Çитрĕ кĕтнĕ кун

Çĕнĕ çул яланах кĕтмен парнепе пуян. Ачасем, ашшĕ-амăшĕ, çав хушăрах педагогсем вара вĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Декабрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта харăсах тăватă садик хута кайнă. Сăмах май, кăçал, маларах палăртнă пек, республикăра 15 садик уçăлнă.

Мускав проспектĕнчи 3-мĕш ача садне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программи ăнăçлă пурнăçланнине пĕлтернĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пăхса çитĕнтерес тĕллевпе регион тата муниципалитет умне уçăмлă задача лартнине, садиксем тума иртнĕ çул федераци хыснинчен çĕр-çĕр млн илнине, кăçал 1 млрд тенкĕ ытла тивĕçнине палăртнă.

Хăнасем «Маленькая страна» ача сачĕпе паллашнă, ушкăнсене кĕрсе курнă. Çавăн пекех ачасемпе пĕрле вăйă картине тăнă.

Çак çуртра маларах та садик пулнă. Анчах 90-мĕш çулсенче ăна Шалти ĕçсен министерствине госпиталь тума панă. Кăçал 8 уйăхра çĕнетсе улăштарнă, 100 вырăнлăх ача сачĕ йĕркеленĕ. 5 ушкăн вырнаçнă унта. Çурта çĕнетсе улăштарма, сĕтел-пукан туянма, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме 44,8 млн тенкĕ тăкакланă. Унта - музыка, физкультура залĕсем, методика, логопед, медицина пÿлĕмĕсем, апат-çимĕç блокĕ, прачечнăй, виçĕ çулчченхи пепкесем валли ятарлă ушкăн. Ача сачĕн территорийĕнче спорт тата вылямалли пилĕк лаптăк пур.

Каярахпа хăнасем тĕп хулари 203-мĕш садике уçма хутшăннă. «Непоседы» Дементьев урамĕнче вырнаçнă. Хальхи ача сачĕсем маларах тунисенчен лайăх енпе уйрăлса тăнине каланă Михаил Васильевич. Вĕсенче музыка залĕ, бассейн, логопед пÿлĕмĕ тата ыт. те пур. Тума пуçланă пур садике те 2015 çулта вĕçлессине, унсăр пуçне çитес çул çĕннисем çĕклессине палăртнă вăл. 2016 çулта вара çĕнĕ шкулсем тума укçа-тенкĕ уйăрĕç.

«Халăх тарçи пулнă май тивĕçĕме чыслăн пурнăçламалла. Çапла тăватпăр та: панă сăмаха тивĕçлипе пурнăçлатпăр, малашне те пурнăçлăпăр. Ача çуратма шикленменшĕн чи малтанах çамрăк амăшсене тав тăватăп. Мĕншĕн тесен вĕсем ыранхи куна шанаççĕ, обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлине туяççĕ», - тенĕ республика ертÿçи.

240 вырăнлă, икĕ хутлă ача садне Шупашкар хула администрацийĕ застройщикран 139,2 млн тенкĕпе туяннă. Кунта пĕчĕккисене выляма, пĕлĕве ÿстерме пĕтĕм услови пур. Асăннă çурта Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ лайăх ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ федераци премийĕн шучĕпе туяннă.

Çак кунах тĕп хулара çĕнетсе улăштарнă тепĕр икĕ садик уçăлнă: пĕри – Эгер бульварĕнчи «Золотой ключик», тепри - Çамрăклăх бульварĕнчи «Калейдоскоп».

Валерий Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕн унчченхи çуртĕнче «Золотой ключик» вырнаçнă. Унта малашне чăваш халăх культурине вĕренессишĕн тăрăшĕç.

Ку микрорайонта халăх йышĕ пысăк. Садик уçăласса тахçанах кĕтнĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕшĕн çак кун чăннипех те уяв шутланать.

«Федераци пулăшăвĕ пурри савăнтарать, - тенĕ Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова. - Унсăрăн регионсене йывăр килет. Çакнашкал ыйтусене пĕрле татса пани питĕ пĕлтерĕшлĕ».

Садиксем уçас яваплăха пирĕн республика тивĕçлипе пурнăçланине, ку тĕлĕшпе хăш-пĕр регионтан та ирттернине палăртнă вăл. «Золотой ключик» ача садĕнче интерактивлă доскасем вырнаçтарнă, хальхи техникăпа тивĕçтернĕ. Лингвистика пÿлĕмĕ, чÿлмек ăстисен мастерскойĕ те пур.

«Теттесем илĕртÿллĕ, хитре пулнăран ачасене садикрен уйăрма питĕ йывăр, - тенĕ ача ашшĕ Евгений Саманов республика ертÿçине тав тунă май. - Çавна май вĕсен киле те каяс килмест».

Ача-пăча, паллах, хăй тĕнчипе пурăнать. Садике чун туртни, унта юлташсем тупни, вулама-çырма вĕренни пĕлтерĕшлĕ уншăн. Çакăнтах унăн ăсталăхĕ туптанать, кăмăл-туйăмĕ çирĕпленет.

Валентина МАКСИМОВА.

Валентина МАКСИМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.