ÇИМĔÇ ТЕ ТАСАТАТЬ

Хăш-пĕр çимĕç пыршăлăха тĕрĕс мар апатланнипе е кирлĕ пек пурнăç йĕрки тытса пыманнипе темиçе уйăхра пухăннă каяшсенчен тасатма пултарать.

Чи малтанах вĕсем — ÿсен-тăран клетчаткиллĕ çимĕçсем. Çак шута пахча çимĕç, ешĕл, пăрçа йышшисем, тĕшĕллисем, типĕ улма-çырла, мăйăр, хывăхран е шулфтра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр кĕреççĕ. Ÿсен-тăран клетчаткин апат чĕлкемĕсем пыршăлăха щетка пекех тасатаççĕ.

Кавăн — пыршăлăхăн чăн-чăн санитарĕ. Ĕçкĕ-çикĕре çуллă çисен, эрех ĕçсен шултра теркăпа хырнă чĕрĕ кавăна лимон тата апельсин сĕткенĕсем хушса çимелле. Тăм чÿлмекпе духовкăра пĕçернĕ кавăн ват шĕвекне хăвалакан витĕмлĕ, пĕвере йывăр апат çинĕ хыççăн пулăшать. Духовкăра типĕтнĕ тĕшши пыршăлăхăн лăймака сийне çĕнелме, çав вăхăтрах хăш-пĕр паразитран хăтăлма пулăшать.

Çапах та пыршăлăха пуринчен те лайăхрах тасатакан апат — кавăнпа импĕр яшки. Вĕсене кăшт тăвар хушнă шыва ярса, урăх нимĕн те хушмасăр пĕçермелле. Унтан блендерта кăпăшлантармалла. Сивĕлле çимелле.

Кишĕр организма чĕрĕлле кăна тасатать. Ăна пĕçернĕ хĕрлĕ е хура шалча пăрçипе /фасоль/, хĕрлĕ суханпа тата çутă иçĕмпе хутăштарса çимелле. Шалча пăрçи сурана ÿт илтерекен витĕмпе палăрса тăрать. Кишĕр вар-хырăм çулĕн ĕçне /уйрăмах ăшаланă какай нумай çинĕ хыççăн/ йĕркене кĕртет. Кишĕр салатне лимон сĕткенĕ тата кăштах тасатман тип çу /унсăр организм А витамина туллин йышăнаймасть/ хушмалла.

Хĕрлĕ кăшман чĕрĕлле сывлăхшăн сиенлĕ пулма пултарать. Ăна тасатса вакланă хыççăн уçă сывлăшра 5 минутран кая мар тытмалла. Анчах чĕрĕ е 25 минут пĕçернĕ кăшман шăпах пыршăлăха витĕмлĕ тасатать. Уйрăмах — вакласа вĕрекен шывпа пăшăхласа илнĕ хура слива /чернослив/, олива çăвĕ тата вĕтетнĕ кинза е ыхра хушни. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулсан пĕçернĕ кăшман кăна çимелле.

Ясмăк симĕссипе хури уйрăмах усăллă. Диетологсем çирĕп диетăна пăхăнакансене те, апата уяса çимен çынсене те çăра яшка çиме сĕнеççĕ. Яшкана шыва ясмăкпа кăшт тăвар ярса пĕçермелле. Ясмăк апачĕ час-часах çини çул çитмен çамрăксене пÿрлешкерен хăтăлма пулăшать.

Купăста салачĕ хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ йĕркеллĕ çынсемшĕн лайăх. Чĕрĕ купăстана вакламалла, кишĕрпе кăшмана шултра теркăпа хырмалла, 3:1:1 шайлашупа хутăштармалла. Пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Тăвар кирлĕ мар, ун вырăнне лимон сĕткенĕ хушма юрать. Салата кирек мĕнле тип çупа пăтратмалла. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк пулсан — чĕррине мар, йÿçĕтнĕ купăста, хырăмлăх сĕтенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулсан пĕçернĕ купăста илмелле. Шайлашăва кăштах улăштармалла: 2 пай пĕçернĕ кăшман, 1 пай пĕçернĕ купăста, 1 пай кишĕр. Тутă кĕмелĕх хура слива, панулми, çу хушмалла, лимон юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.