Чун туянас текен çук-и?

26 Юпа, 2015

Раççей пĕр компанийĕнчи регионсен аталанăвĕшĕн яваплă менеджер Екатерина Интернетри аукциона хăйне евĕрлĕ пĕлтерÿ вырнаçтарнă - унта хĕр хăйĕн... чунне сутассине пĕлтернĕ. Чунĕшĕн малтанлăха 500000 тенкĕ ыйтнă. Хĕр каярахпа пĕлтернĕ тăрăх, çуртне юсаса пĕтермешкĕн ăна шăпах çакăн чухлĕ укçа çитмест-мĕн.

Чунне сутма шухăшланисĕр пуçне хĕр ыркăмăллăх акцийĕ те йĕркеленĕ - хăйне капла та пулăшмашкăн ыйтнă. Чăн та, хальлĕхе акци те, аукцион та хăйсен çимĕçне кÿмен-ха. Пике каланă тăрăх, хальлĕхе ун ячĕпе аван мар çырусем кăна çыраççĕ.

Чунне сутас шухăш хĕр пуçĕнче ăнсăртран тенĕ пек тĕвĕленнĕ. Хăй каласа кăтартнă тăрăх, вăл ĕçлекен компани пысăк пулсан та унта вăл илекен шалу çителĕклĕ мар. Çуртĕнче вара мĕн тери чаплă юсав ĕçĕсем ирттерес килет!

Екатерина маларах упăшкинчен уйрăлнă-мĕн. Кун пек чух, паллах, чуна лăскамасăр пулмасть. Çапах та чиперук хăйĕн чунĕ чиперех иккенне ĕнентерет туянас текенсене - “çĕнни пекех”. Палăртни пурнăçлансан, хĕр укçа-тенке чи малтанах чÿречене улăштарма тăкакласшăн, юлашкипе амăшĕн кушакĕ валли хăтлă йăва йĕркелесшĕн.

Анчах та чуна мĕнле туянмалла-ха? Хĕр çакна та палăртса хунă ĕнтĕ - вăл туянакана вăхăтне палăртман, нимĕнпе те чикĕлемен сертификат парĕ, апла тăк лот хуçи унăн чунĕпе хăть те мĕн тума пултарĕ. Çакă инкекпе вĕçленмĕ-и? Çук, хĕре ку та хăратмасть.

Çакăн пек аукциона шутласа кăлараканни Екатерина пĕрремĕш мар. Америкăра маларах кун пек тĕслĕх пулнă - Нью-Мексикори писатель шăпах Интернетри аукциона хăйĕн “кăштах тăлпаланнă” чунне вырнаçтарнă, уншăн 2000 пин доллар ыйтнă. Анчах та Америка çыравçи маларах автокатастрофăна çакланнă-мĕн, хытах аманнă. Пурăнса-асапланса ывăнса çитнĕскер çапла майпа хăйĕн чунне çăласшăн пулнă. Вăл каярахпа хăйĕн чунĕ çинчи шурă тата хура йăрăмсем çинчен каласа кăтартма шантарнă. Анчах та ун чухне те палăртнине пурнăçлама май килмен - чуна туянас текен тупăнман.

Мускавра тĕпленнĕ хĕр тĕне кĕни паллă. Çапах та вăл хăйĕн утăмне çылăхпа танлаштармасть. Вăл чунне сувенир пек кăна сутнине палăртать - калăпăр, “Уйăхăн пĕр катăкĕ пек”...

Тĕлĕнмелле лот пирки Molotok.ru аукцион сайчĕн гендиректорĕ Игорь Тарасенко пĕлет паллах. Вăл каланă тăрăх, унта тĕлĕнтермĕшсем сайра-хутра кăна вырнаçтараççĕ, вĕсемпе кăсăкланакан вара питех çук. Çапах чун сутасси пирки пĕлтернĕ лот ыттисенчен уйрăлса тăрать темелле - ăна виçĕ кунра 200 çын уçса пăхнă. Ахăртнех, туянассинчен ытла çынсене ку ахаль кăна кăсăклантарнă. Хăйне евĕрлĕ ытти лотсенчен Тарасенко Шотланди çĕрне Интернетри аукцион урлă сутма тăнине асăнать - пĕр футшăн /1 фут - 30648 см/ 5999 тенкĕ ыйтнă-мĕн.

/«Известия»/.

Новости по теме