Чунлă пулса кÿрше пулăшар-и?

22 Юпа, 2015

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче "Чунлă кÿршĕ" акци тĕлĕшпе пресс-конференци иртрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе участок уполномоченнăйĕсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелекен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисен пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Тевянов, РФ ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн пай пуçлăхĕ Наталия Чапурина, информаципе общество çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Ашнин тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева тĕл пулчĕç. Акци тĕллевĕ - кÿршĕре шăв-шав илтĕннине туйсан, мăшăр çапăçнине курсан е ачасене, ватă çынсене асаплантарнине асăрхасан халăха йĕрке хуралне çийĕнчех пĕлтерме ыйтасси. ЧР ШĔМĕн ĕçченĕсем граждансене кÿршисен тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтаççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.