Çиччĕ виç те пĕрре кас

Тĕп хула администрацийĕн ларусен пысăк залĕ чылайранпа çапла кĕрлеменччĕ-тĕр — иртнĕ кĕçнерникун унта чăннипех шавлă пулчĕ. 2017-2022 çулсенче Шупашкарта пассажирсене автомобиль тата электричество транспорчĕпе илсе çÿрессине планламалли документăн общество тишкерĕвĕ иртрĕ. Пĕрисем улшăнусене ырлаççĕ, теприсене вĕсем тивĕçтермеççĕ — тавлашу чăннипех çивĕч шая çĕкленчĕ, калаçу виçĕ сехете тăсăлса кайрĕ.

Маршрут — сахалрах

Мэрие çавăн чухлĕ халăха йыхравлаççĕ — йĕркелÿ енĕпе пĕтĕмпех шута илмелле пек. Шел, ку енĕпе кăлтăксем пулчĕç. Администрацире, тен, çын çапла йышлă пухăнасса кĕтмен те пуль — пысăк залра та пурин валли те вырăн çитмерĕ. Хăшĕсем стена хĕрринелле хĕсĕнчĕç, теприсем алăк патĕнчех кĕпĕрленчĕç. Çав вăхăтрах зал балконĕ пушă — ăна уçма темшĕн никам та ерçеймерĕ. Юрĕ, ку сăмах май тенĕ пек пултăр.

Асăннă документа тĕп хулари транспорт тытăмне виçеллĕ йĕркелес тĕллевпе Санкт-Петербургри Территори тата транспорт инфратытăмĕн наука-тĕпчев тата проект институтне саккас парса хатĕрлеттернĕ. Пысăк пĕлтерĕшлине кура-тăр унпа халăха паллаштарма ĕçтешĕсемпе пĕрле Шупашкара институт гендиректорĕ Валерий Мячин хăй те килнĕ. Вăл палăртнă тăрăх — институт ĕçченĕсем документа хатĕрленĕ май чăннипех пысăк ĕç пурнăçланă.

Транспорт чарăнăвĕсене видеокамерăсем лартсах тĕпченĕ. Хăш автобус- троллейбуса миçе çын ларни, миçен ăçта тухни, çынсен шухăш-кăмăлĕ... Транспорт çÿревĕ тивĕçтерменнине çирĕплетекен пĕтĕмлетÿсем тунă, çивĕчлĕхе сирмелли сĕнÿсен варианчĕсене хатĕрленĕ. Тĕп шухăш — Шупашкар çулĕсем çинче пассажирсене илсе çÿрекен маршруткăсем ытла та нумаййи. Хулари тата муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе чупакан автобуссен çулĕсем чылай чухне пĕр- пĕринпе тÿр килни пушшех ĕç-пуçа çивĕчлетет. Çакăнтан хăтăлмалли татăклă мел муниципалитетсене çыхăнтаракан автобуссене хула урамĕсене кĕме чарасси пулĕччĕ. Анчах вĕсен маршручĕсене улăштарасси – республика шайĕнче татса памалли ыйту. Эппин, паянлăха ку вариант юрăхсăр. Иккĕмĕш вариант çинче чарăннă.

Унпа килĕшÿллĕн хулари транспортăн 20 маршрутне хупмалла /халь вĕсен шучĕ 63-пе танлашать. Тата — муниципалитетсен хушшинчи 108 маршрут/, 18 маршрут трассине улăштармалла, троллейбусăн çĕнĕ пĕр маршрутне уçмалла. Çакă, Нева çинчи хулари институт представителĕсен шучĕпе, нумай маршрут пĕр-пĕринпе тÿр килессинчен хăтарĕ. Калăпăр, паян автовокзал патĕнчен кăна вун-вун маршрут иртет. Кашни маршрут çинче вăтамран 12 транспорт хатĕрĕ пулнине шута илсен...

Автобуссем — пысăкрах

Чылай чарăну транспорт нумаййипе «чыхăнать» — маршрутка йышлине кура троллейбус чарăну лаптăкне кĕреймест, транспортăн çав лаптăк тулашĕнче çынсене антарма, лартма тивет — хăрушлăх пысăкки куç кĕрет. Çавнашкаллисем пайтах: Афанасьев урамĕнчи, «Салют», «Шупашкар», Тĕп пасар патĕнчи, ыттисем. Пĕчĕк автобуссем питĕ нумай, çав вăхăтрах троллейбуссем пушă çÿреççĕ. Специалистсен шучĕпе, тĕп магистральсемпе пысăк транспорт çÿремелле, пĕчĕккин вара айккинчи районсенчен çынсене вĕсемпе илсе тухмалла. Анчах Шупашкарта паян лару-тăру пачах тепĕр майлă. Шăпах тепĕр чух тĕлли-паллисĕр чупакан, васкакан пĕчĕк маршруткăсем тĕп хула витĕрех иртсе муниципалитетăн пĕр вĕçне тепринпе çыхăнтараççĕ.

 Т и ш к е р е к е н с ĕ н ÿ с е н е п у р н ă ç а кĕртмешкĕн троллейбуссем, пысăк автобуссем ытларах кирлĕ пулĕç — вĕсене туянма тивет. Паян хулара пассажирсене илсе çÿрекен транспортăн пĕтĕмĕшле шучĕ 756-па танлашать. Çак цифрăна самай пĕчĕклетесшĕн — 531 юлмалла. Çав шутра пĕчĕк 128, вăтам 180, пысăк 11 автобус тата 212 троллейбус. Электричество транспорчĕ тенĕрен, халăха шăпах унпа илсе çÿрессине 21 процент чухлех ÿстерме тĕв тунă. Троллейбус экологи тĕлĕшĕнчен таса транспорт пулнипе те лайăх — тĕтĕм-сĕрĕмпе ахаль те чыхăнакан хулашăн ку, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

— Хăй вăхăтĕнче тĕп хулара пысăк 200 автобус тата 200 троллейбус пулнă — пассажирсене илсе çÿреме вăй çитернĕ. Ун чух вара трактор заводĕнче кăна 27 пин çын ĕçленĕ. Паян вăл е ку чарăнура 10- 15 маршрутка чарăнать, троллейбус ниепле те пыраймасть. Чăннипе вара çавăн чухлĕ маршруткăна ларакан халăха пĕр троллейбус лартса кайма пултарĕччĕ. Эсир укçашăн çапăçатăр, — пĕчĕк автобуссен пухура уйрăмах сĕмсĕрленекен хăш-пĕр хуçине айăплама пăхрĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕн ертÿçи Александр Каныгин.

Унăн сăмахĕсенче тĕшши пурах. Паян троллейбус управленийĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкни вăрттăнлăх мар — пысăк парăмсем капланнă. Уншăн хайхи маршруткăсемшĕн вăйлă конкурент пулма йывăр. Çав вăхăтрах маршруткăсен хуçисене те ăнланма пулать: вĕсем — тупăшсăр, вĕсен водителĕсем ĕçсĕр юлас хăрушлăх пур-çке. Ахальтен мар ĕнтĕ хăшĕсем «эсир пирĕн шутпа троллейбус управленине çăласшăн»,— текенсем те пулчĕç.

Çÿрев — хăтлăрах

Хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне Алексей Маклыгина, тĕлпулăва ертсе пынăскере, çăмăл пулмарĕ — пĕтĕм тапăнăва хăйĕн çине илме тиврĕ-çке. Малалла вулас...

 

Николай КОНОВАЛОВ. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.