Çитĕнÿсем, черетлĕ медальсем...

Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ иртрĕ. Шупашкара спортăн ку тĕсне юратакансем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килсе çитрĕç. Хăнасен хушшинче — Самар, Чĕмпĕр, Хусан, Пермь, Белгород, Киров, Санкт-Петербург, Пушкăртстан, Мордови, Алтай кире пуканçисем. Вĕсем медальсен 18 комплектне илессишĕн тупăшрĕç.

Малтанхи кун помост çине çамрăксемпе хĕр-хĕрарăм тухрĕ. Турнира çамрăксем те, ваттисем те хутшăнни кăмăла уçать. Эппин, унăн хисепĕ пур. Малтанах яшсем тупăшрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ шкул саккинчен уйрăлман-ха. Йĕпреç районĕнчи Санджар Юлдашев Пучинкери вăтам шкулта 9-мĕш класра кăна вĕренет-ха, тĕрлĕ ăмăртăва вара виççĕмĕш çул хутшăнать. Кире пуканĕпе вуннăрах туслашнă вăл.

Красноармейски районĕнчи Ваня Федоров хăйĕн виçинче пĕрремĕш пулса тăрасса хăй те кĕтменччĕ-тĕр, ăнăçу вара унăн енне çаврăнчĕ. Турнирта вăл 1-мĕш вырăн йышăннисĕр пуçне хăйĕн рекорчĕсене те çĕнетрĕ. Спортпа малашне те туслă пулма епле ан хавхалантартăр-ха çакă?

Çамрăк каччăсен вырăнне помост çине часах хĕрсемпе хĕрарăмсем тухрĕç. 58 килограмчченхи виçере спортăн тĕнче класлă мастерĕ Джанита Щербина чи маттурри пулчĕ. 24 килограмлă кире пуканне ним мар 173 хутчен çĕклерĕ вăл. Самар облаçĕн чысне хÿтĕлекенскер Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ÿснĕ. Ăмăртăва мăшăрĕ Олег та хутшăнчĕ. Вăл та спортăн тĕнче класлă мастерĕ. Арăмĕ пекех упăшки те п˜едесталăн пĕрремĕш пусми çине хăпарчĕ. Сăмах май, чăваш хĕрĕпе Ростов каччи пилĕк çул каялла шăпах «Хыпар» хаçат турнирĕнче паллашнă. Ывăлĕ Володя çитĕнет, вăл та тимĕр вăййине килĕштерет.

Ăмăртăва çемьепе килекенсем Щербинсем çеç мар-ха, Чĕмпĕр облаçĕнчен Михайловсем те иккĕн килнĕ: Денис — ăмăртма, Дарья — ăна хавхалантарма. Тутарстанри чăваш каччипе Чĕмпĕр хĕрĕ университетра вĕреннĕ чухне паллашнă. Йĕкĕт ун чухне спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Пĕрмай спортзала çÿренĕрен пикене те пĕрле чĕннĕ.

— Денис кире пуканне епле вылятнине кура манăн та йăтса пăхас килчĕ. Çапла эпĕ те тренировкăсене çÿреме тытăнтăм. Часах облаçри ăмăртусене те тухрăм. Университетра вĕреннĕ май 1,5 çулталăк спортпа туслă пурăнтăм, çемье çавăрсан ку киленĕçе пăрахăçлама тиврĕ, — каласа кăтартрĕ Дарья.

Ача-пăча хирургĕнче тăрăшакан мăшăрĕшĕн Денисшăн вара кире пуканĕ — чăн-чăн чун киленĕçĕ. Ĕçри йывăрлăхсене, пурнăçри тумхахсене манать- мĕн арçын спортра. Яваплă ĕçрен ăмăртусене пĕрмай тухса çÿреме май килмест пулин те хушăран помост çине тăма тăрăшатех Раççей спорт мастерĕ.

— Иккĕн çÿреме кăсăклăрах та, хаваслăрах та. Маншăн пĕр çын та пулин савăннине- хĕпĕртенине-пăшăрханнине пĕлсе тăратăп-çке, — кулать Денис. — Пушшех те, ку пирĕншĕн пĕрле пулмалли май та. Тăтăш ĕçре вĕт, тухтăрсен час-часах каçхи дежурствăра пулма тивет. Капла вара канмалли куна пĕрле те хаваслă ирттеретпĕр. Аса илмелĕх те пур, — теççĕ Михайловсем ăмăртăва пĕрле килнине хăйне майлă ăнлантарса.

Турнирăн пĕтĕмлетĕвĕпе Санкт-Петербургран килнĕ ушкăн чи лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Чăваш Ен спортсменĕсем — иккĕмĕш, Тутарстан команди виççĕмĕш вырăнта. Санкт- Петербургран килнĕ тĕнче чемпионки Александра Васильева, паллах, турнир çĕнтерÿçин ятне никама та памарĕ. 24 килограмлă кире пуканне 197 хутчен çĕкленĕ тĕнче класлă спорт мастерĕн кăтартăвĕ ыттисемшĕн — тĕслĕх вырăнĕнче.

— Тĕнче чемпионачĕ умĕн пĕр-пĕр лăпкă ăмăртăва хутшăнас килчĕ. Пĕр енчен — турнир. Тепĕр енчен — хыçран хăвалакан пурри кăмăла хуçмасть. «Хыпар» турнирĕнче тăваттăмĕш хутчен эпĕ. Кунта килсе кантăм тесен те тĕрĕс. Тепĕр чухне çакă та кирлĕ. Пĕлтĕр Раççей чемпионатĕнче çĕнтерес тĕллев лартнăччĕ. Тĕнче ăмăртăвĕ те парăнчĕ. Халĕ çак шая тытса тăмалла, — терĕ Саша кăмăлне уçса.

Ăмăртăва тăснă май помост çине харсăр каччăсем тухсан тупăшу хĕрÿленчĕ. Тĕрлĕ виçере ăмăртрĕç вĕсем. Пĕри тепринчен маттур пулчĕ. Турнира вĕçленĕ май помост çине 85, 95 килограмчченхи тата 95 килограмран йывăртарах спортсменсем тухрĕç. Спорт ветеранĕсем те хутшăнчĕç тупăшăва. Вĕсен йышĕнче яланхиллех Улатăрти Валерий Притуленко, Канашри Владимир Понихидкинпа Сергей Калашников, Патăрьелĕнчи Владимир Портнов, Шăмăршăри Владимир Шуряков, Елчĕкри Олег Федоров палăрчĕç.

Ку ăмăрту хыççăн кире пуканĕн пăхаттирĕсем тĕнче чемпионатне хатĕрленме тытăннă. Çĕршыв командин чысне хÿтĕлекен 36 çынран тăракан йышра чăваш атлечĕсем те пур.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.