Çирĕп çемье — çирĕп патшалăх никĕсĕ

4 Утă, 2017

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2018-2027 çулсем Раççейре Ачалăх вунăçуллăхĕ пулассине çирĕплетекен хушăва алă пуснă. Çакна шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра, муниципалитетсенче пурнăçлама палăртнă патшалăх программисемпе, проектсемпе витĕмлĕрех ĕçлеме сĕнчĕ.
Ачасен интересĕсене хÿтĕлекен ĕç-хĕлĕн наци стратегийĕ пурнăçа кĕнине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. «Амăшĕсемпе ачисене хÿтĕлесси, çемье институтне çирĕплетесси — республика тытса пыракан политика тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Влаç органĕсен тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва пур енлĕн аталанма условисем туса парасси», — палăртрĕ Михаил Игнатьев Пуçлăх çĕршыв Президенчĕн çÿлерех асăннă хушăвĕ пирки пĕлтернĕ май.
Чăваш Ен Правительстви ачалăха тĕрев парас енĕпе халĕччен те тухăçлă ĕçленине çирĕплетекен кăтартусен хушшинче нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿснине палăртмалла. 2011 çултанпа — 39 процент. Çавăн пекех çул çитменнисем тăвакан преступленисен шучĕ чакнă. Кăçалхи пилĕк уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май çак кăтарту 29 процент чухлĕ сахалланнине палăртрĕ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта сусăр ачасем валли шкулта вĕренме, садикре пĕлÿ илме тивĕçлĕ услови туса парас тĕллевпе «Пуриншĕн те уçă хутлăх» патшалăх программи пурнăçланать. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Маклыгин пĕлтернĕ тăрăх — 2012-2015 çулсенче çак тĕллевпе 16 шкула республика бюджетĕнчен 20 миллион ытла тенкĕ /федераци бюджетĕнчен — 26 миллион ытла тенкĕ/ уйăрнă. 2016 çулта ку программа ача сачĕсене те çитнĕ.
Патшалăх çемьесене пулăшма сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклать, ачасене тивĕçлĕ воспитани пама условисем туса парас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Анчах, Михаил Игнатьев Пуçлăх калашле, «ăнăçсăр çемьесем çапах та пур-ха, тивĕçлĕ воспитани илеймен ачасем те çук мар». Çакнашкал ушкăнрисем çамрăклах эрех-сăрапа туслашаççĕ, наркотиксен авăрне лекеççĕ, хăйсем çине алă хураççĕ. Çул çитменнисен хушшинче ирттернĕ социаллă психологи тесчĕ кăтартнă тăрăх 8-11 классенче вĕренекен 1189 ача /тĕрĕслеве 28 пин шкул ачи хутшăннă/ хăй çине алă хурас хăрушлăх пур. Тест аслă шкулсенчи 1-мĕш курсри 4700 студентран 117-шĕ çакнашкал инкеке лекме пултарассине палăртнă.
Республикăра çемьесемпе тата ачасемпе ĕçлекен ятарлă служба йĕркеленĕ. Унăн филиалĕсем кашни районти ял-хуларах — пĕтĕмпе 257 участок — ĕçлеççĕ. ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра служба 18201 çемьене шута илнĕ, çак шутран 32 проценчĕ — тулли мар, 7,6 проценчĕ ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламасть. Ăнăçсăр шутланакан çак çемьесенче 32422 ача пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех тăлăха юлнă ачасем те йышлă. ЧР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов чуна çÿçентерекен хисепсем асăнчĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 3014 тăлăх пурăнать. Çак шутран 74 проценчĕ социаллă тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ача пулнине палăртрĕ вăл. Хăшĕн çывăх çыннисем тĕрмере лараççĕ, теприн ĕçке ернĕ те пепкисем пирки маннă…
Сисчĕвлентерекен тепĕр самант — çул çитменнисен тĕлĕшпе тунă преступленисен, çак шутра вĕсен ар ирĕклĕхне хĕсĕрлени те, шучĕ ÿсни. «Пирĕн ку енĕпе йĕрке тумаллах, çирĕп мерăсем йышăнмалла. Çак ĕçе влаç органĕсен, общество организацийĕсен, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсен, право хуралĕн ĕçченĕсен, республика çыннисен пĕр шухăшлă тата пĕр тĕллевлĕ пулса пурнăçламалла», — терĕ Михаил Игнатьев Пуçлăх ларура хускатнă ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ тата пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăккине палăртса.
Валентина БАГАДЕРОВА

Теги: 

Комментари хушас