Чутайри «Пултаруллă Нарспи»

9 Утă, 2015

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пултаруллă та хастар хĕрсем вĕренеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Инна Крыцова. Маттур пике вуннăмĕш класран ăнăçлă тухрĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулталăкĕ мĕнпе асра юлнă-ха уншăн?

Инна «Чăваш пики» конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, «Чутай Нарспийĕ» конкурсра вара «Пултаруллă Нарспи» номинацире çĕнтернĕ.

Ку хĕрачан таланчĕ иксĕлми. Вăл спортра та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Ишессипе республика ăмăртăвĕсенче çулсеренех малти вырăна тухать. Спортăн çак тĕсĕпе виçĕм çул кăна хатĕрленме пуçланă пулин те ăсталăхĕ куçкĕретех. Тренерĕ Людмила Алексеевна Михуткина хĕрачана яланах çĕнтерÿ патне талпăнма хавхалантарать, тĕллев лартса ун патне çитме хистет. Инна акватлон енĕпе те маттур, çитĕнÿсемпе тăтăшах савăнтарать.

«Пултаруллă Нарспи» юрă-кĕвĕ тĕнчинче те ăста. «Хастар» физкультурăпа спорт комплексне «Халăх вокалĕ» кружока çÿрет. Ертÿçи, Венера Вячеславовна Молодейкина, пултарулăха аталантарма пулăшать.

- Халăх юррисем ытларах килĕшеççĕ мана, эпĕ вĕсене чунтан шăрантаратăп. Çавăн пек юрăсем сасса тĕрĕс лартма пулăшаççĕ. Чи кирли, юрăра суймалла мар, хăвăн сассуна кăтартмалла, - тет Инна.

«Хастарта» хĕрача хăйĕн тепĕр пултарулăхне те - ÿкерессине - аталантарать. Вырăнта ларма пултараймасть вăл, ялан çĕнни патне ăнтăлать.

- Шкулта вĕреннĕ чухнех пирĕн пуласлăх пирки шухăшламалла, никĕсне хумалла, - тет Инна. «Тантăш» вулаканĕсем Хĕрлĕ Чутай хĕрĕн шухăшĕпе килĕшеççех ĕнтĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.