Çирĕп ыйтсан йĕрке пулатех

20 Çу, 2015

Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелĕнчи ял хушшинчи пĕвене хута янăранпа аллă çул та çитсе пырать. Ытлашши шыва юхтарса кăлармалли шахта вăхăт иртнĕçемĕн вăйсăрланчĕ пулас, юлашки çулсенче пĕвери шыв шайĕ самаях чакни палăратчĕ. Кăçал "Восход" пĕрлешÿ ертÿçи Е. Рябчиков тата Д. Любимов тăрăшнипе хĕллехи вăхăтрах бетон ярса шахтăн çÿлти пайне çирĕплетрĕç. Паянхи кун çак пĕвере шыв шайĕ малтанхи пекех тăрать. Ялти халăх та кăмăллă. Пĕве вĕçĕнчи илемлĕ хăвалăх шывра. Çакăнта çĕнĕрен пулă ярса ĕрчетсен мĕн тери аван пулмалла! Пулă вăлча сапсан хур-кăвакал та хÿтлĕх тупĕ. Çапла пултăр тесен пĕр-икĕ çул пĕвере çынсене пулă тытма ирĕк памалла мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çирĕп йĕрке тумашкăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Йĕркене пăсакана штраф тÿлеттерес пирки хушу кăлармалла. Кирек кам пултăр вăл, анчах йĕркене пăхăнмасан ыттисем пекех явап тыттăр. Пулла çÿреме вара пирĕн тăрăхра пĕве пайтах.

Тепĕр ыйту канăç памасть. Пĕвери шыв шайне хăпартни лайăх. Çакăнпа пĕрлех малашне ăна таса тытасчĕ, унăн илемне упрасчĕ, çыран хĕррисене çÿп-çап тăкмалли вырăн тумалла мар. Хăшпĕрне, тен, хăнăхнă йăла кăмăла каять. Анчах çак йĕркесĕрлĕхе пĕтермелле. Акă пирĕн "Спутник" урамра /вăл пысăк та мар/ пурăнакансенчен çуррийĕ çÿп-çапа темиçе çул В.Огурцов хуçалăхĕн айккинчи кĕтесе, пĕве хĕрринех тăкать. Теприсем вара Н. Васильевăн кил хуçалăхĕн айккине вăркăнтараççĕ.

Тĕрĕссипе каласан ялти кашни урам вĕçĕ пирĕншĕн çÿп-çап тăкмалли полигон пулса кайрĕ. Ман шухăшпа вырăнти пуçлăх çынсенчен типтерлĕхшĕн çирĕп ыйтсан кăна йĕрке тума пулать.

Вениамин СЕВЕРОВ.

Комсомольски районĕ,

Аслă Çĕрпÿел ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.