Çĕр çурхахне пула... усал шыçă аталанать

«Эпĕ килти лару-тăрăва пула саккăрта, 1948 çулта, тин шкула кайнă. Ялхуçалăх техники пулманран, çынсем çитменрен колхозри пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă. Анне ыттисемпе пĕрлех ĕç кунĕшĕн тăрăшнă. Çав вăхăтра аппапа пичче шкула çÿретчĕç. Мана çулталăкри Валя йăмăкăма пăхма хушса хăваратчĕç.

...Элĕкре паспорт илсен /ун чухне ял çыннин алăра пулман вăл/ Свердловскри сăрт-ту институтне вĕренме кĕмешкĕн тухса кайрăм. Ялти халăхăн укçа çителĕклĕ пулман. Инçе çула тухма мана 30 тенкĕ панăччĕ. Вăрнар - Свердловск чукун çул билечĕн хакĕ 9 тенкĕччĕ...

...Экзаменсен вăхăтĕнче пире студентсен общежитине вырнаçтарчĕç. Эпĕ кирлĕ чухлĕ балл пуçтарса вĕренме кĕтĕм. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен 10 кунлăха 1 тенкĕ юлнăччĕ. Ун чухне столовăйри сĕтел çинчен çăкăр татăлман. Эпĕ 7 пуслăх лапша, 2-шер пуслăх 2 стакан чей илсе тÿлевсĕр çăкăрпа çиеттĕм. Анчах капла та çитермелли çук. Вара вĕренÿ çулĕ пуçланиччен чукун çул вокзалне кайса ĕç ыйтрăм. Мана сивĕтмĕше какай йăтма вырнаçтарчĕç. Çапла авăн уйăхĕччен пурăнтăм...» - «Осколок Советского Союза. О геологических и научных проблемах Чувашии» кĕнекере чунне уçать сăрт-ту инженер-геофизикĕ, наука тата техника енĕпе Кăркăсстан Патшалăх премийĕн лауреачĕ, 240 ăслăлăх ĕçĕ тата публикацисен авторĕ Анатолий Тихонов.

Йывăр ĕçĕн хисепĕ пысăк

Кайран унăн конспекчĕсем ыттисене экзамен тытма пулăшни, институтри арçынсен хорĕнче юрлама пуçлани, геофизика практикисене хутшăнни, вĕренсе пĕтерсен экспедици пуçлăхне суйлани... çинчен ытла та интереслĕ каласа кăтартать вăл. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхни çĕнĕ ÿсĕмсем тума пулăшнă та ăна.

Анатолий Иванович Кăркăс Республикинчи геологи управленийĕнче 12 çул ĕçленĕ, Кăркăс ССР Наукăсен Академийĕн аспиратуринчен вĕренсе тухнă, Мускаври С.Орджоникидзе ячĕллĕ геологи разведкин институтĕнче «Çĕр айĕнчи тăварсăр шыва уран изотропĕсемпе усă курса шырамалли меслет» темăпа диссертаци хÿтĕленĕ.

Геологипе минералоги наукисен кандидачĕ Кăркăс Наукăсен Академийĕн физикăпа математика институтĕнче нумай çул ĕçленине палăртса хăварас килет. Ăна техника наукисен докторĕсем П.Чалов, В.Ферронский, геологипе минералоги наукисен кандидачĕ И.Осмоловский нумай пулăшнă. Элĕк районĕнчи Тавăтра çуралнăскер Ырлав орденне тата «Раççей наукин авторитетне çирĕплетнĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вун-вун Хисеп хучĕпе чысланă ăна.

1994 çултанпа Анатолий Тихонов тăван республикăра пурăнать. Шупашкарта геологи тата геоэкологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ уçнă вăл.

Чир ăçта алхасать?

Çын пурнăçĕ тавралăхпа тачă çыхăннă. Пирĕнтен кашниех - çутçанталăкăн пĕр пайĕ. Этемшĕн сывлăх малти вырăнта. Хăйне лайăх туякан, паллах, ытлă-çитлĕ пурăнма ĕмĕтленет. Хăш чухне вара чир-чĕр шухăш-тĕллеве пĕр самантра сирсе яма пултарать.

Пĕтĕмĕшле статистика тăрăх, Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче тĕпленнисен хушшинче усал шыçăпа нушаланакан нумайрах. Чуна çÿçентерекен лару-тăрăва улăштарма пулать-и? Анатолий Иванович шăпах çак ыйтăва уçăмлатма пулăшрĕ.

Сывлăхшăн сиенлĕ вырăна геопатоген зони теççĕ. Вăл 35-40 километр тарăнăшĕнче çĕр çурăлнипе çыхăннă. Çак хушăкран тарăнăшри шывпа пĕрле газсем, наркăмăшлă металсем, радиоактивлă элементсем, сульфатсем, хлоридсем, фторидсем çиеле тухаççĕ. Çавна май çĕр çинчи магнит, электричество, гравитаци уйĕсем /поле/ улшăнаççĕ. Вăл чĕрĕ чунсен сывлăхне усал витĕм кÿрет.

Геологи тата геоэкологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ Шупашкарта тарăнăшри шывсем тухакан аномали 3 лаптăкне палăртнă. Пĕри шăпах çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче вырнаçнă. Тепри Трусиха юханшыв хĕррипе иртсе Лакрей вăрманĕ, электроаппарат завочĕ патĕнчен иртсе Ассакасси ялĕ еннелле тăсăлать. Виççĕмĕшĕ - хулан хĕвелтухăç районĕнче.

Вырăс платформин космотектоника карти те тарăнăшри çĕр çурăлнине алă тупанĕ çинчи пекех кăтартать. 25-30 километр сарлакăш çак зона Мускав, Шупашкар урлă иртсе Урал тăвĕсем патнелле туртăнать. Чăваш Республикинче Шупашкар шыв управĕ çумĕнче çĕр çурăлни яр уççăн курăнать. Геоэкологи тĕпчевĕсем те çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи тăпра йывăр металсемпе вараланнине çирĕплетеççĕ.

Халăх çак вырăнта тĕпленнĕренпе вăхăт нумай иртмен, мĕншĕн тесен хулан çурçĕр-хĕвеланăç пайĕ тинтерех çĕкленнĕ. Апла пулсан çакăнта пурăнакансем урăх çĕртен куçса килнĕ. Вĕсем магнит, гравитаци, физика урăх уйĕсен ылмашăвне малтан туйман. Çĕнĕ çĕрти çав витĕме ачасем уйрăмах сисĕмлĕ.

Çав вăхăтрах кăнтăр-хĕвеланăç тăрăхĕнчи, Шупашкар тата Сăкăт юханшывсен хушшинчи, çĕр чылай тасарах. Сăлтавĕ ансат: çакăнти çĕр айĕнче шыв юхăмĕ пур. Унта тарăнăшра çĕр çурăлман, йывăр металсем пуçтарăнман.

Анатолий Иванович çирĕплетнĕ тăрăх, аномали вырăнĕсенче çурт хăпартни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Урăхла каласан - унта çĕр чĕтренес хăрушлăх пур.

- Геопатоген вырăнĕ хими заводĕнчен 10 хут сиенлĕрех. Вăл нерв тытăмне майĕпен хавшатса пырать, кайран рак пуçланать, - çирĕплетет Анатолий Тихонов.

XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех сиенлĕ вырăн усал шыçă пуçарнине тĕпчес ĕçе республикăри онкологсене те явăçтарнă вăл. Тĕрлĕ тытăмри специалистсем пĕрешкел пĕтĕмлетÿ патне пырса тухнă: вăл е ку тăрăхра ракпа чирлекен нумайланни экологи пăсăлнине кăтартать.

Çакнашкал лару-тăрура çыннăн мĕн тумалла? Анатолий Иванович ăнлантарнă тăрăх, магнит уйĕн ылмашăвне шута илсе ятарлă препаратсемпе усă курмалла. Сиплев курсне тухтăрсем кăна палăртма пултараççĕ. Профилактика мелĕ сывлăх хавшасран сыхлĕ. Хăй вăхăтĕнче Анатолий Тихонов геофизикпа Юрий Павлов онколог çак ыйтăва татса памашкăн чиновниксемпе çыхăннă. Анчах хушма тĕпчевсем ирттерме хыснаран укçа уйăрман.

Чăваш Республикинче геологи тĕвчевĕсем ирттерме май туса паманни уйрăмах пăшăрхантарать Анатолий Ивановича. Çавăнпах урăх регионсен саккасĕсене йышăнма тивнĕ унăн.

Алмаз тупса пуяр-и?

Чăваш халăхĕ алмаз çинче утса çÿренине тĕшмĕртмест те пулĕ. Çĕр айĕнчи çак пуянлăха тытса курмасăр ĕненес те килмест. Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартас тăк - иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче СССР ăсчахĕсем пирĕн тăрăхра алмаз шыранă. Ĕçе пуçăнни харама кайман. Патăрьел районĕнчи Хырла юханшыв тĕпĕнче алмаз кристалĕсене тупнă вĕсем. Анчах кайран, çĕнйĕркелÿ тапхăрĕ пуçлансан, ĕçе малалла тăсма укçа пăхса хăварман.

Кунта та аномали паллисем пур: авалхи çĕр сийĕ çиелерех тухнă. Çакă та - тарăнăшри çуркаланчăк витĕмĕ. Çĕр пусăрăннине пула алмаз кристалĕсем «кимберлит кĕпçи» витĕр сирпĕнсе тухаççĕ.

СССР ăсчахĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе Анатолий Иванович Мускавра паллашнă. Кайран вырăнти институтăн специалисчĕсемпе пĕрле тĕпчевсем те ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле кăтарту çакăнта алмаз пуррине тепĕр хут çирĕплетнĕ. Анатолий Тихонов çав пуянлăха унта кăна мар, Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнĕ Чĕпкас патĕнче, Елчĕк районĕсенчи Шăмалак çывăхĕнче те шыраса пăхма сĕнет.

Ĕç пуçлама ятарлă оборудовани кирлĕ. Анчах ăна туянмашкăн патшалăх та, пуян уйрăм çынсем те укçа хывасшăн мар. Тĕлĕнмелле...

Таса шыв та - ура айĕнчех

Шупашкарсен артезиан çăлкуçĕпе усă курма май пур çĕртех Атăл шывне ĕçме тивнишĕн те пăшăрханать Анатолий Иванович. Тарăнăшри çĕр çурăлнине пула наркăмăшлантаракан элементсем - хром, бром, бор, натри, тăхлан, марганец... - çиеле тухнине паçăрах асăнтăм. Шупашкар шыв управĕ шăпах аномали зонинче вырнаçнă.

Наукăпа тĕпчев институчĕ районсенчи шыв пахалăхне те тĕрĕсленĕ. Вăрнар тăрăхĕнче, тĕслĕхрен, шыври бор виçерен 8 хут пысăкрах. Патăрьел, Елчĕк, Муркаш районĕсенче те çавăн евĕрлĕрех ÿкерчĕк.

Хакла ларакан шыв управĕсен витĕмсĕрлĕхĕ тавра та сăмах пуçарчĕ Анатолий Тихонов. Вĕсен тĕпне ятарлă пленка сарасси йăлара. Анчах ăна хупламалла мар. Çакăнти шыва тасатакан сооружени витĕр сăрхăнтарса кăлараççĕ. Çавна май çĕр айĕнчи ĕçме юрăхлă шыв саппасĕ пĕтсе, вараланса пырать. Ăна вара кайран каялла тавăраймăн.

«Таса шыв» программа хатĕрленĕ чухне наукăпа тĕпчев институчĕн сĕнĕвĕсене шута илменшĕн кăмăлсăр Анатолий Иванович. Чăваш Республикинчи çĕр айĕнчи шыв саппасне тĕрĕслеме пуçланă, анчах ĕçе вĕçне çитерме каллех укçа çитменни чăрмантарать-мĕн.

Чăваш геологĕсем Çĕр планета пулса кайни çинчен çĕнĕ гипотеза сĕннĕ. Çакăншăн Пĕтĕм тĕнчери çĕнĕрен уçакансен тата шухăшласа кăларакансен академийĕн свидетельствине тивĕçнĕ. Кун пирки халĕ Анатолий Тихонов уйрăм кĕнеке çырать. Вулаканăмăра унпа та паллаштарăпăр-ха.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Марина ТУМАЛАНОВА

1 Comment

Благодарность

Весьма благодарен Марине Тумалановой за статью. Желаю ей творческих удач и удовлетворения своими достижениями!
А.Тихонов

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.