Айăпсăр айăпланă Турхансем тăван яла таврăнчĕç

25 Юпа, 2017

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ пĕртăван Турхансене — Яккăва, Хĕветĕре тата Энтрие — асăнса палăк уçрĕç.

Çак пулăма хакласа: «Пĕртăван Турхансем тăван яла таврăнчĕç», — тесех калас килет, мĕншĕн тесен виççĕшĕн те вил тăприйĕ тăван ялта мар: Яккуна 1935 çулта инçетри Архангельска пуç янă, вăл унта 1938 çулта вилнĕ, Хĕветĕре 1931 çулта Улатăрти лагере хупнă, пĕр çултан вăл унта вăрман каснă чухне сарăмсăр вилнĕ. Унăн та вил тăприйĕ çук. Энтрие те 30-мĕш çулсенче тытса хупнă, анчах вăл çăлăнса тухнă, юлашки çулĕсене Патăрьел районĕнче пурăнса ирттернĕ, вил тăприйĕ Патăрьел масарĕнче. Апла тăк, халĕ палăк пулса чăннипех те тăван яла таврăнчĕç.

Вĕсем виççĕшĕ те палăка тивĕç — чăвашăн çĕнĕ литературин пуçламăшĕнче тăнă. 1874 çулта çуралнă Якку 1890 çулсенчех сăвă çырма пуçланă, унăн «Варуççи» поэми чăн малтан 1906 çулта Хусанта тухма пуçланă «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Вăл чăваш поэзийĕнче пейзаж тата философи лирикине пуçараканĕ шутланать. Хусанта вĕренсе тухсан Якку чылай вăхăт шкулсенче ачасене вĕрентнĕ.

Унран икĕ çул кĕçĕнрех Хĕветĕр те лирикăллă тата философиллĕ сăвăсем çырнă. Вăл ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă. Пĕрех унран та айăпсăртан айăплав пăрăнса иртмен.

Яккуран 14 çул кĕçĕн Энтри те /тĕрĕссипе ăна Энтÿç тесе чĕннĕ, мĕншĕн тесен çемьере аслă Энтри те пулнă/ Хусанта вĕреннĕ, революциллĕ хавхалануллă сăвăсем çырнă. Вăл революцичченех француз чĕлхинчен тÿрех чăвашла куçарнă. Сăмахран, «Интернационал», «Марсельеза» тексчĕсене. Каярах хăйĕн ют чĕлхе пĕлĕвне аталантарма Мускаври институтран вĕренсе тухнă, тытса хупнă хыççăн ирĕке тухсан мĕн виличченех шкулта ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ.

Турхансем яланах çĕнни пуçĕнче тăнă, халăха аталанăва туртнă. Энтри Турхан 1918 çултан пуçласа мĕн виличченех çанталăка çырса пынă. Вăлах хумсем тытакан радио ăсталанă. Çапла майпа вăл Германи пирĕн тапăннине ял халăхне çĕртмен 22-мĕшĕнче ирхине 6 сехетрех хыпарланă. Малалла вулас...

 

Комментари

Мранька палакне туса перле лартас пирки инициаторпа спонсора шыратпар...

Мĕнле маттур эсир. Хисеплесе, "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен служби. 

НИМЕНЕ ЧЕНЕТЕП! Сак чаваш халахин пите те палла сыравса Мранька палакне йеркене кертесси пирки кампа сыханма пулать ши?... Кететеп "ХЫПАР" хасат пулашасса. Палхар-Чаваш халах хушшинче ыра та паттар, пулашас камалла синсем пурах тесе шутлатап. Весем Мранькапа перле сумлан секленсе тарсан, хайсен ятесене те эмерлехех чаваш халахин кемел историйенче хаварма пултаресь тетеп. Апла пулсан, сыравса санне вара хамах тавасшан.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.