- Чăвашла верси
- Русская версия
Чунсăр аннесем...
Çĕнĕ çулăн вăрăм канмалли кунĕсене ялта ирттернĕ хыççăн хулана килме тухрăм. Çула чуна ыраттарсах пуçтарăнтăм. Ара, ывăлăм ялта-çке... Мĕн тăвас тейĕн, ача садĕнче вырăн паманран ăна атте-аннепе хăварма тиврĕ. Ĕçе тухмасан та майĕ çук - çăкăр çимелле-çке, хваттершĕн те тÿлемелле... Амăшĕсем ăнланаççĕ-тĕр мана. Ачапа расна пурăнма çăмăл мар, анчах пурнăç çапла тума хистет пулсан нимĕн те тăваймăн.
Ытти чухне пĕрре ларса тÿрех хулана çитекенччĕ. Хальхинче ялтан Шупашкара килекен автобусра вырăн пулманран район центрĕ урлă çÿремелле пулчĕ. Хайхи тăратăп вокзалта, кирлĕ маршрут килессе кĕтетĕп. Кунта палламан-курман çын чылай çÿрет. Пĕр автобус килсе чарăнать, тепри... Унтан та пулмасть куç тĕлне тăватă-пилĕк çулсенчи арçын ача пулчĕ. Пĕр ÿстермесĕр, пĕр суеçтермесĕр калатăп: чутах йĕрсе яраттăм. Йĕри-тавра çын нумай çÿренĕрен çеç шăла çыртса чăтрăм, куççуль кăларнине вĕсем ăнланмасран шиклентĕм. Хамăн тĕпренчĕк пирки шухăшласа ют ачана та тем пек шеллерĕм. Тепĕр тесен ачасем ют пулаççĕ-ши? Çара аллине шăнасран çÿхе шăлаварăн кĕсйине чикнĕ. Урине çÿхе пушмак тăхăннă. Кун пеккине эпир кĕркунне çанталăк сивĕтсен тăхăнтартаканччĕ. Юрать пуçĕнчи калпакĕ хулăн. Мăйне шарф çыхнă. Çийĕнче вара - çÿхе куртка. Вăл та пулин тахçанах пĕчĕкленнĕскер. Çанни кĕске пулнăран аллине кĕсйине чикни те пулăшмасть, çара ÿчĕ курăнать.
Чун сÿ! турĕ. Юрать-ха çанталăкĕ шартлама сивĕ мар. Апла пулин те хĕлле-çке. Пушшех те юр вĕçтерет. Раштав уявĕ вăхăтĕнче çанталăк самаях сивĕтнĕччĕ-çке. Ун чухне те çаплах çÿренĕ-ши?
Унăн ашшĕ-амăшне куçпа шырама пикентĕм. Унтан та пулмасть хĕрĕнкĕ хĕрарăмпа арçын пырса тăчĕç унпа юнашар. Чухăн çынсемех тееймĕн. Çав вăхăтрах сăн-питĕнче хаяррине сыпкалама юратни те палăрать. Арçынĕн куртки те, шăлаварĕ те аптрамасть. Уринче кивĕ кăçатăччĕ паллах. Хĕрарăм кĕске кĕрĕкпеччĕ. Тиртен çĕленĕскер мар пулин те чиперехчĕ, уринчи сăран атти те тиркемелли мар. Унтан та пулмасть вĕсем патне лавккаран тепĕр хĕрарăм тухрĕ. Тăваттăшне куçран çухаличчен пăхса ăсатрăм.
Аллине кĕсйинчен те кăларма шикленекен ачана калама çук хытă шеллерĕм. Килĕнче ăшă-ши хăть? Апат пур-ши?
Çак çемьене районти опекăпа попечительство органĕнче ĕçлекенсем курнă-ши, асăрханă-ши? Паллах, ачана кивĕ тумтир тăхăнтартнăшăнах ăнăçсăррисен йышне кĕртме кирлĕ мар. Укçа-тенкĕ никамăн та ытлашши мар та çĕнĕрен-çĕнĕ илейменнисем, аслисенчен юлнă çи-пуçпа çÿретекенсем темĕн чухлех. Анчах хĕллехи кун тĕпренчĕкне пĕчĕкленнĕ те çÿхе куртка тăхăнтартакан çавах чунсăр пулĕ. Эрех туянмасанах укçа тупăнать те çав. Çапла, укçа çÿлтен тăкăнса тăмасть. Çавах пурăнатпăр-çке. Темле пулсан та тумтир, апат-çимĕç туянма май тупатпăрах.
Шăпах çакнашкал ачасем йĕркене пăсма пуçлаççĕ. Укçа-тенкĕ çитменрен, ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ пăхманран, ыттисемпе тан пулма ĕмĕтленнĕрен вĕсем вăрра кайма тытăнаççĕ-çке. Çук, пурте мар паллах, çавах та... Вĕсемех - аслисем куллен ĕçсе-çапăçса пурăннине курса çитĕннĕскерсем - хăйсем те çапла кун кунлаççĕ. Ахальтен мар çакнашкал çемьесене шута илеççĕ те пăхса-сăнаса тăраççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кун пеккисем республикăра - 855. 363 çемьене ăнăçсăррисен йышне пĕлтĕр кĕртнĕ. 2014 çулта 97 çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă.
Чунсăр аннесемпе нимĕн те тăваймăн. Пĕрисем кун çути парнеленĕ пепкисене пăрахаççĕ, теприсем черкке айне пулаççĕ те ачисем пирки пачах манаççĕ. Çавăнпах тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен шучĕ чакать пулин те пĕтмест-ха. Декабрĕн 31-шĕ тĕлне Чăваш Енре вĕсен шучĕ 265-пе танлашнă.
Çĕнĕ çул умĕн республикăри ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйпа Вячеслав Рафиновпа çыхăнма тÿр килнĕччĕ. Кашни ачана харпăр хăйĕн çемйинче телейлĕ курас килни пирки пĕлтернĕччĕ вăл. Йĕри-тавра ачасен хаваслă кулли илтĕнтĕрччĕ.
Комментари хушас