кирлĕ.

Яла çамрăклатасси пирĕнтен те нумай килет. Социаллă программăсене пурнăçламалла, çамрăк ăрăвăн кăмăлне тивĕçтермелле, укçа-тенкĕпе хавхалантармалла».

Ирина ДИМИТРИЕВА, 7-мĕш класс. «Ватăсем каланă тăрăх - халĕ эпир пурăнакан вырăнта ĕлĕк вăрман пулнă. Çавăнпа хресченсем сахал çĕрпе тертленнĕ.

1780 çулсенче Тĕнсĕр ялĕн вырăнне Иван ятлă çын куçса килнĕ, çурт лартнă. Вăл тĕне кĕмен. Çавăнпах яла Тĕнсĕр ят панă. Апла пулин те вырăнĕ хитре, çутă.

Ял пысăках мар. Çынсем чунпа пуян, ĕçре хастар. Кашниех хăйĕн çуралнă кĕтесне упрасшăн. Çавăнпа та вăл вунă çул иртсен те малалла аталанасса шанатăп».

Василий ИВАНОВ, 9-мĕш класс. «Ункăçум тавраллах улăх-çаран, вăрман, Ункă шывĕ. Вырăнĕ илемлĕ пулсан та юлашки çулсенче халăх йышĕ палăрмаллах чакрĕ. Ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Тахçан шавласа çеç тăнă ялта паян шăплăх хуçаланать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче крахмал завочĕ ĕçленĕ. Халĕ вăл çук.

Кунсерен Шупашкартан Ункăçума çити автобус çÿрет. Халĕ ялта пурăнма лайăх, хăтлăх çителĕклĕ. Апла пулин те çамрăксем хулана çул тытаççĕ. Яла ватăлма парас мар тесен çитĕнекен ăрăва илĕртме условисем туса памалла. Чи малтанах ĕçпе тивĕçтермелле. Пушă вăхăта усăллă ирттерме кану вырăнĕ е спорт комплексĕ пулсан аванччĕ. Вĕсене, паллах, кашни ялтах тума май килмĕ, анчах темиçешĕн пĕрре пулсан тем пекехчĕ. Вара демографи лару-тăрăвĕ вунă çул иртсен те япăхланмĕ».

Олеся АНАНЬЕВА, 10 «а» класс. «Эпĕ пурăнакан Вăрăмçутра мĕн пурĕ те 77 кил çеç, апла пулин те пуринче те пурăнмаççĕ. Ялта икĕ лавкка, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ пур. Çыхăну уйрăмĕпе шкула вара хупрĕç.

Тăван енĕм пирки япăх шухăшлас килмест. Вунă çул çеç мар, çур ĕмĕр иртсен те унăн кун-çулĕ çутă пуласса шанатăп».

Екатерина НИКОЛАЕВА, 9 «б» класс. «Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм Елю ятлă. Пысăк мар вăл, 56 кил çеç, виçĕ урама пĕрлештерет. Шел те, пурăнакансен йышĕ кунта та чакса пырать. Хĕллехи вăхăтра çуртсем хупăнаççĕ. Çулла вара - уçăлаççĕ, çынсем пахча çимĕç лартма килеççĕ. Тăван кĕтес сĕрлекен вĕллене аса илтерет. Кĕрлет кăна вăл!

Çакă савăнтарать: Юлашки вăхăтра хула çыннисем хупăнса тăракан пÿртсене туянма тытăнчĕç. Пĕрисем кивĕскере лайăхлатаççĕ, теприсем пăсса хăйсене килĕшнĕ пек çĕнĕрен тăваççĕ.

Халăх туслă пурăнать, нимелле пулăшасси манăçман-ха. Çынсем уявсенче пĕр-пĕрне саламлаççĕ, хăнана çÿреççĕ.

Тăван ялăма вунă çултан кăшт урăхларах курас килет.

Пĕрремĕшĕнчен, çамрăксем валли хăйсене килĕшекен ĕç вырăнĕсем кирлех. Вара вĕсем тĕпкĕчленсе çемье çавăраççех.

Иккĕмĕшĕнчен, пурнăç условийĕ хулари пекех пултăр. Тĕрлĕ лавкка, кафе, кинотеатр уçмалла. Халăх ĕç хыççăн культурăллă канма пултартăр. Пĕчĕк ачасем ялтах - садике, аслăрах ÿсĕмрисем шкула çÿреччĕр, халĕ вара инçене каймалла.

Виççĕмĕшĕнчен, урамсенче те çула асфальт сармалла. Ку чухне нумай çыннăн машина пур. Кĕркунне пылчăкра водительсем епле тертленнине, урамсене çăрнине пурте лайăх пĕлетпĕр.

Ĕмĕтсем пурнăçлансан аванччĕ те, шел, ĕненес килмест. Влаç органĕсем, муниципалитет çителĕксĕр ĕçлеççĕ, яланах укçа çукки çине йăвантараççĕ. Çавăнпах çамрăксем ялта юласшăн мар».


Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари

Яла пысăклатас килет

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.