Çирĕм çул иртсен те курас килет
Сывă-и, редакци? Никампа та чуна уçса калаçма çукран сирĕн пата çыратăп. Эпĕ ăна пĕрремĕш хут Ишек ярмăрккинче курнăччĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕскер, хуп-хура çÿçлĕскер, утмăл турат пек кăн-кăвак куçлăскер квас сутатчĕ.
Мана та квас астивме сĕнчĕ вăл. Чиперкке аллинчен ĕçнĕ квас шерпет пекех туйăннăччĕ. Пĕрре курсах килĕштертĕм ăна. Сăмах çине сăмах, паллашрăмăр. Эпĕ ун чухне юлташпа пĕрлеччĕ. Вăл та Руфăна кăмăлланă иккен. Эпир çитес вăхăтрах виçсĕмĕр пĕрле Атăл хĕрринче уçăлса çÿреме калаçса килĕшрĕмĕр. «Хĕр кама суйласа илет, çавă унпа туслă пулать», — сăмах татрăмăр юлташпа. Телее, Руфа мана суйларĕ. Вăл манран 3 çул аслăрах пулнине те пăхса тăмарăм, чунăм ун патнеллех туртăнчĕ. Кинотеатра, театра çÿреттĕмĕр, Атăл хĕрринче, вăрманта-улăхра пулаттăмăр. Руфа илемлĕ кăна мар, ĕçчен те, сăпайлă та. «Лайăх арăм пулать», — вăрттăн хĕпĕртеттĕм эпĕ. Ун пирки йăмăкпа аннене те каланăччĕ. Çывăх çыннăмсем туя хатĕрленме те пуçланăччĕ… Анчах манăн диплома пĕрле çума Руфа калаçса татăлсан та пымарĕ, ялне тухса кайрĕ. Чун сиснĕ пекех савнипе туй тăвасси пирки сăмах пуçартăм. «Ялта пурăнас килмест, çулталăклăха та пулин хулара ĕç тупаймастăн-и?» — хирĕçлерĕ Руфа тĕп хулара ĕçе вырнаçнăскер. Манăн вара чунăм ялаллах туртăнчĕ. Çитменнине, эпĕ çемьере кĕçĕн ывăлччĕ, тĕпкĕч. Вăхăт малаллах чупрĕ, яла кайрăм. Çур çул иртсен Руфа манран майĕпен сивĕннине туйрăм. Пĕррехинче вăл мана Атăл хĕррине чĕнчĕ. Çук, уçăлса çÿреме, çут çанталăкпа киленме мар. Вăл черченкĕ туйăмĕ иртни, мана юратма пăрахни çинчен каларĕ. Маншăн çакă уяр кун аçа çапнă пекех туйăнчĕ. «Чăн-чăн юрату иртет-ши вара? Ĕмĕтсенче хамăн пуласлăха санпа çыхăнтарнăччĕ!» — нимĕн те ăнланаймарăм эпĕ.
Çав каç ÿсĕрĕличченех эрех ĕçрĕм… Çур çул нимĕнле хĕрпе те паллашмарăм. Руфа асăмран тухмарĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас