“Чăвашсен ваттисен сăмахĕсем питĕ тарăн шухăшлă”

9 Утă, 2015

Раççейĕн тĕп хулинче иртнĕ Акатуйра тĕлĕнмелле каччăпа паллашрăм. Мускав облаçĕнчи Пушкинăра пурăнакан Егор Мельчохинăн йăхĕнче чăвашсем çук, вăл Шупашкара пĕрре те килсе курман. Çапах чăваш чĕлхипе, культурипе, искусствипе, йăли-йĕркипе, республика историйĕпе çине тăрсах интересленет. Чĕлхене вĕренет, Чăваш Енпе çыхăннă кĕнекесене тĕрки-тĕркипех туянать...

Егор пирĕн чĕлхе пирки ăнсăртран пĕлнĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл Чулхулара пурăнакан юлташĕ патне хăнана килнĕ. Каялла таврăннă чухне чукун çул çинче "Чăваш Ен" тесе çырнă фирма пуйăсне асăрханă. Ăна ă саспалли кăсăклантарнă. Унччен те тĕрлĕ чĕлхене ăса хывнăскер ку саспалли чăваш чĕлхинче пуррине тĕпчесе пĕлнĕ. Вăл тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕнине тавçăрсан пушшех хĕпĕртенĕ - йĕкĕт казах, азербайджан, узбек чĕлхисене ачаллах тĕшмĕртнĕ-ха та. Анчах Егора чăваш чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхинчен уйрăлса тăни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Çавăнтанпа пăлхар ушкăнне кĕрекен сыхланса юлнă пĕртен-пĕр чĕлхе вырăс каччишĕн чи çывăххи, чи юратни пулса тăнă.

- Интернетра чăваш чĕлхи пирки нумай статья шĕкĕлчерĕм, каярахпа вĕренÿ кĕнеки тупса туянтăм. Алфавита вĕрентĕм, вулама майĕпен хăнăхса пытăм. Хам тĕрĕс вуланине пĕлме Интернетра чăваш фильмне тупрăм. Янăравлă хупă сасăсен илемлĕ черетленĕвĕ чĕрене тыткăнларĕ, чĕлхе ритмики кăмăла хускатрĕ. "Пĕрле", "юрла", "каймалла" сăмахсем килĕшрĕç, - калаçу çăмхине сÿтрĕ 18 çулти Егор Мельчохин.

Шкул пĕтерсен Пушкино каччи Мускав патшалăх строительство университетне вĕренме кĕнĕ. Туясчĕ сирĕн вăл пĕрремĕш занятирех мĕн тери савăннине! Егор хăйпе пĕрле Чăваш Ен каччисем вĕреннине пĕлнĕ. Çав кунах йĕкĕт вĕсене чăваш чĕлхипе çыхăннă ыйтусем парса йăлăхтарнă.

- Шел те, тантăшăмсем чăвашла япăх пĕлетчĕç. Çакна калаçура тăван чĕлхе кирлех маррипе сăлтавлатчĕç. Чăвашла яка пуплейменскерсем манăн ыйтусене хуравлаймарĕç. Телее, иккĕмĕш семестра пирĕн ушкăна тепĕр чăваш каччи килчĕ. Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Саша Михайлов чĕлхене питĕ лайăх пĕлет, çавăнпах-тăр вăл манăн чи çывăх юлташ пулса тăчĕ. Ă, ĕ, ç, ÿ саспаллисене тĕрĕс калама хăнăхтарчĕ. Мана грамматика та килĕшет, сăмах тăвакан аффиксем питĕ интереслĕ. "Ешĕл" тата "симĕс" сăмахсене контекстра мĕнле усă курмаллине пĕлсен те тĕлĕнтĕм. Чăвашсем кÿршĕллĕ облаçĕн тĕп хулине Чулхула тени уйрăмах савăнтарчĕ. Епле тĕрĕс каланă-çке-ха! Вĕренÿ кĕнекинчи черетлĕ урока пĕрле тишкернĕ май Саша мана Мускаври Акатуя кайса курма сĕнчĕ. Эпĕ, паллах, килĕшрĕм, - калаçрĕ те калаçрĕ Егор.

Ăна чăваш çи-пуçĕ те питĕ килĕшет. Шурă пир-пустав çинчи хĕрлĕ эреш-тĕрĕ кăмăла кайнине пытармарĕ вăл, чăваш тумĕ пирки хавхаланса калаçрĕ. Егор пирĕн апатпа та кăсăкланма ĕлкĕрнĕ. Какай шÿрпи, çăмах яшки, шăрттан тата ытти пирки юлташĕнчен ыйтса тĕпченĕ вăл. Шупашкарти Анне монументне тата ытти палăка сăнÿкерчĕксенче çеç курнăскер Чăваш Ене килсе курма ĕмĕтленет.

- Пырса курма тăрăшатăпах. Чăвашсен ваттисен сăмахĕсем кăна мĕне тăраççĕ! "Атăл патне çитмесĕр аттуна ан хыв", "Пур - пĕрле, çук - çурмалла"... Вуланăçем вулас килет вĕсене, епле тарăн шухăш пытаннă çав сăмах çаврăнăшĕсенче, - палăртрĕ 1-мĕш курсран вĕренсе тухнă каччă.

Вăл - пулас программист. Студентсем тĕрлĕ программа шухăшласа кăлараççĕ. Егор вĕсенчен пĕрне чăвашла хатĕрлеме тытăннă. Шăпах унпа аппаланать вăл халĕ. Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи представительствинче уçăлнă чăваш шкулне сентябрь уйăхĕнче çÿреме тытăнасшăн - кун пирки каччă Леонид Волков полпредпа калаçса татăлнă та ĕнтĕ.

- Акатуйра пулса курнăшăн питĕ хĕпĕртерĕм. Кунта темĕнле тăванла ăшăлăх, кăмăллă лару-тăру хуçаланчĕ. Чăвашсем таса чунлине курса ĕнентĕм. Сцена çинче юрласа ташлакан артистсенчен куçа илменрен питĕн хăрах енĕ хĕвелпе пиçсех кайрĕ, - Интернетри соцсетьре мана шыраса тупса чăвашла раскладкăпа усă курса çырчĕ Егор. Вăл ăна хăйĕн компьютерне унчченех вырнаçтарнă.

Тĕлĕнмерĕр-и? Эпĕ тĕлĕнтĕм. Чăвашсемпе пач çыхăнман вырăс каччи пирĕн чĕлхене ăса хывать, халăх историйĕпе культурине тĕпчет, йăли-йĕркипе паллашса хăпартланать, наци апат-çимĕçне тутанса пăхма ĕмĕтленет. Шел, пирĕн хушăри хăш-пĕр чăваш çамрăкĕ Мускава каякан автобуса е пуйăса ларсан кăна мар, Шупашкара илсе çитерекен транспорта кĕрсе вырнаçсанах чĕлхине хуçа-хуçа вырăсла калаçма пикенет, хăйĕн çамки çине чăваш тесе çырса хунине пытарма хăтланать. "Чăваша маннă чăваш - çухалнă пуртă аври", - тенĕ пирĕн мăн асаттесем. Пĕр тымартан тухнисене, атте-анне чĕлхине манса тĕнче кулли пулас марччĕ.

Егор шухăшласа кăларнă программа.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари

Мускав облаçĕнчи Пушкинăра пурăнакан Егор Мельчохин пек ачасем пурришĕн питĕ савăнтăм! Маттур, Егор!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.